Асăннă конкурс «Медиа-салон «Чăвашла вулани – пурнăçпа пĕр тан утни» проект витĕмĕпе пурнăçа кĕчĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалланăччĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – видеосем урлă тăван чĕлхене, чăвашла вулассине сарасси шутланать. Ăмăрту условийĕсем тăрăх, 12 çула çитичченхи ачасем буктрейлерсем (вуласа тухнă кĕнеке тăрăх пысăк мар видеоролик хатĕрлени) ÿкермеллеччĕ. Видеороликăн тĕп тĕллевĕ кĕнеке çинчен каласа парасси, вулакана кĕнекепе кăсăклантарасси пулса тăчĕ.
Конкурса пурĕ 6-12 çулхи 12 ача хутшăнчĕ. Ĕçсене икĕ ÿсĕме (6-8 çулхисем тата 9-12 çулхисем) уйăрса хак пачĕç. Жюри членĕсем видеосене чăвашла хатĕрленине (ачан чăвашла текста хăйĕн вуламалла), информаци тулли пулнине, темăна кирлĕ пек уçса панине, ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕпе майне, кăткăслăхне, илемлĕхне шута илчĕç. Конкурс географийĕ анлă пулнине палăртмалла. Унта Пишпÿлек, Пелепей, Элшей, Кармаскалă, Çтерлĕ, Федоровка, Шаран, Чекмагуш, Ĕпхÿ районĕсемпе Пелепей, Октябрьский хулисенчи ачасем хутшăнчĕç.
Сумлă жюри шутĕнче Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн пайташĕ Римма Андреева, Тĕп район библиотекин массăллă сектор ертÿçи Людмила Чернова, Пишпÿлекри Тĕп район библиотека системин методика уйрăмĕн ертÿçи, «Медиа-салон «Чăвашла вулани – пурнăçпа пĕр тан утни» проект ушкăнĕн членĕ Надежда Николаева пулчĕç.
Жюри протоколĕ тăрăх, 6-8 çулхи ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна Макар Кухаренко (Пелепей хулинчи 27№ ача сачĕ), иккĕмĕшне Виталина Сафарова (Пишпÿлек ялĕнчи 2№ шкул), виççĕмĕшне Федор Иванов (Пишпÿлекри 2№ шкул вĕренекенĕ) çĕнсе илчĕç.
9-12 çулхи ачасем хушшинче 1-мĕш вырăна Доминика Степанова (Пишпÿлек районĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ Пăслăк шкулĕ), иккĕмĕшне Виктория Кузьминапа (Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ) Камилла Тихонова (Шаран районĕнчи А.Кондратьев ячĕпе хисепленекен Тÿртÿллĕ шкулĕ), виççĕмĕшне Полина Самойлова (Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ) тивĕçрĕç.
«Куракансем кăмăлланă ĕçшĕн – парне» номинацире Доминика Степановапа Полина Самойлова çĕнтерчĕç.
Елена ГАНИЕВА, Пишпÿлекри
Тĕп библиотека системин ертÿçи.