Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕ
5 Июлӗн 2019, 18:00

Нумай ачаллă çемьесене ипотека кивçенне тÿлесе татма пулăшĕç

РФ Президенчĕ Владимир Путин нумай ачаллă çемьесем çурт-йĕр туяннă чух патшалăхран илнĕ ипотека кивçенĕсен пĕр пайне, 450 пин таран, компенсацилесси çинчен пĕлтернĕ.

Июнь уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă тата Совет Федерацийĕ ырланă саккуна 2019 çулхи июнь уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна право информацийĕн порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Патшалăх пулăшăвне 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшчен виççĕмĕш е тăваттăмĕш ача çуралнă çемьесем тивĕçеççĕ. Компенсаци тÿлевне налогран хăтарĕç.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, программа операторĕ ДОМ.РФ пулĕ. Тÿлеве илес тесен, çемьесен кредит панă банк ячĕпе заявлени çырмалла, кирлĕ документсем, ачасен çуралу свидетельствисене тăратмалла. ДОМ.РФ кредит организацине кредитăн пĕр пайне тÿлесе татма бюджет субсидийĕ шутĕнчен укçа-тенкĕ куçарĕ. Кăçал ипотека кивçене тÿлесе татмалли укçа-тенке 30 пин Раççей çемйи тивĕçĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: