Пур хыпар та
МУСТАЙ КАРИМА - 100 ÇУЛ
11 Сентябрӗн 2019, 13:33

Эпир пурте - Раççей çыннисем

“Эп вырăс мар, анчах Раççей çынни эп”. Мустай Карим. Пушкăрт халăх поэчĕ хăйĕн сăввине иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чăн-чăн туслăха хаклама пĕлекен гражданин пек чун-чĕри хистенипе çырнă. Тĕрлĕ пуху-канашлура Мустафа Сафича темиçе те курнă, анчах юнашар ларса калаçма пĕрре çеç тÿр килчĕ.

Пушкăртстанри вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерекен институт республикăри шкулсенчи тăван чĕлхепе литература учителĕсен семинарне ирттерчĕ. Унта мана та чĕнчĕç. Икĕ кĕнеке кăларма пултарнă çыравçă вырăнне хурса та йыхравланă иккен. Семинарта манăн доклад тумаллаччĕ. Тухса калаçакан тепĕр çын Мустай Карим пулчĕ. Анчах васкавлă ĕç сиксе тухнăран вăл палăртнă вăхăта çитеймерĕ. Çавăнпа та вĕрентекенсен умне малтан манăн тухма тиврĕ. Итлекенсем ыйтнипе чăвашла 2-3 сăвă вуларăм.

Эпĕ сăмахăма вĕçленĕ тĕле Мустай Карим та килсе çитрĕ. Тÿрех пушкăрт литератури юлашки çулсенче еплерех аталанса пыни çинчен калама тытăнчĕ. Вырăсла яка калаçать. Ăна, халăх поэтне, ыйту нумай пачĕç. Поэтăн пĕр хуравĕ пуçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ: “Халĕ наци çыравçисенчен чылайăшӗ вырăсла çырма пуçларӗ. Эсир, Мустафа Сафич, ку тӗлӗшпе мӗн шухăшлатăр?” Çыравçă çакнашкал ыйту пуласса кĕтсе тăнă тейĕн: “Тăван чĕлхепе вулакан пĕр пушкăрт пулсан та ун валли пушкăртлах çырăп”. Пурнăçран уйрăлса кайичченех вăл хăйĕн юрри-сăввине тăван чĕлхипех шăрантарчĕ.

Çак тĕлпулу хыççăн эпĕ поэтăн пушкăртла сăввисемпе ытларах кăсăкланма тытăнтăм, чылайăшне куçартăм.

Тĕрлĕ халăх çыравçисем пĕр-пĕрин хайлавĕсене ĕнер-паян кăна куçарма пуçламан. Хамăрăн мухтавлă сăвăçăмăра К.Ивановах аса илер-ха. Чун-чĕрене витерекен сăввисене, поэмипе юмахĕсене çырнипе пĕрлех вăл вырăс литературин классикĕсен хайлавĕсене те пысăк ăсталăхпа куçарнă. Я.Ухсай чăваш вулаканĕсене пушкăрт авторĕсен сăввисемпе паллаштарма тытăннă. Вăл Мажит Гафури, Сайфи Кудаш, Гилемдар Рамазанов, Мустай Карим сăвăçсемпе туслă пулнă. Ахальтен мар Пушкăрт халăх поэчĕ Сайфи Кудаш хăйĕн “Çумăр” сăввине ăна халалланă. Унта çакăн пек йĕркесем пур:

Тен, пире савса та ыр сунса

Çак çумăра пушкăрт çĕрне, уйне

Шупашкартан ăсатрĕ пуль Ухсай,

Хусантан - ĕçтешĕм ман Туфан.

Я.Ухсай пуçарнă ĕçе паян “Шуратăл” литпĕрлешÿ членĕсем малалла тăсаççĕ. Пушкăрт авторĕсен сăвви-калавне чăвашла куçарас ĕç чарăнса ларман. Калем ăсти ытти халăх çыравçисен пултарулăхĕпе кăсăкланатех. Хăйне уйрăмах килĕшнĕ сăвă-калавпа ыттисене те паллаштарать. Пушкăртларан В.Аптраман, В.Енĕш, Н.Леонтьев, Л.Шурçăл, Ялтăр Мучи тата çак йĕркесен авторĕ сахал мар куçарчĕç, вĕсене пичетлесе кăларчĕç.


Малалли хаçатăн 37№.

Александр САВЕЛЬЕВ-САС, педагогика ĕçĕн ветеранĕ,
РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ.