Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
28 Июнӗн 2019, 11:19

«Ачасене – профессиллĕ ача пăхакан» федераллă проект

Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Пушкăртстанри социаллă технологисен институтĕнче «Ача пăхăкан» программăна алла илнĕ пĕрремĕш кăларăма свидетельствăсем парса саламланă. «Ачасене - профессиллĕ ача пăхакан» федераллă проектăн теори курсĕ 72 сехетрен тăрать. Паянхи кун асăннă проект Раççей Федерацийĕн çичĕ регионĕнче вăй илнĕ. Вĕрентĕве вара Президент гранчĕсен фончĕ укçа-тенкĕ уйăрса панипе йĕркеленĕ.

Икĕ çул каялла‚ Çемьене‚ аннелĕхе тата ачалăха пулăшу паракан Раççейри общество палатин комиссийĕн председателĕн çумĕ Сергей Рыбальченко пуçарăвĕпе‚ Пушкăртстан ачасене пăхмалли пулăшу ĕçне пурнăçа кĕртекен лапам пулса тăнă. 2019 çулхи февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Сочи хулинче ПР Правительствипе «СоСеДИ» Социальная сеть добровольческих инициатив» Регионсен хушшинчи ыркăмăллăх пĕрлешĕвĕ (ертÿçи – Сергей Рыбальченко) Килĕшÿ тунă.
Март уйăхĕн 21-мĕшĕнче Килĕшĕве пăхăнса Пушкăртстанри социаллă технологисен институтĕнче професси вĕрентĕвĕн системине йĕркелес енĕпе семинар иртнĕ. Ун хыççăн республикăри пилĕк тьютер Мускав хулинчи Ачалăха‚ çемьене тата воспитанине тĕпчекен институтра вĕрентÿ курсне пĕтернĕ. Каярах‚ июнь уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче‚ регионти социаллă технологисен институтĕнче онлайн-семинарсем йĕркеленĕ. 36 çын теори курсне иртнĕ хыççăн свидетельствăсем алла илме тивĕçнĕ. Малалла – практика занятисемпе экзаменсем.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: