Пур хыпар та
МУСТАЙ КАРИМА - 100 ÇУЛ
23 Октябрӗн 2019, 16:33

Халăх поэчĕн автокранĕ

Пушкăрт халăх поэчĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ, Мустай Карим, чăн ячĕ Мустафа Сафич Каримов, 1919 çулхи октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи Ĕпхÿ уесне кĕрекен (халĕ Чишма районĕ, - авт.) Кляшево ятлă ялта çуралнă. 1940 çултанпа СССР Писательсен союзĕн членĕ.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçин пĕрремĕш кунĕнченех çамрăк каччă тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă: çыхăну пуçлăхĕ, артдивизион штаб начальникĕ пулнă. Йывăр аманнă. Сывалса вăй илнĕ хыççăн фронт хаçачĕсенче корреспондент пулса ĕçленĕ. 1944 çулта çапăçури паттăрлăхсемшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
Вăрçă хыççăн Мустай Карим пĕтĕмпех пултарулăх тата общество ĕç-хĕлне кĕрсе ÿкнĕ. Вăл XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çырма пуçланă. Пурнăç тăршшĕпе çĕр ытла поэзипе проза, драма произведенийĕсем хайланă.
Мустай Карим литература анинче вăй хунипе пĕрлех обществăпа политика пурнăçне те хастар хутшăннă. 1955 çултанпа вăл РСФСР тата СССР Аслă Канашĕн депутачĕ. Депутат пулнă май вăл нумай хуçалăха тата уйрăм çынсене пулăшма тăрăшнă.
Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Хурамал шкул директорĕ тата Мияки район Канашĕн депутачĕ пулнă чухне эпĕ (1980ç.) Н.Крупская ячĕллĕ колхоз валли çăк çĕклемелли автомобиль кранĕ туянма пулăшу ыйтнăччĕ. Вăл вăхăтра автокрансем Мияки районĕнчи икĕ хуçалăхра çеç – сельхозтехникăра тата «40 лет Октября» (Кочеганово) пурччĕ. Колхоз депутачĕ тесе çĕклемелли автомобиль кранне туянас ĕçе ман çине тиерĕç. Çак ыйтăва епле татса парас-ши, камран пулăшу ыйтас-ши тесе нумай шухăшласа çÿрерĕм. Юлашкинчен аса илтĕм: 1960 çулта хамăрăн Аслă Канаш депутатĕнчен, СССР хĕç-пăшаллă вăйсен медицина службин полковникĕнчен Полубояровран ачасене çар ĕçне вĕрентме (çак дисциплинăна шăпах хам вĕрентеттĕм) автомобиль туянма пулăшу ыйтнăччĕ. Ун чухне Полубояров пире Оренбург хулинчи çар чаçĕнчен машина тупса пачĕ.
Хальхинче те Аслă Канаш депутатĕнчен, Мустай Каримран, пулăшу ыйтма шутларăм. Малтан Министрсен Канашне, ун хыççăн Писательсен çуртне кайрăм. Писательсен союзĕн секретарĕ Васильев юлташ М. Каримăн килĕнчи адресне пачĕ: г. Уфа, ул. Ленина д. 20, кв. 8. Саккăр тесе çырнă алăк умне пырса тăтăм та депутата мĕн калăп-ши тесе шухăшласа тăратăп. Акă шăнкăрав кнопки çине пусатăп. Алăк уçăлчĕ те илемлĕ сăнлă арçын тухса тăчĕ.
- Эсир кам патнеччĕ? – ыйтрĕ вăл.
- Эпĕ сире депутата суйлакан. Мияки районĕнчен, - хуравларăм эпĕ.
Вăл кăмăллăн хваттере иртме сĕнчĕ. Шалта икĕ арçын кăштăртататчĕç.
- Вĕсем манăн 60 çулхи юбилее хатĕрленеççĕ, - терĕ те мана кухньăна иртме сĕнчĕ. Сĕтел хушшине лартса кофе туса пачĕ.
- Эсир мĕнле ыйтупаччĕ? – тесе ыйтрĕ.
Эпĕ колхоз çĕклемелли автомобиль кранĕсĕр тарăхни çинчен каласа патăм. Депутат ман çине пăхса илчĕ те:
- Эпĕ халăхран ун пек хушу-наказ йышăнман, - терĕ.
Эпĕ хытсах кайрăм.
- Тăрăшса пăхăр, тархасшăн, ырă ĕçшĕн сире айăпламĕç.
Вăл вăрах шутласа ларчĕ. Унтан:
- Юрĕ, уйласа пăхăп, анчах шантарсах калама пултараймастăп, - пулчĕ хурав.
Эпĕ депутата тав турăм. Унтан пĕр-пĕрне алă тытрăмăр. М. Каримпа сывпуллашса киле таврăнтăм. Тепĕр уйăхран мана çыру килчĕ. Унта Ĕпхÿри иккĕмĕш стройтрест Мияки районĕнчи Н.Крупская ячĕллĕ хуçалăх валли çĕклемелли автомобиль кранĕ уйăрса пани çинчен пĕлтернĕ.
Автокрана тÿлевсĕрех илтĕмĕр. Темиçе çул хушши унпа «Восток», «Комсомолец», «Кызыл байрак», «Башкортостан», «Дружба», «Маяк», «Большевик», «Урняк» колхозсем усă курчĕç. Асăннă хуçалăхсен ĕçченĕсем паянхи кун та Мустай Карим çыравçă-депутат ятне ăшшăн аса илеççĕ.
Мустай Карим пур суйлавçа та май çитнĕ таран пулăшма тăрăшатчĕ. Коммунистсен партийĕпе Совет Правительстви унăн ĕçне пысăка хурса Социализмла Ĕç Геройĕ хисеплĕ ята парса чысланă. Вăл икĕ Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн, Халăхсен туслăхĕн, Хисеп палли, Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орденсене тивĕçнĕ. Ăна çарти паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин I, II степень орденĕсемпе наградăланă.
Мустай Карим çĕр ытла литература произведенине кун çути кăтартнă.
Степан ИВАНОВ, ĕç ветеранĕ.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.