«Хула хуçалăхне цифрăллă технологисене тата платформа йышăнăвĕсене ĕçе кĕртсе çĕнетесси» («Ăслă хула») номинацинче Дюртюли хули IV вырăн çĕнсе илнĕ.
«Хула строительствин политики, халăха лайăх пурнăç хутлăхĕпе тивĕçтересси тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарасси» номинацире Пишпÿлек тăрăхĕнчи Каменка ялĕ пĕрремĕш пулса тăнă.
- Пĕтĕм Раççейри конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çĕнтерÿçĕсем 20-шер млн тенкĕ илĕç. Муниципалитетсем асăннă нухратпа çивĕч ыйтусене татса пама, пурнăç пахалăхне лайăхлатма, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарма пултарĕç. Йышăнусене çынсен сĕнĕвĕсене шута илсе тăвĕç, - палăртнă Ирина Голованова.