Олимпиадăна шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче 31-мĕш хут иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 8 районти, 1 хулари 17 шкултан 23 чăваш ачи (2024 çулта 30 ача пулнă) хутшăнчĕ. Çанталăк условийĕсене пула 27 вĕренекен олимпиадăна хутшăнаймасăр юлчĕ.
Çак кунсенче учительсем валли пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар иртрĕ. Методистсем тĕрлĕ çивĕч ыйту хускатрĕç, вĕрентекенсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Чăваш вĕрентекенĕсенчен докладпа Кармаскалă районĕн Йăмранти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, РФ Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ ĕç отличникĕ Т.Н. Козлова тухса калаçрĕ. Семинара хутшăннă вĕрентекенсене сертификатсем парса чысларĕç.
Ăмăрту виçĕ турпа иртрĕ: викторина; текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), калаçу пуплевĕн конкурсĕ (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли); проблемăллă текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), илемлĕ вулав (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли). Жюри пайташĕсем – Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторина ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 50 балл пухма пулатчĕ. Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине, чĕлхе пулăмĕсене тишкерме, классификацилеме тата фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, чăваш халăх сăмахлăхне, Пушкăртстан Республикин историне, паллă вырăнĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Унсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтартма пултарчĕç. Апла пулин те викторинăра тулли хурав парайман ĕçсем те пулчĕç. Тĕслĕхрен: чăваш, гагауз, казах, араб чĕлхисенчен хăшĕ тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕмест? (араб); Виктор Тараев, Шатра Михала, Патмаров, Иван Журавлев, Чĕкеç сăнарсем хăш хайлавран? Ятне, жанрне, авторне çырăр. («Кайăк тусĕ» повесть. Мĕтри Кипек); Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр: «Касма çăмăл, ...»; «Ут пуласси тихаран (паллă)»; «Хуçи мĕнле, лаши (çапла)»; «Шаннă йăвара (кайăк çук)»; «Выртан каска мăкалнă, çÿрен каска (якалнă)»; «Касма çăмăл, (ÿстерме йывăр)».
Сăмах кам çинчен пырать? Поэтăн ятне, ашшĕ ятне, хушаматне, псевдонимне çырăр: Чăваш автономийĕн пĕрремĕш çулĕсенчи патшалăх тата общество деятелĕ, чăваш литературинчи силлабо-тоника сăвă йĕркине пуçарса яраканĕ. Чăваш поэзине аталантарас ĕçре ăна вырăс поэзийĕ, революцичченхи чăваш литератури, сăмахлăхĕ хавхалантарса пынă. Вăл Хусан кĕпĕрнин Çĕрпÿ уесĕнчи Касаккасси ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă (Михаил Кузьмич Кузьмин. Çеçпĕл Мишши).
Калаçу пуплевĕн конкурсĕнче вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Шкулта», «Хăнара» «Телефонпа юлташпа калаçни», «Тăхтав вăхăтĕнче», «Манăн юратнă çулталăк вăхăчĕ» «Манăн юратнă чăваш хаçачĕ» т.ыт.те) пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ районтан килнĕскерсем, пĕр-пĕринпе паллашма, туссем тупма пултарчĕç.
Наци программипе вĕренекенсем текстпа ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Панă текст тăрăх пилĕк ыйту çине хурав пачĕç. Ĕçсемпе паллашсан конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне пĕлни палăрчĕ.
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ – илемлĕ вулав конкурсĕ. Вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем тĕрлĕ тематикăллă сăвăсемпе поэма сыпăкĕсем вуларĕç. Çамрăксем Петĕр Хусанкай, Стихван Шавли, Александр Алка, Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Михаил Федоров, Митта Ваçлейĕ, Василий Антонов, Зинаида Сурпан, Ольга Степанова поэтсен сăввисене кăмăллани сисĕнчĕ. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Вера Сергеева (9 кл.), Елизавета Русакова (9 кл.), Арина Артемьева (10 кл.), Татьяна Павлова (11 кл.).
Наци программипе вĕренекен ачасем проблемăллă текста тишкерÿ туса питĕ лайăх пĕлÿ кăтартрĕç. Вĕсем калаçура йăнăшсем тумасса тăрăшрĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Ачасен пуплевĕ пуян, тавракурăмĕ анлă, хăйсен шухăшне уçса пама пĕлеççĕ. Кунта уйрăмах Авăркас районĕн Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта вĕренекен Алексей Ефимова палăртса хăвармалла. «Чăваш ачин чăвашах пулмалла, кирек мĕнле професси çынни пулсан та тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркине, сăмахлăхне, историне пĕлмелле, атте-аннене хисеп тумалла», –тесе пĕлтерет таса чăваш чĕлхипе калаçакан çамрăк каччă. Жюри пайташĕсем Алексей чăн-чăн чăваш патриочĕ пулса çитĕнессе чунтан ĕненсе ырă сунчĕç.
Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Анастасия Никитина (9 класс, Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ; вĕрентекенĕ – Ю.Д. Федорова), Алексей Ефимов (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Карина Петрова (11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Вера Сергеева (9 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ; Л.Н. Иванова), Арина Артемьева (10 класс, Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ; А.П. Артемьева), Татьяна Павлова (11 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Андрей Герасимов (9 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Арина Камалова (9 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева), Елена Данилова (10 класс, Авăркас районĕ, Нукасак шкулĕ; Л.Ф. Осипова), Елизавета Русакова (9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ; Т.Н. Вальщикова), Аделина Масленникова (9 класс, Пелепей хули, Чăваш гимназийĕ; В.К. Алексеева), Анфиса Капитонова (9 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Александр Леонтьев (9 класс, Мияки районĕ, Кекен шкулĕ; Т.П. Никифорова), Мария Леонтьева (9 класс, Давлекан районĕ, Канчăлав шкулĕ; Л.Н. Иванова), Дарья Тарасова (10 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Александр Яковлев (10 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Елена Константинова (10 класс, Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ шкулĕ; Н.В. Исакова), Аделина Васильева (11 класс, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ; Е.Н. Васильева).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи И.В. Сухарева олимпиадăна хутшăннă ачасене пурне те хĕрÿллĕн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван чĕлхене упраса хăварма ыйтрĕ, сертификатсемпе парнесем парса чысларĕ. «Пушкăртстан курăкĕсем» организацин тĕп директорне А.А. Иванова, Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн Ĕпхÿ хулин Дема районĕнчи филиалĕн ертÿçине С.И. Гришина, Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн коллективне (директорĕ Н.Н. Никитина) спонсор пулса конкурсантсене парнесем парса хавхалантарнăшăн тав тăватпăр.
Вĕренекенсем олимпиада кунĕнче тутар, чăваш, мари, удмурт, мăкшă тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿнине палăртма кăмăллă.
Шел пулин те, вăтăр пĕрмĕш олимпиадăна тĕрлĕ сăлтавсене пула Ишимбай, Ермеккей, Пишпÿлек, Шаран районĕсенчи ачасем хутшăнмасăр юлчĕç.
Пултаруллă çамрăксем Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ.
Лариса КОРОТАЕВА, жюри председателĕ.