Пур хыпар та
Наци пуянлăхĕ
23 Августӑн 2022, 10:57

Чăвашсен йăли-йĕркисемпе çыхăннă сюжетсене БСТ каналпа кăтартĕç

Чăваш ялĕсенче йăла-йĕркене çирĕп тытса пынă ватăсем сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те, çамрăкраххисем вĕсенчен ыйтса, вĕренсе юлма васкамаççĕ, анчах та пуçаруллисем те пур. Сăмахран, акă, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи «Пилеш» ансамбль ертÿçи Валентина Иванова çулталăк каярах сÿс-йĕтĕн ĕçĕпе интересленме тытăннă.

Чăвашсен йăли-йĕркисемпе çыхăннă сюжетсене БСТ каналпа кăтартĕç
Чăвашсен йăли-йĕркисемпе çыхăннă сюжетсене БСТ каналпа кăтартĕç

Ялти ватăсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн асăннă йăлана спектакль евĕр лартса пăхма шутланă. Шутланă кăна мар, палăртнине «Пилеш» ансамбль пайташĕсен вăйĕпе пурнăçа кĕртнĕ, халăх умĕнче темиçе хутчен те кăтартса панă.
Август уйăхĕн кунĕсенчен пĕринче БСТ телеканал ĕçченĕсем Тинĕскÿл ялĕнче гастрономиллĕ трэвэл-шоу ÿкерме палăртни çинчен пĕлтернĕ. Культура анинче нумай çул хушши вăй хуракан Валентина Григорьевна пĕр шухăшлă çынсемпе канашланă хыççăн «Тэмлэ» кăларăм валли авалхи чăваш йăли-йĕркине, уйрăмах йĕтĕнрен пир – чĕр тавар хатĕрленинчен пуçласа çип арлани, хатĕр пире çемçетни таранах – тĕртнине, кĕпе çĕленине кăтартса пама йышăннă. Хатĕрленÿ тапхăрĕнче йĕтĕн шыраса тупас енĕпе йывăрлăх сиксе тухнă. Çак ыйтăва Тинĕскÿл ял Канаш пуçлăхĕ Наталья Иванова татса пама пулăшнă. Вăл çывăхри ял хутлăх администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе калаçса Кармаскалă тăрăхĕнче кам йĕтĕн акса ÿстернине пĕлнĕ.
– Телее, кÿршĕ ял хутлăхĕнче пĕр фермер йĕтĕн акса çитĕнтерет иккен, – каласа пачĕ Валентина Иванова. – Йĕтĕне типĕтрĕмĕр, унтан ăна шыва ярса путартăмăр, çиелтен хупахпа витрĕмĕр. Çапла вăл шывра 3-4 кун выртрĕ. Тĕрĕссипе вара ăна 1-2 эрне тытмалла. Анчах вăхăт хĕсĕк пулнипе çакна тума май килмерĕ. Йĕтĕне шывран кăларсан каллех типĕтрĕмĕр. Унтан вăрлăхне илсе унăн тунине тылăпа сÿс пуличчен тылларăмăр. Сÿсĕн хытă пайĕнчен пăявсем тума, çемçине вара арлама пулать.
Телевидени хăнисем август уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш ялне килсе çитнĕ. Проектпа килĕшÿллĕн вĕсем республикăра пурăнакан 16 халăхăн йăли-йĕркине сăнласа паракан сюжетсем ÿкермелле. Пĕрремĕшсем тинĕскÿлсем пулма тивĕçнĕ. Чаплă хăнасене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илнĕ хыççăн хуçасем вĕсене ача садне çитсе курма сĕннĕ. Унта наци тумĕ тăхăннă шăпăрлансем чăвашсен ача-пăча вăййисене кăтартса панă. Пĕлÿ çуртне çитнĕ май телевидени ĕçченĕсем Людмила Павлова вĕрентекен ирттерекен чăваш чĕлхи урокĕнче пулса курнă. Унтан хăнасене Вадим Кирилов ешĕл тăрантаспа хăмăр лаша кÿлсе ял тăрăх ярăнтарнă.
Тĕлпулăвăн тĕп пайĕ вара Юманлăх тÿпинче, кÿлĕ хĕрринче иртнĕ. Унта, хăнасемсĕр пуçне, 50 ытла çын хутшăннă. Тинĕскÿлсем – «Пилеш» ансамбль пайташĕсем, ача сачĕн ĕçченĕсемпе вĕрентекенсен коллективĕ – йĕтĕн тылланине, арланине кăтартса панă. Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсемпе вара Вадим Кирилов тивĕçтернĕ. Вăл та вырăнти культура çуртĕнче вăй хурать. Галина Егорова алĕç ăсти пир тĕртнĕ, кĕпе çĕленĕ, хушпусемпе тухьясем тăвассипе мастер-класс ирттернĕ. Арçынсен «Ĕмĕт» вокал ушкăнĕ утă çулмалли йăлана сăнласа панă.
БСТ проекчĕ наци апачĕпе те çыхăннине шута илсе Дмитриевсен çемйи уçă сывлăшра ĕлĕкхи чăваш апатне хатĕрленĕ. Валерий Григорьевичпа Тамара Николаевна «Тэмлэ» телекăларăма ертсе пыракан Наиль Юнусова выльăх юнĕпе кĕрпе хутăштарса çуллă пыршăран тултармăш тума вĕрентнĕ. Ăна шÿрпе ăшĕнче пĕçерсе пурте пĕрле ас тивсе пăхнă. Унсăр пуçне тарават хуçасем хуплу, шăрттан, пÿремеч, вĕтĕ кукăльсем пĕçерсе питĕ пуян сĕтел хатĕрленĕ.
Çапла тинĕскÿлсем Пушкăртстанри чăвашсен культурипе, йăли-йĕркипе, тумĕпе тата апачĕпе туллин паллаштарнă. Хăнасем тĕлпулăва çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă. Çирĕм ултă минут пыракан сюжета БСТ каналпа «Тэмлэ» кăларăмра ноябрь уйăхĕнче курма пулĕ. Çак пысăк ĕçе йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Тинĕскÿл ял Канаш пуçлăхне Наталья Иванована, шкул директорне Инга Кузьминана, ача сачĕн заведующине Евгения Иванована, «Пилеш» тата «Ĕмĕт» ушкăнсен пайташĕсене чунтан тав тумалла. Малашне те тăван халăх культурине аталантарассишĕн пĕрле ĕçлемелле пултăр.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас в