Пур хыпар та
Наци проекчĕ
1 Июлӗн 2019, 12:00

Гафури ячĕллĕ комплекспа виçĕ пысăк инвестор интересленеççĕ

ПР Ял хуçалăх министрĕ, вице-премьерăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, Мелеуз районĕнчи Гафури ячĕллĕ панкрута тухнă кайăк-кĕшĕк комплексĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕ.

Кăркка какайĕ туса илессипе ĕçлекен кайăк-кĕшĕк комплексĕ (тавар туянакансем ăна «Индюшкин» ятпа пĕлеççĕ) виçĕ çул ăнăçлă ĕçленĕ хыççăн кредитсене тата тĕрĕс мар технологи йышăнăвĕсене пула 2017 çулта панкрута тухнă. Пин ытла çын ĕçсĕр тăрса юлнă, çав шутра, квалификациллĕ специалистсем те. Россельхозбанка тавăрса памалли парăм шучĕ6.2 млрд тенкĕпе танлашать. Ытти фондсен умĕнчи парăм та пысăк - 4 млрд тенкĕ. Çав вăхатрах компани пурлăхне 4 млрд тенкĕлĕх хакланă.
«Хакĕ ан чактăр тесе эпир хуралтăсене консервацилесси пирки калаçса татăлтăмăр. Çутăпа, ăшăпа усă курнăшăн, объекта хуралланăшăн Россельхозбанк икĕ çул хушши уйăхсерен 2 млен тенкĕ тÿлесе пычĕ, - каласа панă ПР Ял хуçалăх министрĕ. Халĕ парăмсене тÿлесе татнă. Хуралтăсене сутлăха е арендăна тăратаççĕ.
Читайте нас: