Пур хыпар та
Наци пуянлăхĕ
21 Июнӗн , 10:16

«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»

Пукане театрĕн артисчĕсем ыттисенчен ача чунĕллĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Ача пекех çут тĕнче çине таса чунпа пăхаççĕ, асамлăха ĕненеççĕ, пурне те ăшă ытама çупăрлама хатĕр... Пушкăртстан Республикинчи Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш Ен çĕрĕ çинче тымар янă Елена Хорькова (Шурту) алла пукане тытса е пĕр-пĕр юмахри сăнара çаврăнса куллен сцена çине тухать.

«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»

«ЧР тава тивĕçлĕ артистки» (2012), «ЧР халăх артистки» (çакна çирĕплетекен хушăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Елена Владимировнан çуралнă кунĕ умĕн, алă пуснă-çке) хисеплĕ ятсене тивĕçнĕскер Чăваш патшалăх пукане театрĕнче 70 ытла спектакльте 100 ытла сăнар калăпланă. Театр ÿнерĕнче нумай çул чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн Елена Хорькова ведомство тата правительство наградисене пĕр хутчен мар тивĕçнĕ: ЧР тата ПР Культура министерствисен Хисеп хучĕсем (2011),ЧР Культура министерствин тата ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн Тав хучĕсем (2017, 2021), ЧР Патшалăх Пухăвĕн (2017), Чăваш наци конгресĕн (2017, 2020), Чăваш Енри Театр деятелĕсен союзĕн (2017, 2020) Хисеп хучĕсем. Апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнче пултаруллă ентешĕмĕр çавра юбилейне паллă турĕ. Çав кунхине Чăваш патшалăх пукане театрне культура ĕçченĕсем, халăх пултарулăхĕн хастарĕсем, сумлă хăнасем йышлăн пухăннă. Кашниех ырă та ăшă сăмах каланă. Елена Владимировнăна нумай пурăнма, сывлăхлă пулма пилленĕ.
– Елена Владимировна, сире çуралнă кун ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатпăр. Эсир 60 çул тултартăр. Нумай-и вăл? Сахал-и? Çапах та утса иртнĕ çула çаврăнса пăхса пĕтĕмлетÿ тумалли пурах. Эсир хăвăр мĕн каланă пулăттăр çакăн пирки?
– Мĕн тăвас пеккине май килнĕ таран пурнăçланă пек туйăнать. Чăваш халăх умĕнче хам пултарнине турăм. Чунпа таса пулма тăрăшрăм. Фольклор пухрăм, юрăсене халăх çине кăлартăм. Халĕ акă тата хам валли тепĕр киленĕç тупрăм – чунăма пырса тивекен сăвăсене халăх умне тухса калатăп. К.Иванов, М.Çеçпĕл, П.Хусанкай, Я.Ухсай, Н.Шелепи, паянхи авторсенчен Р.Сарпи тата С.Азамат сăввисем уйрăмах кăмăла каяççĕ. Май килнĕ таран татах та ĕçлĕп-ха, ура утнă таран утăп.
– 2006 çул сирĕн пултарулăх биографийĕнче питĕ пĕлтерĕшлĕ çул пулса тăни паллă. Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?
– Тĕрĕс. Çав çулхине, театрăн пултарулăх ушкăнĕн йышĕнче пулнă май, чикĕ леш енне, Финляндие, кайрăм. Унта эпир «Пиноккио» пĕтĕм тĕнчери пуканеçĕсен фестивальне хутшăнтăмăр. Фестиваль Хельсинки хулинче иртекен Чăваш культурин кунĕсемпе тÿр килчĕ. Финляндин тĕп хулинче пирвайхи хут сцена çине чăваш халăхĕн туй юррине юрлама тухрăм. Илемлĕ чăваш юрри, пуян наци тумĕ…Вырăнти халăха тыткăнламаллипе тыкăнларĕ.
– Чăвашлăха упрас, аталантарас ĕçре эсир, чăн та, пысăк тÿпе хыватăр. Çак тĕллевпе ăçта кăна çитмен пуль? Халăх вара сире илемлĕ те пуян юрăсене сцена çине кăларнăшăн уйрăмах юратать. Ĕлĕкхи юрăсене çĕнĕрен «чĕртес» шухăш ăçтан пырса кĕчĕ-ха?
– Шăпах Финляндирен таврăнсан манăн пурнăçра улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕррехинче Михаил Кондратьев искусствоведпа калаçса ларнă май сăмах фольклор патне çитрĕ. «Халăх сăмахлăхне пуçтараççĕ-ха, анчах та çакă çителĕклĕ мар. Архива кайса никам та чакаланса лармасть-çке. Юрăсене халăха юрласа кăтартмалла», – терĕ. Çавăнпах сцена çине тухрăм та. Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен фольклорĕ анлă та сарлака, пуян – çакна кăтартас килчĕ. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне нумай çул ертсе пынă Юрий Васильев та: «Пушкăртстан Республикинчи юрăсене сан пек чун витĕр никам та кăлараймасть», – тесе хавхалантарчĕ. Çапла 2007 çулта сцена çине артист пек кăна мар, юрăç пек тухрăм. Çав çул «Атте – шурă тăвĕ» диск кăлартăм. Ăнăçлă пулчĕ. Халăх юратса йышăнчĕ. Пирĕн тăрăхри юрăсем хăйне евĕр пулнине палăртса хăвармалла. Мĕншĕн тесен эпир пушкăртсенчен, тутарсенчен кăштах илме пултарнă. Халĕ вĕсене фольклор ушкăнĕсем те шăрантараççĕ. Çак юрăсене кашни ялта илтсе, ăнланса юрлаççĕ. Юрлаççĕ пулсан – ĕçлени пĕрре те харама кайман. Çакă паха. Эпĕ юрăç мар. Хамăр тăрăхри фольклора халăх çине кăларасси тĕп тĕллевĕм пулчĕ. Çак ĕçе пурнăçларăм та.
– Пĕр кăларăмра тăван Пăслăкран 17 çултах тухса кайнине вуларăм. Унта эсир мĕн ачаран ачасемпе те, аслисемпе те, клубра та, шкулта та, урамра та юрланине палăртнăччĕ. Тен, пĕчĕкрен артист пулма ĕмĕтленнĕ?
– Анчах кам-ха вăл артист? Кам каласа ăнлантарнă мана çакна? Атте-анне колхозра ĕçленĕ. Паллах, манăн музыка училищине çул тытмалла пулнă. Анчах çапла тума тăн çитмен. Канаш паракан пулман. Тепĕр тесен, кам вĕрентетчĕ-ха мана? Атте-анне ватă, эпĕ пилĕк ачаран кĕçĕнни… Студента тăхăнтартмалла, тумлантармалла… Шкулта вĕреннĕ вăхăтра яла тăтăшах пукане театрĕ пырса çÿретчĕ. Артист пулас туртăм çавăн чухнех тĕвĕленнĕ. Вуннăмĕш класра вĕреннĕ вăхăтра каллех театр ушкăнĕ килсе çитрĕ. Хăюлăх çитерсе Раççей халăх артисчĕ Михаил Алексеев патне пырса калаçрăм. Сассăма тĕрĕслесе пăхнă хыççăн хайхи хăйсен театрне пыма хушса хăварчĕ. Эпĕ, çакна илтсе çунатланса кайнăскер, артистсем гастрольтен каялла çаврăнса çитичченех Шупашкара çитсе лартăм. Тÿрех Лидия Толстова вылякан рольсене шанса пачĕç. Ун хыççăн вĕçĕ-хĕррисĕр репетицисем, премьерăсем, гастрольсем пуçланчĕç. Ĕçленĕ хушăрах пукане театрĕн артисчĕсене хатĕрлекен Ярославльти театр училищинчен вĕренсе тухрăм. Мĕн пулнă – çав пулнă. Пĕрре те ÿкĕнместĕп.
– 30 ытла çул ĕçлесе 100 яхăн сăнар сцена çине кăларнă. Паллах, чуна уйрăмах пыраканнисем те пулнă пулĕ. Çав вăхăтрах амаçури сăнарĕ те сахал мар сирĕн. Кашнинех чунăра парса вылятăр. Пурнăçра вара эсир мĕнле çын пулнине калама пултаратăр-и?
– Çав тери йăваш мар эпĕ. Манра та усаллăх пур. Анчах пулăшу ыйтсан никама та хирĕçлемен. Пурăнан пурнăçра кама кăна кирлĕ пулмарăм. Хама пĕр кашăк шыв кам парĕ-ши – çапла шухăшлатăп юлашки вăхăтра. Эпĕ питĕ анлă чунлă çын. Çакна кирек кам та çирĕплетме пултарать. Халĕ, 60 çултан иртсен, хам та çапла калаятăп. Паллах, çывăх юлташсем, алă пама хатĕр çынсем çук мар. Театр директорĕ те, илемлĕх ертÿçи те, ĕçтешсем те хисеплеççĕ. Вĕсенчен ăшă сăмах илтме яланах кăмăллă.
– Елена Владимировна, Шурту хушма ята çуралнă вырăнти тусен илемне ытараймасăр илнĕ-и?
– Эпĕ Шуртукасси урамĕнче ÿснĕ. Атте ĕне фермине утмалла чух ялан «Шурту айне каймалла», – тетчĕ. Ĕмĕрне çав Шурту айне çÿресех ирттерчĕ. Хисеплĕ ĕçĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçрĕ.
Ту çинчи кĕмĕл кăлканлă сăртсем, чул çине чул перĕнсе юхакан тăп-тăрă çăлкуç шывĕ, аякри сĕм вăрмансем – ялан куç умĕнче. Çулсем иртнĕçемĕн ача чухнехи ытларах та ытларах аса килет: ирĕклĕ ÿсни, вăйăсене çÿрени. Ман çулхисем вăййа лекеймен, анчах эпĕ аппасен хÿттипе пĕр Аслă вăйăран та юлман. Вĕсем юрланине куç илмесĕр пăхса лараттăм. Аппа сăмахĕсене манса кайсан е такăнсан хăвăртрах хам каласа хураттăм. 8-9 çулта пулнă эпĕ ун чухне. Пĕтĕмпех чуна ларса юлнă. Мăнкун речĕ икĕ эрне пыратчĕ. Пÿрт тулли хăна-вĕрле пуçтарăнатчĕ, анчах пире, вĕт-шакăра, сĕтел çывăхне яман. Аслисем сĕтел хушшинче ваттисене асăнса апат çисе тухсан çеç лекетчĕ мăнкун пăтти…
– Сирĕн пурнăçра пысăк çухату пулнă. Апла пулин те эсир кун-çулăн анлă сукмакĕпе çирĕппĕн утатăр. Çапла утма пурнăç тĕшши пулмалла. Паянхи кун сирĕн пурнăçăн пĕлтерĕшĕ мĕнре?
– Халĕ пĕтĕм пурнăç, тĕллев, шăнăр – Андрей мăнук. Çĕр çинче пĕр уншăн пурăнатăп. Кукамăшĕ те, амăшĕ те эпĕ уншăн. «Пиллĕксем» илсен савăнатăп, пĕрер «иккĕ» çаклатсан кулянатăп паллах. Тĕрлĕ конкурса, фестивале пĕрле час-часах хутшăнма тăрăшатпăр. Сăмах май, 2021 çулта актерсен квартечĕн йышĕнче «Сурский рубеж» VII республика конкурсне хутшăнтăмăр. Сцена çинче театрализациленĕ музыкăпа поэзи композицине кăтартрăмăр. Тÿресем пуканеçĕсен ĕçне пысăка хурса хакларĕç, Гран-прие пама йышăнчĕç. Çапла мăнука хăюллă та хастар пулма, общество ĕçне хутшăнма вĕрентетĕп. Унăн ĕмĕчĕ вара чирлисене сиплессипе çыхăннă.
– Елена Владимировна, вăхăт тупса калаçнăшăн пысăк тав. Сире чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА калаçнă.
Пишпÿлек районĕ –
Шупашкар хули.

«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
«Артистсем гастрольтен таврăниччен Шупашкара çитрĕм»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в