Пур хыпар та
МУСТАЙ КАРИМА - 100 ÇУЛ
6 Ноябрӗн 2019, 13:45

Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç театрĕ, çыравçăн та çавах...

Октябрь уйăхĕн иккĕмĕш çурринче Пишпÿлекри тĕп библиотекăн вулав залĕнче Театр çулĕпе Мустай Карим çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа «Мустай Каримăн пурнăç театрĕ» ятлă вулав конференцийĕ иртрĕ.

Мероприятие хутшăнакансем Пишпÿлекри 2№ шкул вĕренекенĕсем тата районти вулавăш ĕçченĕсем пулчĕç. Хальхи вăхăтри Раççей драматургине Мустай Карим хайлавĕсемсĕр шута та илсе пулмасть. Тĕп вулавăш ĕçченĕ Л.Ш.Чернова Пушкăрт халăх поэчĕн пурнăç çулĕ тăрăх тишкерÿ ирттерчĕ‚ унăн кашни хайлавĕ пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ. Сăмах ăсти хăйĕн пьесисене вăрçă хыççăн çырма пуçланă. Унăн чылай пьеси пушкăрт литературипе театрĕн ылтăн фондне кĕреççĕ: «Страна Айгуль» тата «Пеший Махмут» драмăсем‚ «Похищение девушки» камит‚ «В ночь лунного затмения»‚ «Салават»‚ «Не бросай огонь‚ Прометей» тата ытти пьесисем.
Çак йĕркесен авторĕ М.Каримăн хайлавĕсенчи хĕрарăмсен сăнарĕсем çинчен каласа пачĕ. Тĕлĕнмелле‚ анчах та çыравçăн ĕçĕсенче пĕр начар хĕрарăм сăнарĕ те çук. Чăн-чăн сăвăçă çеç хĕрарăмсен чунне‚ вĕсен пăшăрханăвне çапла тарăннăн ăнланма пултарать. Вулакансен чунне уйрăмах хускатакан сăнарсем – Аслă аннепе Кĕçĕн анне сăнарĕсем. Ку хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе тавлашса, харкашса пурăнакансем мар‚ пачах та урăхла. Вĕсем иккĕш те нушаланса‚ асапланса кун кунлакан çынсем‚ ачасемшĕн чунĕсене те пама хатĕрскерсем. Питĕ чыслă та çирĕп кăмăллă, тĕлĕнмелле хĕрарăмсем.
Конференцинче Мустай Карим пьесисем çинчен кăна мар‚ вĕсене мĕнле театрсенче лартнă пирки те калаçу пулчĕ. Сăвăçăн 100 çулхи юбилейне халалласа Пушкăрт пукане театрĕнче «Мустай Карим. Близкий горизонт» ятлă чылайранпа кĕтнĕ спектакле курма май пулчĕ. Унта поэт-драматурга тĕрлĕ енчен сăнласа кăтартнă: ача чухнехи‚ вăрçă салтакĕ‚ сăвăçă тата ытти те. Унăн «Радость нашего дома» ятлă повеçĕ тăрăх лартнă «Сестренка» вăрçă драми çинчен те калаçу пулчĕ. Вăл сентябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Башкортостан» патшалăх концерт залĕнче питĕ ăнăçлă иртнĕ. Залра лăк тулли çын пуçтарăннă. Картина вĕçленнĕ чухне чылайăшĕн куççуль тухнă. Çак хитре кинокартина чылай парнесене тивĕçнĕ: Выборг хулинчи «Окно в Европу» тата «Волоколамский рубеж» ятлă фестивальсен парнипе куракансен ятарлă парнине тата ытти те.
Конференцине пухăннă вулавăш ĕçченĕсем мероприяти питĕ ăнăçлă иртнине палăртрĕç.
Ляйсан ИВАНОВА‚
районти ачасен вулавăшĕн заведующийĕ.