Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
26 Июнӗн 2019, 11:08

Шыв пулсан пурнăç пулĕ

Пурнăçра шывпа çыхăннă юмах-халапсен шучĕ те çук пулĕ. Шыв пулсан‚ çĕр çинче пурнăç та пур. Çăлкуç пулсан‚ халăх сывă та тулăх пурăнĕ.

Çурхи кунсем çитсен вырăнти çăла сыхласа хăварас тĕллевпе Тÿртÿллĕ ялĕнчи культура çурчĕ çулсерен ăна çÿп-çапран тасатассине тата тирпей-илем кĕртессине йĕркелет. Кăçал та клуб ĕçченĕсем çăла илем кĕртессипе нумай ĕçлерĕç. Библиотека ĕçченĕ Разифа Никифоровапа Ольга Чернова техничка‚ Валентина Казакова‚ Николай Семенов хастарсем клумбăсемпе тимĕр тăрра çĕнĕрен сăрларĕç‚ шыври çÿп-çапа пуçтарчĕç‚ çăлкуç лапамне тирпей кĕртрĕç. Унсăр пуçне вĕсем «Родник – живительная влага‚ родник – бодрящая прохлада‚ родник – источник жизни на земле. Беречь его тебе и мне! А.Нестеров»‚ «Памятка поведения у родника» баннерсем çакнă. Çакăнтах ялти культура çурчĕн тата модельлĕ вулавăш ĕçченĕсем Пушкăртстан Республики 100 çул тултарнине халалласа «Пурăн çăлкуç» мероприяти ирттерчĕç.
Йĕркелÿçĕсем пулас праçнике тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем мероприяти лапамне каçранах илемлетнĕ. Палăртнă вăхăта ял çыннисемпе хăнасем уяв уçланкине килсе çитрĕç. Мероприяти вăхăтĕнче суту-илÿ речĕсемпе (булкăсем‚ поп-корн‚ сăра‚ лимонад сутнă) ача-пăча лапамĕ (батут) ĕçлерĕ.
Çак кун таврара ырă та кăмăллă лару-тăру хуçаланчĕ. Шÿт-кулă сасси таçтанах илтĕнсе тăчĕ. Пухăннисем вырăнти пултарулăх ушкăнĕн «Шевле» вокал ансаблĕн концерт номерĕсене пăхса киленчĕç. «Асамат кĕперĕ» ачасен вокал ушкăнĕ те мероприятие хутшăнмасăр тăрса юлмарĕ. Шăпăрлансем çăлкуç çинчен сăвăсем илемлĕ вуларĕç‚ çу кунĕсемпе Тăван çĕршыва халалласа юрăсем шăрантарчĕç.
Тÿртÿллĕ ял Канаш администраци пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова Гаврил Иванова тата çак йĕркесен авторне Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.
Уяв хăнисене клуб ĕçченĕсем‚ ватăсем каласа панине шута илсе‚ çăлкуçăн ял пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшне‚ унăн историне уçса пачĕç. Ĕлĕкрех çырма хĕрне анса пысăк мар путăк чавса илсен‚ çĕр айĕнчен çăл тапса тăнине курма пулнă. Унти шыва хĕрарăмсем алтăрпа ăсса илнĕ. Мероприятие ертсе пыракансем çăлкуçăн ячĕ те пулманнине палăртса хăварчĕç.
Çавăн пекех вырăнти культура çурчĕн драма ушкăнĕ те мероприятие хăйне евĕрлĕ илем кÿчĕ. Вĕсем çăла сăвапланине тата тухăçпа çумăр пултăр тесе Турра кĕлĕсем тунине кăтартса пачĕç. Унтан артистсем алтăрпа тутлă та сивĕ шыв ăсса пухăннисене астивсе пăхма сĕнчĕç. Хĕрарăмсемпе арçынсем‚ ачасем хаваспах алтăртан сиплĕ шыва ĕçрĕç‚ унăн тутине хак пачĕç.
Уяв хăнисем тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссенче ăмăртрĕç‚ аукциона хутшăнчĕç. Юлашкинчен хăш вăхăтра витре çăл шывĕпе тулнин тупсăмне пĕлмелле пулчĕ. Тавçăруллисен вăййине хутшăнакансем пылак парнесене тивĕçрĕç. Аслисем те‚ пĕчĕккисем те «Пурăн çăлкуç» мероприятинче вырăнти çăл çинчен нумай çĕннине‚ интереслине пĕлчĕç.
Унсăр пуçне йĕркелÿçĕсем уяв сĕтелĕ те хатĕрленĕ. Ялта пурăнакансемпе хăнасем тутлă апат-çимĕçпе сăйланчĕç: пĕчĕк кукăльсем‚ икерчĕ‚ пылак çимĕçсем... тем те пурччĕ сĕтел çинче. Çăл шывĕнчен пĕçернĕ-вĕретнĕ туслăх пăттипе чей – уявăн тĕп апачĕсем пулса тăчĕç. Мероприятие пĕтĕм чунтан тăрăшса йĕркелени пур çĕрте те палăрчĕ. Çавăнпа праçник питĕ илемлĕ те туслă лару-тăрура иртрĕ.
Йĕркелÿçĕсем уява курма килекенсене‚ спонсорсене‚ укçа-тенкĕ енчен пулăшу тунăшăн‚ тав сăмахĕ калаççĕ. Малашне те Раççей ялĕсенче çăлкуçсем вăй илсе‚ хăйсен сăваплă тасалăхĕпе ял пурнăçне çĕклесе пыччăр.
Геннадий МИХАЙЛОВ,
культура çурчĕн директорĕ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: