Пур хыпар та
Мастер-класс
25 Сентябрӗн 2019, 13:39

Пуканесене чун кĕртме вĕрентĕмĕр

Чăваш патшалăх пукане театрĕ Пушкăрт çĕрĕ çинче гастрольпе пулнă май, театрăн илемлĕх ертÿçи Юрий Михайлович Филиппов Пăслăкри культура керменĕнче Пишпÿлек районĕнчи культура ĕçченĕсемпе «Методика работы в кукольном театре» темăпа мастер-класс ирттерчĕ.

Вăл пуканене мĕнле майпа чун кĕртсе выляттармалли меслетсемпе паллаштарчĕ. Юрий Михайлович Санкт-Петербургри театр институтне пĕтернĕ. Çамрăкранах пукане театрĕнче вăй хурать. Шупашкарти культурăпа искусство академинче актер-кукловодсене хатĕрлес енĕпе нумай ӗçленӗ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра пукане театрĕ çамрăк артистсемпе пуян. Унăн пĕччен вылякан (театр одного актера) сценăсен репертуарĕ анлă та йышлă. Японинче, Корейăра, Германи, Финлянди çĕршывĕсенче тата Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче выляса хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Профессийĕ вара питӗ анлă - режиссер тата сценарист, юрăçă тата артист. Юрий Филиппов - чунĕпе, ĕçĕпе питĕ пуян çын.
Ирина ИГНАТЬЕВА,
Пăслăкри культура çурчĕн ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ.