Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

«Маншăн - аттепе «тĕл пулнипе» пĕр тан»

Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса палăк уçнă ятпа митинг иртрĕ.

Гранит чул çинче çак ялта çуралса ÿснĕ, анчах та вăрçă хирĕсенчен таврăнайман 42 ятпа хушамата çырса хунă. Палăка кĕске вăхăт хушшинче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Реальные дела» проекчĕпе килĕшÿллĕн туса лартнă.
Çак пулăм суккулсемшĕн вара савăнăçлă та хумхануллă уява çаврăнчĕ. Мероприятие пухăннисенчен чылайăшне пĕр самант чĕрене пырса тиврĕ. Ку вăл - палăк умĕнче кĕмĕл çÿçлĕ арçын çара пуçăн вăрахчен хурланса куççуль юхтарса тăни. Унăн тăнлавĕсенче «шурă хĕл кунĕ» сисĕнет пулсан, куçĕсенче вара ăшă та çутă туйăмсем. Çавăнпах чунран тухакан куççуль тумламĕсене тытса чарма май çук-тĕр. Ахăртнех, пит çинчи тарăн йĕрсем тăрăх йÿçĕ куççуль юхнă май, вăл йывăр та тăлăх ачалăхне аса илет тата хăйĕн ашшĕпе çакăн пек лару-тăрура пулсан та «тĕл пулнишĕн» хĕпĕртет. Тĕрĕссипе вара ăна кăмăллă та çывăх «атте» текен сăмаха чăн пурнăçра калама та тÿр килмен. Тен, çавăнпах пулĕ унăн пуç пÿрнийĕ гранит палăкри «Михайлов Ф.А.» тесе çырнă йĕрке çинче вăрахчен тытăнса тăчĕ. Ашшĕн кăкăрĕ çумне пăчăртанма шут тытнă тейĕн. Çак шăппăн ĕсĕклесе, çав вăхăтрах хăйĕн куççулĕсенчен именнĕ пек тăракан çын Суккулти Василий Михайлов ĕç ветеранĕ пулса тухрĕ.
- Пурне те пысăк тав. Тинех пирĕн аттесене те асра тытса хисеп турĕç. Çак палăка кам мĕнле йышăнать пулĕ, анчах та маншăн вăл – аттепе «тĕл пулнипе» пĕр тан. Паянхи «тĕлпулăва» эпĕ 70 çул ытла кĕтнĕ. Эпир аттен вил тăпри пуррине пĕлмен, курман. Халĕ вара, мухтав Турра, ăна асăнса чĕрĕ чечексене хума, пуç тайма вырăн тупăнчĕ,- тет çулĕсемпе паянхи кун ашшĕнчен виçĕ хут аслă ( вăл 30 çул тултаричченех паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ) Василий Федорович куççульне шăлса.
Кăшт каярах, палăкпа уйрăлсан, Василий Федоровича ачисемпе мăнукĕсем хупăрласа илчĕç. Çак пулăм та Михайловсен çамрăк несĕлĕ тивĕçлĕ воспитани илнине çирĕплетет. Вĕсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлмасăрах юратнă аслашшĕне чăрмантармасăр хăйĕн ашшĕпе тĕл пулма май туса пачĕç. Хурлăхлă та савăнăçлă хутшăнăва курса-илтсе тăракан çынсемшĕн иккĕленÿ çуралмарĕ: малашне Михайловсен тата ытти çемьесемшĕн палăк чи таса та хаклă вырăна çаврăнĕ. Паян пурăнакан ăрушăн çеç мар, пулассисемшĕн те.
Çак шухăша палăка уçма килнĕ район администрацин пуçлăхĕ Ришат Актуганов уйрăмах палăртрĕ.
- Вĕсен паттăрлăхĕ халăх сывă чухне ĕмĕрех упранĕ, манăçа тухас çук. Палăк патне тăсăлакан çул нихăçан та çум курăк айне путмĕ. Май çитерсе тата вăхăт тупса тăванĕсем, шкул ачисем, ял хăнисем, çамрăк мăшăрсем килсе çÿрĕç. Кĕскен каласан, камсем паттăрсене асра тытаççĕ, вĕсем манмĕç,- терĕ Ришат Габдрашитович.
Çавăн пекех ялшăн, районшăн пĕлтерĕшлĕ митинга район Канашĕн председателĕ Александр Петров, Пушкăртстанри Мияки тата Çтерлĕпуç районĕсен Çар комиссарĕ Ринат Латыпов, Çĕнĕ Хурамал ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Иван Павлов, Афган вăрçине хутшăннă Михаил Трофимов, ял çыннисемпе хăнисем хутшăнчĕç. Палăк умĕнче салтака кайма хатĕрленекен çамрăксенчен хисеплĕ хурал йĕркелерĕç. Асра юлмалли мероприяти Крупская ячĕллĕ хуçалăх ертÿçи Григорий Трофимов ячĕпе хисепленекен Культура керменĕнче савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.
Рауф ХАКИМОВ.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.
Читайте нас: