Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
3 Июлӗн 2019, 12:09

Ют çĕршывсене 33 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцийĕ сутнă

Пушкăртстана 2019 çулта ял хуçалăх отрасльне аталантарма федераллă бюджетран 2,7 млрд тенкĕ уйăрса парĕç. Паянхи кун тĕлне региона çак хисепĕн 45,2% килнĕ. РФ ял хуçалăх министрĕн Дмитрий Патрушевăн сăмахĕсем тăрăх, çĕршывĕпе пăхсассăн, ку вăтам кăтарту шутланать.

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров Мускавра министрпа тĕл пулнă май çакна палăртнă: паянхи кун республикăра 559 инвестпроект пурнăçа кĕрет, тÿлесе татнă субсидисен пĕтĕмĕшле хисепĕ – 1,6 млрд тенкĕ.
- Патшалăх пулăшу пама пуçласанах ял хуçалăх продукцийĕн экспорт калăпăшĕ те ÿсрĕ. Ытти çулсемпе танлаштарсан, 2018 çулта вăл икĕ хут пысăкрах пулнине палăртмалла, - çирĕплетнĕ регион ертÿçин пресс-службинче.
Федераллă таможня службин кăтартăвĕсем тăрăх, июнь уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне экспорт калăпăшĕ 118, 7 пин тоннăпа (33,1 млн долларлăх) танлашнă.
Пирĕн республикăран СНГ çĕршывĕсене, Латвипе Ирана, Турцие тулă, ÿсен-тăран çăвĕ, хывăх тата ыраш ăсатаççĕ.
Патрушевпа Хабиров апрель уйăхĕнчи сивĕсене пула Пушкăртстанра тухăç шăнни, ял хуçалăх производителĕсем самаях тăкак курни çинчен калаçнă. Федераллă бюджетран тăкаксене саплаштарма 2,5 млрд тенкĕ уйăрма хатĕр. Региона укçа-тенкĕ РФ Правительствин йышăнăвĕ хыççăн килсе çитĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: