Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
24 Июнӗн 2019, 11:52

Пушкăртстанри вĕрентÿ организацийĕсем ачасен цифрăллă хăнăхăвĕсене аталантарма грант çĕнсе илнĕ

Раççей Çут ĕç министерствин конкурс комиссийĕн йышăнăвĕ тăрăх, Пушкăртстанри виçĕ вĕрентÿ организацине 20,6 млн тенкĕлĕх федераллă грант уйăрса панă. Конкурс «Цифрăллă экономика» наци проектне пурнăçа кĕртес витĕмпе иртнĕ.

Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче:
Çтерлĕ хулинчи 12№ лицей – «Математика, информатика, технологи предмечĕсене вĕрентес ĕçре чи лайăх результатсем кăтартнă вĕрентÿ организацийĕсенче цифра хăнăхăвĕсене аталантарас тата сарас тĕлĕшпе ĕçлекенсен ĕç опычĕпе паллаштарасси» çул-йĕрпе ĕçленĕшĕн - 5,8 млн тенкĕ.
Туймазă хулинчи ача-пăча пултарулăхĕн центрĕ – «шкулсенче ачасене математика тата информатика предмечĕсене тарăннăн вĕренекен хушма пĕлÿ паракан организацисем йĕркелесси» çул-йĕре аталантарма 3 млн тенкĕ.
«Толпар» ача-пăчасен туберкулеза хирĕç кĕрешекен санаторийĕ - «Лагерьсенче шкул ачисене валли дискретлă математикăпа информатикăн, цифрăллă технологин малта пыракан çул-йĕрĕпе паллаштарасси».
Читайте нас: