Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
25 Июнӗн 2019, 11:43

Çтерлĕ агломерацинче «Хăрушă мар тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать

Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче ПР Патшалăх комитечĕн транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕсен специалисчĕсем Ишимбайпа Çтерлĕ районĕсене‚ Çтерлĕ хулине ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Асăннă районсемпе хулара çул-йĕр ĕçĕсем пыраççĕ.

Çтерлĕ агломерацине Çтерлĕпе Салават тата Ишимбай хулисем‚ Ишимбайпа Çтерлĕ районĕсем кĕни палăртса хăвармалла.
Специалистсем Çтерлĕри Пантелькина урамĕнчи çул-йĕр ĕçĕсен пахалăхне хак панă:
- Çакăнта «А-1» маркăллă çĕнĕ асфальт хураççĕ. Вăл питĕ лайăх асфальт шутланать. Кăçал нацпроекта пăхăнса хулара пурĕ 13 çул юсамалла‚ – тесе палăртнă ПР Патшалăх транспорчĕн председателĕн çумĕ Альберт Сулейманов.
Хулари Уфимская тракт урамĕнчи «Каустик» чарăну лаптăкĕнчи çĕр айĕнчи каçмана юсама палăртнă. Çитес вăхăтра Çтерлĕ хулинчи урамсенче 26 светофор‚ çул-йĕр паллисем‚ 3 камера тата картлавсем (барьерные ограждения) йĕркелесе лартĕç. Унсăр пуçне çуран çÿрекенсен çĕр айĕнчи пĕр каçмана та юсаса хăварĕç. Пĕтĕмĕшле 74 участокри çулсене юсама 513 млн тенкĕ уйăрса панă. Укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе Ишимбай хулинчи урамсене юсĕç.
Программăна пăхăнса‚ автомобиль çулĕсене юсанисĕр пуçне‚ картлавсемпе çуран çÿрекенсен картисене (пешеходные ограждения)‚ çĕнĕ светофорсем лартĕç.
Кăçал Çтерлĕ-Раевка çулне те юсама плана кĕртнĕ. Çтерлĕ агломерацинчи çулсене виçĕ çĕнĕ фото тата видео камерăпа‚ 77 çул-йĕр паллипе тивĕçтерĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: