Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ăмăрту
23 Майӑн 2023, 13:45

Чăваш, еврей тата пушкăрт – пĕр команда

Пирĕн çĕршыв шахмат енĕпе тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче малти вырăнсем йышăнасси йăлана кĕнĕ. Пушкăртстан Республики те асăннă спортра çитĕнÿсем тунипе палăрать. Шăпах кунта шахмат клубĕсем лайăх аталаннă.

Чăваш, еврей тата пушкăрт – пĕр команда
Чăваш, еврей тата пушкăрт – пĕр команда

Шкулсенче те шахмат вăййине выляма вĕрентеççĕ. Ĕпхÿ хула округĕнчи чăваш вырсарни шкулĕн виçĕ филиалĕнче шахматла выляма хăнăхтараççĕ. Çавăн пекех кунта аслисем валли каçхи вăхăтра ĕçлекен «Сувар» шахмат клубĕ пур.
Халăхсен хушшинчи туслăха, культурăсем хушшинчи хутшăнăва аталантарас, обществăлла наципе культура организацийĕсем хушшинчи туслă çыхăнăва çирĕплетес, сывлăхлă пурнăç йĕркине сарас тата çынсене спорта явăçтарас тĕллевпе Ĕпхÿ хулинче апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Халăхсен туслăхĕ» шахмат выляссипе турнир йĕркеленĕччĕ. Обществăлла наципе культура организацисем, çамрăксен тата корпоративлă пĕрлешÿсем Евразинчи Халăхсен ассамблейин Пушкăртстан Республикинчи представительствин ертÿçин кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртрĕç.
Турнир ирттересси çинчен калакан положение Евразинчи Халăхсен ассамблейин Пушкăртстан Республикинчи представительствин ертÿçи А.Г. Назаров тата ПР спорт министрĕ Р.Т. Хабибов çирĕплетрĕç.
Спорт ăмăртăвне 11 команда хутшăнчĕ. Çав шутра ПР Халăхсен туслăх çурчĕн ушкăнĕ те. Унăн йышне Леонид Михайлов (ПР чăваш культура обществин ветерансен канашĕн председателĕн çумĕ) – команда капитанĕ, Лев Хайтман 1-мĕш разрядлă шахматист тата Тимур Мулюков 2-мĕш разрядлă шахматист кĕчĕç.
Турнирта «Еврей наци культура организацийĕ» 19,5 бал пухса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. ПР Халăхсен туслăх çурчĕн команди 6,5 балпа 8-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Пире чăваш культура обществи командăна йĕркелени, вăл виçĕ шахматистран – чăвашран, еврейрен тата пушкăртран – тăни хавхалантарчĕ. Çапла турнирта халăхсен туслăхĕ çĕнтерчĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура
обществин председателĕ.
Ĕпхÿ хули.

Чăваш, еврей тата пушкăрт – пĕр команда
Чăваш, еврей тата пушкăрт – пĕр команда
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: