Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пуç таятăп сана, Беларуç çĕрĕ

Çĕнтерÿ кунĕ – чи çутă та хаваслă, çав вăхăтрах куçран куççуль кăларакан уяв. Хумханмасăр та пулмасть: манăн атте тăватă çул хушши тертлĕ фронт çулĕпе утнă.

Тинех манăн ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Эпĕ тахçанах атте çапăçу хирĕнче юн тăкнă вырăнсенче пулса курасшăнччĕ. Çĕнтерÿ кунне уявлама Беларуç Республикинчи Гомель облаçĕнче вырнаçнă Светлогорск районне кайрăмăр. 1943 çулхи декабрь уйăхĕнче манăн атте, артиллери расчечĕн командирĕ Николай Спиридонович Павлов, Дуброво ялĕ çывăхĕнче фашистсемпе кĕрешнĕ хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Тĕрлĕ халăх çыннинчен тăракан расчет пилĕк тăшман танкне тĕп тунă. 143,3 çÿллĕше илесси питĕ хĕн пулнă, кашни утăмшăн хаяр çапăçусем пынă. Ăнсăртран çеç сывă юлнă, йывăр аманнă, халсăрланнă салтак аран-аран фронт линийĕ урлă каçнă, хамăрăннисем патне сакăр талăкран çеç çитнĕ. Шăпа атте майлă пулнă. Вăл Берлина çитнĕ, тăван ялне çĕнтерÿпе таврăннă. Унăн кăкăрĕ çинче 14 награда йăлтăртатнă. Вĕсенчен чи хакли – Герой çăлтăрĕпе Ленин орденĕ.
Дуброво ялĕнчи тăванлăх масарĕнче виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ тата икĕ пин совет салтакĕ ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Эпир Çĕнтерÿ кунне халалланă митинга хутшăнтăмăр. Акă мана та сăмах пачĕç. Ĕмĕрне хытă хумханса курман. Анчах хальхинче чĕлхе çĕтнĕ тейĕн, пĕр сăмах та калаймарăм, «тавтапуç» теме çеç пултартăм.
Ял çывăхĕнче, Гомель - Минск аслă çул çинче, манăн аттене Н.С. Павлова тата Д.Тураев наводчика (вăл та Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ) халалласа стелла палăк лартнă. Çак палăка вырнаçтарас тĕлĕшпе Николаевски ял Канашĕн председателĕ Михаил Иванович Король, «Дубрава-Агро» РУП «Гомельэнерго» филиал директорĕ Евгений Васильевич Петрашин тата ытти яваплă ертÿçĕсемпе ял халăхĕ тăрăшнă. Уншăн сире пурне те пысăк тав. Дуброво ял ертÿçисемпе тата çыннисемпе питĕ ăшă калаçу пулчĕ. Вĕсем хăйсен çĕрĕсене фашист эшкерĕсенчен хăтарас тесе юн тăкнă вăрçă паттăрĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕх асра хăварас тĕлĕшпе питĕ пысăк ĕç туса ирттерни çинчен каласа пачĕç. Эпĕ ыйтнипе М.И. Король пире артиллеристсем паттăрăн кĕрешнĕ 143,3 çуллĕше кăтартрĕ. Унти хĕрÿ çапăçусем çинчен атте пире час-часах каласа паратчĕ.
Çав кунах эпир «Багратион» операцийĕ» панорамăна çитсе куртăмăр. Мăнаçлă истори палăкĕ кăмăла витерчĕ, çĕрĕн кашни метрĕ пирĕн аттесемпе мăн асаттесен юнĕпе пĕвеннĕ.
Чаплă мероприяти вăхăтĕнче çак проекта пурнăçа кĕртме пулăшнă спонсорсемпе «СветлогорскХимволокно» ОАО тĕп директорĕпе В.В. Костюкевичпа, унăн çумĕсемпе С.В. Меркуловпа, Н.Н. Брильпа тата Светлогорскри мелиораци предприятийĕн ертÿçипе А.Н. Бруселпа паллашрăмăр. Тепĕр кун В.В. Костюкевич пире завода экскурсие илсе кайрĕ, Изяслав Котляровпа Софья Шах паллă поэтсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. «СветлогорскХимволокно» предприяти çав тери кăмăла кайрĕ. Цехсенчи тĕлĕнмелле тирпейпе тасалăх хуçаланни, предприяти ура çинче çирĕп тăни тата унта ĕçлекенсене пысăк тимлĕх уйăрни чуна пырса тиврĕ. Ăнăçу тата пысăк малашлăх сире, хисеплĕ химиксем.
Малалли хаçатăн 23№.
Анатолий ПАВЛОВ полковник,
Н.С. Павлов Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ.
Мускав облаçĕ,Чехов хули.
Читайте нас: