«Хĕрлĕ пролетари» АО нефть промыслĕ тата промышленноçĕ валли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрĕсене туса кăларать‚ вĕсене сервиспа‚ гарантипе тата гаранти хыççăн пăхса тăрассипе тивĕçтерет. Унсăр пуçне çак хатĕр-хĕтĕрсене, дизель двигателĕсемпе компрессорсене тĕпрен юсать. Предприяти наци проектне хутшăнсан ĕç процесне лайăхлатассипе çыхăннă проектсене пурнăçлама, ĕç тухăçлăхĕн шайĕнчи экспертсен методологи пулăшăвне илсе тăма пултарать. «Перекетлĕ ĕç” инструменчĕсене производствăна кĕртсен компанине укçа-тенкĕ енчен‚ Промышленноçа аталантаракан фондран 5 çула 1процентлă 50-300 млн тенкĕлĕх кивçен‚ пулăшу парĕç.