Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
25 Июнӗн 2019, 11:23

Çĕнĕ ача сачĕ уçăлĕ

Ĕпхÿри Кузнецов затонĕ микрорайонта (адресĕ: ул. Испытателей, 21) çĕнĕ ача сачĕ хăй алăкĕсене уçĕ. Вăл Ĕпхÿ хулинчи 150№ ача сачĕн филиалĕ шутланĕ. Шкул çулне çитичченхи ачасен учрежденийĕ 1-мĕш хутра вырнаçнă. Вăл пĕр харăсах тăватă ушкăн, 64 ача, йышăнĕ. Çĕнĕ объект «Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртмелли лайăх пулăшу пулĕ.

Ача садĕнче вылямалли, çывăрмалли, пулăшулах пÿлĕмсем вырнаçĕç. Картишĕнче ачасене уçă сывлăша илсе тухсан вылямалли верандăсемпе комплекссем пулĕç. 2020 çул тĕлне Кузнецов затонĕнче тепĕр икĕ социаллă объект 1225 вырăнлă шкул тата 260 ача вырнаçмалăх ача сачĕ уçма палартнă.
Читайте нас: