Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
2 Июлӗн 2019, 11:18

Ялта пурăнакан хĕрарăмсен ĕç кунне кĕскетĕç

Июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавĕнче ял çĕрĕнче пурăнакан хĕрарăмсен ĕç кунне кĕскетесси пирки «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин саккун проектне пĕр сасăллă пулса йышăннă. Документ ĕç вăхăчĕ эрнене 36 сехетрен ытла пулмалла маррине, ĕç укçи тулли эрне ĕçленĕ шайĕнчех юлмалли çинчен пĕлтерет. Çак пуçарулăха «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсен ушкăнĕ тăратнине Патшалăх Думин ĕç, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕсен комитечĕн членĕ Светлана Бессараб пĕлтернĕ.

- Ял çĕрĕнче 38 миллиона яхăн çын пурăнать. Вĕсенчен 20,3 миллионĕ хĕрарăмсемпе хĕр ачасем. Хĕрарăмсен лару-тăруне лайăхлатасси, ачасемшĕн тата амăшĕсемшĕн тăрăшасси пирки РСФСР Аслă Канашĕ 1990 çулта постановлени йышăннă, - пĕлтернĕ Светлана Бессараб. - Çак нормăсене Раççей Федерацин Ĕç кодексне те кĕртмелле.
«Асăннă саккун проекчĕ çĕнĕ правасем хушса памасть, вĕсене хĕсĕрлессинчен çеç хÿтĕлет», - тенĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Андрей Исаев.
«Саккун проекчĕ социаллă витĕмлĕ. Пушкăртстанра пурăкансенчен 38 процент ытла ял çĕрĕнче кун кунлать, çавăнпа та саккун чылай хĕрарăма пырса тивĕ. Эпир йышăнăва пĕтĕмпех ырлатпăр. Республикăра пурăнакансем те ăна кăмăллă йышăнĕç», - ăнлантарса панă Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕн сывлăх сыхлав, социаллă политика тата ветерансен ĕçĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Салават Харасов.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: