Пур хыпар та
Наци кухни
5 Июнӗн 2019, 16:40

Хуплăвĕ пулсан çиекенĕ тупăнатех

Чăвашсен апат-çимĕçĕ мĕн авалтан пуян пулмасан та тĕрлĕрен пулнă. Мăн асатте-асаннесен рационĕнче чылай чух хушма çимĕçсем (ÿпке-пĕвер, пуç-ура), ÿсен-тăран, сĕт-çу, чустаран тунă апатсем пулнă. Какай пысăк пуянлăх шутланнă, ăна уявсенче çеç хатĕрленĕ.

Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕсенчен чи палли – хуплу. Вăл какайпа кĕрперен (каярах кĕрпине çĕр улмипе улăштарнă) хатĕрленĕ пысăк çавра кукăль. Паян эпир Пелепейĕнчи «Буровик» санатори-профилакторинче апат пĕçернĕ çĕрте ĕçлекен Наталья Никитина патĕнче хăнара.
- Наталья, хам ăнланнă тăрăх, чăваш хуплăвĕ вырăссен курникĕ е тутарсен бэлешĕ евĕр апат?
- Пĕтĕмпех мар, курник хатĕрлеме çĕпре ярса е йÿçĕтмен, тутлă чустапа усă кураççĕ. Бэлеше тутлă, хуплăва йÿçĕтнĕ чустаран пĕçермелле. Паянхи кун кукăль ăшне кам мĕн хурать ентĕ, чылай чух холодильникре мĕн пуррине, – тет Наталья чăваш кукăльне пĕçерессипе мастер-класс ирттерме хатĕрленсе.
Хуплу валли чустана каçранах хураççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ ирхи пиллĕкре тăрса кăмакана хутса ярать, çăкăр, кукăль пĕçерме тытăнать. Натальăн та чуста хатĕр.
- Кукăль ăшĕ валли çĕр улми, сухан, сысна ашĕ кирлĕ пулĕ. Чĕрĕ çĕр улмине, аша тата сухана тăваткал туса касмалла, - тесе Наталья çĕçĕпе правур ĕçлеме тытăнчĕ.
- Çĕçĕ питĕ çивĕч сирĕн, - тĕлĕнетĕп эпĕ.
- Мăшăр ăста манăн ку енчен, ывăлсем те пур ĕçе тума пултараççĕ, пулăшсах тăраççĕ, - ăнлантарать 90-мĕш çулсенче пĕрремĕшсен шутĕнче Лесной микрорайонта çурт лартнă кил хуçи арăмĕ.
Наталья Пелепей районĕнчи Этĕлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула пĕтерсен Приютово поселокĕнчи училищĕре швея-мотористка профессине алла илет. Çавăнтах икĕ çул çĕвĕ фабрикинче ĕçлет. Тĕлĕнмелле, çĕвĕ фабрики те пулнă вĕт-ха ун чухне! Кунта çиелти тумтир, тĕпрен илсен курткăсем çĕленĕ. Каярахпа çамрăк хĕр Валерий Никитина тĕл пулса качча тухать те Пелепейĕнчи трикотаж фабрикине ĕçлеме куçать. Аслă ывăлĕпе, Сашăпа, декретран тухнă çĕре «трикотажка» хупăнать.
Çамрăк мăшăр пĕчĕк ывăлĕпе общежитире пурăнать, çурт хăпартать. Телее, ку ĕçре тăванĕсем те пулăшсах тăраççĕ. Ĕçрен пăрăнса çÿреме хăнăхман хĕрарăм аш-какай комбинатне вырнаçать (шухăшлăр-ха, вăл та пулнă-çке Пелепей хулинче!), ывăлне ача садне çÿретет. Мăшăрĕ те хăйне евĕр пултаруллă: сварщик те, шофер та, лайăх хуçа та. Кил хуçалăхри пур япалана та Валера хăй аллипе юратса та килĕштерсе тунă.
Акă ĕнтĕ хуплу ăшĕ хатĕр те. Чустапа ĕçлеме тытăнмалла.
- Чуста кăпăш та çемçе пултăр тесен вăрттăнлăхне каламăр-ши?
- Кунта вăрттăнлăхĕ çук та пулĕ, ыттисем пекех сĕтпе шыв пĕр тан яратăп, çăмарта, чусти çемçе пултăр тесе услам çу хушатăп, сахăр, тăвар тата çĕпре. Чи лайăх çăнăх сорчĕпе усă курма кăмăллатăп, унпа кукăль-булка хитре пулать.
- Килтисем мĕнле ăшлă кукăльсене кăмăллаççĕ? Какайлине, пулăллине е çĕр улмиллине?
- Каланисене пурне те юратаççĕ, пылаккисене те тиркемеççĕ.
Никитинсен çемйинче ытти наци кухнисен апачĕсене те килĕштереççĕ. Вĕсен шутĕнче: манты, пельмень, плов, вак-бэлеш, уч-почмак, кыстыбый, юрма (сдобный) пашалу, чăх ашĕпе пĕçернĕ салма яшки. Пахча çимĕçрен салат, улма-çырларан компот, варени хатĕрлесси те йăлана кĕнĕ.
Малалли хаçатăн 23№.
Марина ПРОХОРОВА. Пелепей хули.