Пур хыпар та
Наци уявĕ
17 Июлӗн 2019, 12:14

Уралта икĕ мероприяти пĕр кунра иртни – ялти тулли пурнăç палли

Нумаях пулмасть, июль уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Федоровка районĕнчи Урал (Новоселка) ялĕнче Чăваш культура уявĕ иртрĕ. Çак кунах кунта "Сывлăх сыхлав" ("Здравоохрание") наци проекчĕпе килĕшÿллĕн вырăнти халăх чылайранпа кĕтнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç.

Паллах, икĕ паллă пулăма çапла йĕркелеме пултарни вырăнти чăваш хастарĕсемпе власть тытăмĕ пĕр-пĕринпе ăнланса тата килĕшÿре ĕçленинчен килет тесен йăнăш пулас çук. Çакна сăмахран уява район администрацин пуçлăхĕпе Венер Назретдиновпа ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Розалия Хисматуллина, Эстонинче пурăнакан Дина Гаврилова çыравçă тата ыттисем хутшăнни те çирĕплетет.
Уява уралсем тĕплĕн хатĕрленни куç умĕнче. Ял урамĕсене тирпей-илем кĕртнисĕр пуçне килнĕ хăнасен кăмăлне çĕклеме хуçасем хамăран мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркипе çăкăр-тăварне те, кăпăклă сăрине те илсе тухнă. Районти чăваш хăйпултарулăх ушкăнĕсем вара вăйă карти йĕркеленĕ. Унăн картине Тенейпе Орловка, Ашкатарпа Кинчеккей ялĕсенчи ансамбльсем тăчĕç. Малтанах палăртнă йĕркепе фельдшерпа акушер пунктне уçрĕç
- Урал ял халăхĕ яланах тăрăшулăхпа палăрнă. Çакна кашни утăмрах курма пулать. Ял тĕрлĕ енлĕ аталанать, хăйĕн паха та ырă йăли-йĕркине малалла тăсать. Çавăнпа та районта пĕрремĕш çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне кунта уçасси сăлтавсăр мар. Ку объект ялшăн кирлĕ пулнине эпир ăнланатпăр. Вăл вырăнти халăха тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама майсем туса парĕ, çынсен ĕмĕрне тăсма пулăшĕ. Эпĕ çакна шанатăп, – терĕ Венер Фаритович пухăннисене саламласа ăшă сăмахсем каланă май.
Çавăн пекех çĕнĕ социаллă объект уçăлнă ятпа уралсене ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Розалия Хисматуллина саламларĕ, ялта 650 яхăн çын пурăннине шута илсе тепĕр хут ФАП кирлине асăнчĕ, май çитнĕ таран унта сахалрах çÿреме, сывлăхлă пулма сĕнчĕ. Ун хыççăн сумлă хăнасем хĕрлĕ хăйăва касса фельдшер пункчĕн (пĕтĕмĕшле вăл 60 тăваткал метр йышăнать) шалти пулĕмĕсемпе паллашрĕç, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Асабина тата Светлана Русакова фельдшерпа Ирина Семенова акушер пулăшнипе малашне сертификаци иртмелли, тĕрлĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли ыйтусене хускатрĕç. Паллах, пухăннă халăхăн та çĕнĕ çурта хăйĕн куçĕсемпе курса хак парас килчĕ. Вĕсемшĕн те алăк уçă пулчĕ.
Малалла уяв ялти культура çуртĕнче тăсăлчĕ. Кунта та хăнасене кĕтсе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарман япала хăварман пулмалла, пур çĕрте те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Фойере Валентина Григорьевапа Вера Петрова алĕç ăстисен тата Мария Кузьмина курăкçă-сиплевçĕн куравне йĕркеленĕ, çитĕнÿсемпе паллаштаракан стендсем тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе тата дипломсемпе хăйсем патне туртаççĕ. Залра вара ватти-вĕтти хĕвĕшет, кашниех меллĕрех вырăн суйласа илме тăрăшать.
Акă, савăнăçлă пухăва ертсе пыракансем Чăваш культура уявне пуçланине пĕлтерсе сцена çине район администраци пуçлăхне Венер Насретдинова чĕнсе илчĕç. Вăл Федоровка тăрăхĕнче тĕрлĕ халăх туслă та килĕшÿре пурăннине, кашниех хăйне евĕр йăла-йĕркепе, культурăпа уйрăлса тăнине, вĕсем çакăн пек савăнăçлă уявсем йĕркеленине палăртрĕ, юрă-ташăра, халăхпа ĕçлес ĕçре палăрнисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Çавăн пекех куракансене ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Розалия Хисматуллина саламларĕ, вырăнти пултаруллă чăваш хастарĕсене (вĕсем 10 çынна яхăнччĕ) чысланă май, малашне тăван халăхшăн ырми-канми тăрăшма сĕнчĕ. Сумлă хăнасем черетпе сăмах каламассерен микрофон хăйпултарулăх артисчĕсен аллине куçрĕ. Уяв кĕрекине хĕрÿлĕх тата илем кĕртекенсем шăпах вĕсем пулчĕç. Тĕрлĕ ялсенчен пухăннă юрă-ташă ăстисен пултарулăхне пăхса киленнĕ май, залра ларакансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Сăмах май, Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен праçникне Куюргазă районĕнчи Кивĕ Уралка ялĕнчи Галина Никитина ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ те килсе çитнĕ.
Культура уявĕн кульминаци саманчĕ аякри Эстони çĕршывĕнчен килнĕ Дина Гаврилова çыравçă халăх умне тухсан пуçланчĕ. Хăна, хумханнине пăхмасăр, пухăннисене час хăй енне çавăрчĕ. Çакă тĕлпулăвăн малтанхи минучĕсенчех палăрчĕ. Хĕрарăм-писатель хăйĕн кĕнекисемпе кĕскен те татăклă паллаштарчĕ, вĕсем мĕнле çурални çинче чарăнса тăчĕ. Сюжечĕсем ялти чăн пурнăçпа çыхăнни залра ларакан аслă ăрури çынсене тарăн шухăша ячĕ. Çакă уйрăмах «Цвета холодных лет» романăн йĕркисене Анара Ахундова актриса вуланине аудиокассета итленĕ хыççăн сисĕнчĕ. Çавăнпа та вулакансен ятĕнчен тав туса, инçе çула кĕскетсе уява хутшăнма мехел çитернĕшĕн Дина Гаврилована районти чăвашсен Канашĕн ертÿçи Анна Ремпель асăнмалăх пуçа çыхмалли чăваш масмакне парнелерĕ, малашне те туслă çыхăну татăлмасса шаннине пĕлтерчĕ.
- Эпир сирĕнпе тĕл пулма яланах хавас. Сиртен çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр. Пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр. Хаклă хăнашăн пирĕн чĕресем уçă та таса, - терĕ Анна Васильевна çыравçăн аллине чăмăртаса тăванлăх ăшшине туйнă май.
Сцена çине вара черетпе ПР тава тивĕçлĕ пичет тата массăллă информаци ĕçченĕ, БСТ телеканал корреспонденчĕ Гульдария Юнусова, районти Тĕп культура керменĕн директорĕ Николай Киреев, Денискино ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Расим Гафаров, Аркадий Русаков çыравçă, Вячеслав Ерохин таврапĕлÿçĕ, çак йĕркесен авторĕ тата ыттисем тухса сăмах каларĕç, пухăннисене уяв ячĕпе саламласа кулленхи пурнăçра ăнăçу сунчĕç. Расим Сайфуллович паянхи куна хатĕрленес ĕçре палăрнă Урал ял çыннисене, аслă ăрури ватăсене, ялти чи çамрăк ачасене Ангелинăпа Данил Майнуровсене (йĕкĕрешсем) Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Кăмăллă та чĕререн тухакан сăмахсене юрă-ташă ушкăнĕсен тыткăна илекен пултарулăх номерĕсем улăштарчĕç. Куракансен умне ашкатарсемпе кинчеккейсем, орловкăсемпе тенейсем карталанса тухрĕç. Вĕсем Чăваш культура уявĕн программине пуянлатса илем кÿчĕç, хамăр халăхăн ырă та паха йăли-йĕркисене пăхăнса, паянхи пурнăçпа киленсе ытти халăхсемпе килĕшÿре пурăннине кăтартса пачĕç.
Кирек мĕнле япалан та кăмăллă вĕçленÿ пулмалла. Федоровка тăрăхĕнчи Чăваш культура уявне йĕркелекенсем те (вырăнти чăвашсен Канашĕ) çак йĕркене пăсмарĕç. Хăнасем те черетлĕ тĕлпулу чăвашсене çывăх вăхăтра тепĕр хут пуçтарасса шанса тата вĕри чей ĕçсе савăнăçлăн килĕсене саланчĕç. Апла пулсан, тепĕр тĕлпулуччен. Уяв йĕркелÿçисем вара мероприятие ирттерме спонсорла пулăшу панă юлташсене Джони Джаникоевича («Азат» ООО ертÿçи) тата Анатолий Дементьева (Бирскри элеватор директорĕ) тав сăмахĕ калаççĕ, вĕсен те кулленхи ĕçĕсем ăнса пыччăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Федоровка районĕ,
Урал ялĕ.