Пур хыпар та
Ÿнер ăсти
5 Нарӑсӑн 2020, 13:04

«Хула çынни пулаймарăм ĕнтĕ...»

Пишпÿлек районĕнчи Ермолкино ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта ларать. Мелевĕс шывĕн çыранĕсем тăршшĕпе çĕмĕрт улăхĕсем, тусем, хирсем. Çуркунне пулсан çĕмĕрт çеçки шăрши пуçа çавăрса ярать. Çулла тусем симĕс курăкпа, тĕрлĕ çеçкесемпе хупланса куçа илĕртеççĕ.

Пишпÿлек районĕнчи Ермолкино ялĕ питĕ илемлĕ вырăнта ларать. Мелевĕс шывĕн çыранĕсем тăршшĕпе çĕмĕрт улăхĕсем, тусем, хирсем. Çуркунне пулсан çĕмĕрт çеçки шăрши пуçа çавăрса ярать. Çулла тусем симĕс курăкпа, тĕрлĕ çеçкесемпе хупланса куçа илĕртеççĕ.
Ахальтен мар пуль çав ялта сахал мар тĕрлĕ енлĕ талантлă çынсем çуралса ÿсеççĕ, хăйсен тăрăхне чапа кăлараççĕ. Александр Никанорович Алимасов та çак çынсенсен пĕри. Унăн пейзаж енĕпе çырнă картинисем хăй çуралса ÿснĕ тавралăхне юратнипе палăрса тăраççĕ: «Çав тери юрататăп хам çуралнă çĕршыва. Хула çынни пулаймарăм ĕнтĕ эпĕ, чун ялаллах туртать. Çавăнпа кашни çуллах яла аппасем патне каятăп, ялти ĕçсенчен пушаннă вăхăтра вара тĕрлĕ илемлĕ вырăнсене ÿкерме тăрăшатăп» тесе каланă пулать вăл хăйсем патне килнĕ пĕр хăнана. «Пирĕн çемьере пурте ÿкерме юрататчĕç, анчах пиччесен ĕмĕтне вăрçă татрĕ, аппа урăх професси суйласа илчĕ. Петр Сизов художникпа тĕл пулман пулсан, манăн та ÿнерçĕ пулас ĕмĕтĕм пурнăçланаймастчĕ пуль. Шупашкарти ÿнерçĕсен училищине вĕренме кĕме вăл сĕнчĕ мана», - тесе аса илнĕ хăй вăхăтĕнче Александр Никанорович.
Çамрăк Саша Пелепейри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнă Слакпуç ялĕнчи шкулта вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Слакпуç тăрăхне «Нарспи» поэма валли материал пухма килнĕ художникпа, П.В. Сизовпа тĕл пулни унăн пурнăçне тĕпрен улăштарнă. Художник пулас ĕмĕт ача чухнех тĕвĕлленнĕ пулсан, тинех пурнăçа кĕнĕ. Александр Алимасов Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренме пуçланă. Кунта вăл И.Т. Григорьев, М.Ф. Харитонов, Р.М. Ермолаев ăста художник-преподавательсем патĕнче ăс пухнă. Асăннă вĕренÿ завденийĕнчен 1961 çулта хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Ун хыççăн 15 çул Шупашкарти телевидени студийĕнче художник-постановщик пулса ĕçленĕ. Кунта вăл 60 спектакле декораци туса хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах Чăваш кĕнеке издательствинче тухакан кĕнекесене те ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вăл писатель-поэтсемпе, ăсчахсемпе, композитор юрăçсемпе тухăçлă ĕçленĕ. Кĕвĕ грамотине лайăх пĕлнĕрен хăй те юрă çырнă. Уйрăмах «Мăшăрăм» ятлă юрри чуна пырса тивет. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тесе Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен ÿнерпе графика факультетне куçăмсăр уйрăма вĕренме кĕрсе ăна лайăх паллăсемпе вĕçленĕ те 1974 çултан пуçласа кунтах преподаватель пулса ĕçленĕ. Темĕн чухлĕ студента хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вĕрентнĕ хушăрах пилĕк хутчен хăй ĕçĕсенчен тăракан выставка йĕркеленĕ.
1980 çулта хăйĕн куравне 40 ытла картина тăратнă. Пĕтĕмĕшле вăл 200 ытла картина ÿкернĕ, вĕсене художникăн ятлă каталогне кĕртнĕ. Каталогри картинисене пăхса А.Алимасова тĕрлĕ енлĕ художник теме пулать. Унăн чăваш çĕрне, Пушкăрт тăрăхне сăнлакан ÿкерчĕксем (пейзаж) нумай. Çавăн пекех паллă поэт-писательсен, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри çынсен, тăванĕсен портречĕсем куçа илĕртетчĕç. Унăн Граждан тата Тăван çĕршывăн аслă вăрçисене сăнланă, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе çырнă ÿкерчĕксем те нумай.
Ĕçне кура хисепĕ те пурах. А.Н. Алимасова ĕçри çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ медальсемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă. 1995 çулта ăна Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чысланă. 2004 çулта Пишпÿлек районĕн çут çанталăкне, ял ĕçченĕсене сăнланă çуллĕ шайри художество живопиçĕсемшĕн Пишпÿлек район Канашĕн Фатих Карим ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Çавăн пекех ÿнерçĕн çемйи пирки те каласа хăварас килет. Александр Алимасов ÿнер училищинче пĕр курсра вĕреннĕ Нина ятлă хĕрпе пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Асли ашшĕ пекех художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ, анчах та урăх специальноçпа ĕçлет. Кĕçĕнни вара физикăпа математика енĕпе аталаннă. Александр Никаноровичăн мăшăрĕ те паллă ÿнерçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Шел пулин те çак çĕр çинчи ĕçĕсене туса пĕтермесĕрех, 2011 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Александр Никаноровичăн чаплă та çутă пурнăçĕ татăлнă. Хăй ыйтнă пекех ăна тăван ялне илсе килсе пытарнă.
Наталья ТАРАСОВА,
Пишпÿлекри Тĕп библиотекăри чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор ертÿçи.