Ăмăрту
23 Апреля , 05:00

«Силпи асамачĕ» фестивалĕн тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара

Тăван халăхăн паянхи куна çити упраннă пуянлăхĕ – чĕлхе, тĕрĕ, юрă-ташă. Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Иван Яковлев та вӗсене хисеплеме, малалла аталантарма пиллесе хӑварнӑ. Çакӑ кашни чӑвашӑн мӑн асаттесем умӗнчи сӑваплӑ парӑмӗ пулнине асра тытса Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (ертÿçи – В.М. Яковлев) регионсен хушшинчи «Силпи асамачĕ» ачасемпе çамрăксен фестивальне йĕркелесе ирттерет. Кăçал вăл вун иккĕмĕш хут хăйĕн чаршавĕсене уçрĕ.

«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара

Пелепейсемпе кÿршĕллĕ районсенче пурăнакансемшĕн регионсем хушшинчи фестиваль тахçанах чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăнă. Пултарулăх конкурсне чăваш халăх культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине упраса хăварас, культура еткерлĕхне аталантарма условисем туса парас, чăваш ачисемпе çамрăкĕсене халăх юрри-кĕввине, ташшине, литературине, пултаруллă ушкăнсемпе уйрăм сцена çине тухакансене тупса палăртас, пултарулăх çыхăнăвĕсене анлăлатас тĕллевпе ирттереççĕ. Унсăр пуçне «Силпи асамачĕ» ачасемпе çамрăксене хăйсен пултарулăхне кăтартма, аталантарма пулăшакан, çĕнĕ туссем тупма май паракан хăйне евĕрлĕ лапам та шутланать.
Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕ хăйĕн алăкĕсене яр! уçса Миякипе Çтерлĕ, Пишпÿлекпе Пелепей тата Ермеккей районĕсенчен, Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен килсе çитнĕ чăваш ачисемпе çамрăкĕсене, вĕсен ертÿçисене хапăл туса кĕтсе илчĕ. Мероприятие ертсе пыраканĕ Анастасия Петрова пĕлтернĕ тăрăх, «Силпи асаматне» хутшăнма кăмăл тăвакансенчен пурĕ 60 заявка килнĕ.
Юрă-ташă фестивальне Пелепей районĕнчи Социаллă аталану управленийĕн ертÿçин тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Ляйсан Зарипова уçрĕ, вăл пурне те хĕрÿллĕн саламларĕ. Çакăн хыççăн сцена çине Пелепейри чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев хăпарчĕ.
– Ачасене тăван чĕлхене юратма чĕнсе калакан, Тăван çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмĕ çуратакан, чăваш халăхĕн культурине аталантарма пулăшакан фестивале вун иккĕмĕш хут пухăнтăмăр. Çут çанталăк вăранать, хĕвел кунран-кун ăшăрах пăхать, вĕсемпе пĕрле чăваш ачисен пултарулăхĕн асамат кĕперĕ те ытарайми илемлĕн çуталать. Пирĕн пуласлăх – çак ачасенче. Нимĕнрен те ан хăрăр, хăвăр ăсталăхăрпа пире тĕлĕнтерĕр, – тесе сунчĕ Владимир Матвеевич çамрăк артистсене.
Конкурсантсем пултарулăхне Чăваш Республикин халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан жюри членĕсем хак пачĕç. Çав шутра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Марта Зайцева, халăх академикĕ Рудольф Павлов çыравçă, Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен керменĕнчи ташă ушкăнĕсен хореографĕ Светлана Григорьева, музыка учителĕ тата фольклор тĕпчевçи Елена Григорьева пулчĕç.
Сцена çине пĕрин хыççăн тепри, чăваш тумĕсем тăхăннă сăмах ăстисем, ташăçăсемпе юрăçăсем, кĕвĕ калакансем тухрĕç. Фестивалĕн сцени çине пысăк йышпа Пишпÿлекри культура керменĕн, Мияки районĕнчи Суккул тата Çĕнĕ Хурамал, Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ачисем хăпарчĕç. Конкурса хутшăнакансем пилĕк тĕрлĕ номинацире «Илемлĕ вулав», «Фольклор юрри тата йăла-йĕрке», «Эстрада юрри», «Ташă ташласси», «Кĕвĕ инструменчĕпе каласси» вăй виçрĕç. Çамрăк артистсем тăван халăх историне, чăваш халăх хăйне евĕрлĕхне уçса паракан сăвăсем каларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, йăла-йĕркесемпе паллаштарчĕç.
Фестиваль пĕлтерĕшĕ чакманни, юрра-ташша ăста ачасемпе çамрăксем, пултарулăх ушкăнĕсем кашни çулах тупăнни савăнтарать. Сцена çине тухмалли çи-пуç лайăхланса, артистсен пултарулăхĕ туптанса пыни мероприяти кирлĕлĕхне çирĕплетет. Ачасемпе вĕсен ертÿçисем фестиваль-конкурса питĕ тăрăшса хатĕрленни палăрать: сахал мар литература тĕпченĕ, йăла-йĕркесене шĕкĕлчелесе тухнă, сăвă вĕреннĕ, чăвашла калаçас, юрлас ăсталăха аталантарнă.
Кирек мĕнле уяв та пулăшакансемсĕр иртмест. «Силпи асамачĕ» фестивале ирттерме пулăшнă спонсорсене – «РемДизельСнаб» ООО предприяти ертÿçине Геннадий Кузнецова, «Апатлану комбиначĕ» ООО ертÿçине Саид Багаутдинова, Сергей Тефтерев, Юрий Евдокимов, Павел Коростелев, Петр Тимофеев тата Александр Яковлев уйрăм предпринимательсене, Пелепейри информаци центрне (И.А. Фазлутдинов) – уйрăм тав сăмахĕ каламалла.
Çамрăк артистсем кашниех ăста, пултаруллă пулнине палăртмалла. Жюри членĕсене вĕсене хак пама çăмăл килмерĕ пулин те пурте пĕр саслă пулса конкурс-фестиваль Гран-прине Çтерлĕ хулинчен килнĕ Дана Иванована (Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕ, ертÿçи – Анна Ахмерова) пама йышăнчĕç. Сăмах май, Дана нумай ачаллă çемьере çитĕнет. Унăн ашшĕ ятарлă çар операцинче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлет.


«Силпи асамачĕ» фестивальте парнеллĕ вырăнсене йышăннă ытти талантсем:

«Илемлĕ вулав» номинаци
1 вырăн – Софья Борцова, Пелепей хулинчи 1№ шкул, ертÿçи – Светлана Игнатьева; Алина Герасимова, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, Ираида Степанова; Кира Бубнова, Пелепейри 1№ «Айгуль» ача сачĕ, Ольга Иванова.
2 вырăн – Полина Макеева, Ермеккей районĕ, Эрехĕрри шкулĕ, Марина Ильина; Анна Борцова, Пелепей хулинчи 1№ шкул, Светлана Игнатьева; Леонид Коновалов, Пелепей хулинчи 27№ «Рябинка» ача сачĕ, Ольга Салимгареева.
3 вырăн – Ангелина Сухарева, Пелепейри чăваш гимназийĕ, Полина Кирилова; Алена Ермолаева, Пелепейри чăваш гимназийĕ, Вера Алексеева; Алексей Борцов, Пелепей хулинчи 1№ шкул, Светлана Игнатьева; Ксения Романюк, Пелепей хулинчи 23№ «Светлячок» ача сачĕ, Надежда Ухаткина.
«Фольклор юрри тата йăла-йĕрке» номинаци
1 вырăн – «Туслăх» ача-пăча ушкăнĕ, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, Ираида Степанова; «Шур çăл» тĕслĕхлĕ фольклор ушкăнĕ, Пишпÿлекри культура керменĕ, Людмила Романова; «Суварята» ача-пăча фолькор ушкăнĕ, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ, Нэля Тимофеева, Любовь Осипова.
2 вырăн – «Çеçпĕл» Кирилловсен çемье квартечĕ, Мияки районĕ, Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ, Любовь Семенова; «Тантăшсем» чăваш ача-пăча ушкăнĕ, Ермеккей районĕ, Эрехĕрри шкулĕ, Наталья Ибатуллина, Алена Филиппова, Ирина Корнилова.
3 вырăн – «Тумлам» ача-пăча фольклор ушкăнĕ, Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ, Лилия Архипова тата Любовь Семенова.
«Эстрада юрри» номинаци
1 вырăн – Савелий Васильев, Пишпÿлекри культура керменĕ, Людмила Романова; Анастасия Спиридонова, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, Елена Павлова; Жасмин Салимгареева, Пелепей хулинчи 27№ «Рябинка» ача сачĕ, Валентина Дарьина.
2 вырăн – Анастасия Григорьева, Çтерлĕ районĕ, Ямансас культура çурчĕ, Елена Борисова; Софья, Анна тата Алексей Борцовсем, Пелепей хулинчи 1№ шкул, Светлана Игнатьева, Ольга Кузнецова.
3 вырăн – Анжелика Власова, Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ, Любовь Семенова; София Новикова, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕнчи культура çурчĕ, Лира Новикова; «Çеçпĕл» ача-пăча ушкăнĕ, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕнчи «Солнышко» ача сачĕ, Надежда Иванова.
«Инструментпа каласси» номинаци
1 вырăн – «Подарок» кашăкçăсен ушкăнĕ, Пишпÿлекри культура керменĕ, Ольга Иванова; Михаил Ефимов, Пелепей районĕ, Приютово поселокĕнчи 2№ ача-пăча ÿнер шкулĕ, Расиля Димеева.
2 вырăн – Злата Тимофеева, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, Мария Тимофеева; Анастасия Спиридоновапа Яна Костина, Пелепей районĕ, Приютово поселокĕнчи 2№ ача-пăча ÿнер шкулĕ, Расиля Димеева, Юлия Тимофеева.
3 вырăн – Надежда Кутьянова, Пелепейĕнчи культура керменĕ, Павел Крылов.
«Хореографи» номинаци
1 вырăн – «Калинка» тĕслĕхлĕ ташă ансамблĕ, Пелепей районĕ, Приютово поселокĕнчи культура çурчĕ, Анна Устинова; «Росинки» ташă ушкăнĕ, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕ, Любоваь Осипова; «Очарование» ташă ушкăнĕ, Çтерлĕ районĕ, Большой Куганак салинчи «Радуга» ача-пăча пултарулăх çурчĕ, Лидия Иванова; «Очарование» ташă ушкăнĕ, Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнчи культура çурчĕ, Лидия Иванова; «Аленушка» ушкăн, Пелепей хулинчи 30№ «Аленушка» ача сачĕ, Алена Яковлева, Анастасия Слесаренко.
2 вырăн – Софья тата Анна Борцовасем, Пелепей хулинчи 1№ шкул, Светлана Игнатьева; «Фантазия» ташă ушкăнĕ, Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи культура çурчĕ, Алена Алексеева; «Савăнăç» ушкăн, Пелепей хулинчи 1№ «Айгуль» ача сачĕ, Рузиля Мамедова, Ольга Иванова.
3 вырăн – «Сарпикесем» ташă дуэчĕ, Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕ, Нина Чиглинцева, Оксана Федорова; «Уяв» ташă ансамблĕ, Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, Полина Кирилова; «Очаровашки» ача-пăча ташă ушкăнĕ, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура çурчĕ, Любовь Осипова.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Пелепей хули.

«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн  тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
«Силпи асамачĕ» фестивалĕн тĕп парни – Çтерлĕри Дана Ивановара
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас