Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
24 Июнӗн 2019, 15:19

2024 çул тĕлне çыннăн вăтам пурнăç тăсăмĕ 78 çула çитмелле

Пушкăртстана «Сывлăх сыхлав» наци проектне пурнăçа кĕртме 16 млрд тенкĕ уйăрса парĕç. Çакăн пирки ПР сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Забелин пĕлтернĕ.

- Тĕллев пĕрре - 2024 çул тĕлне çыннăн вăтам пурнăç тăсăмне 78 çула çитересси. Проекта сакăр пая пайланă: юн çаврăнăш, усал шыçă тата ытти чирсенчен вилекенсен шутне чакарасси. Унсăр пуçне «Тимлĕ поликлиника» проекта та малалла аталантарĕç. Çак проект шутне ача-пăча поликлиниксем те кĕреççĕ. Вĕсем пурте хăйсен техника базине пуянлатĕç, çавăн пекех тĕрлĕ медицина хатĕрĕсен паркĕ те çĕнелĕ – ренгенпа ультразвук пулĕ, - пĕлтернĕ Максим Забелин.
Ведомство ертÿçи Республикăри ача-пăча клиника больницине çĕнетесси, ача-пăча онкологийĕпе гемотологи уйрăмне хăпартасси пирки каласа панă.
- Радий Хабиров çак проекта хăй тĕрĕслесе тăрать. Сывлăх сыхлав министрĕпе Вероника Скворцовапа тачă çыхăнса ĕçлет. Планра – 2020-2021 çулсенче строительство ĕçĕсене пуçласси, - пĕлтернĕ министр.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: