Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Паттăра влаçрисем тимлĕх уйăрмасан та, тăван шăллĕ ăна асра тытать...

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕ çумĕнчи Çирĕклĕтамак паççулккинче халĕ пултаруллă ентешне, Совет Союзĕн Геройне Константин Иванович Степанова халалласа уçнă палăк пур.

Паттăра влаçрисем тимлĕх уйăрмасан та, тăван шăллĕ ăна асра тытать...
Паттăра влаçрисем тимлĕх уйăрмасан та, тăван шăллĕ ăна асра тытать...

К.И. Степанов – кĕçĕн лейтенант, танкист. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иккĕмĕш Украина фрончĕн улттăмĕш танк армийĕн, механизациленĕ пиллĕкмĕш корпусăн, 233-мĕш танк бригадин командирĕ пулнă. Çара ăна 1941 çулхи июль уйăхĕнче чĕнсе илнĕ. 1943 çулта, Горький хулинчи танк училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тÿрех тăшмана хирĕç çапăçма кайнă. К.И. Степановăн пурнăçĕнче «яланах ăçта йывăр, çавăнта, вут-çулăмăн малти линийĕнче пуласси» тĕп тĕллев шутланнă.
Çирĕклĕтамак каччи уйрăмах 1944 çулхи август уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Румынинчи Яссы хулинчен кăнтăр-хĕвел анăç еннелле вырнаçнă Войнешти ялĕпе Комэнешти хулишĕн çапăçнă чух палăрнă. Вăл Войнешти ялне ирĕке кăларнă май тăшман ункине лексен те хăраса ÿкмен. Унăн танкĕ Т-4 евĕр икĕ танка, танксене тĕп тăвакан тăватă орудие, икĕ миномет батарейине тата рота ытла тăшман салтакĕсемпе офицерĕсене тĕп тунă. Август уйăхĕн 24-мĕшĕнче Комэнешти хули çывăхĕнче тăшманăн пысăк ушкăнне хирĕç малтисенчен пĕри пулса çĕкленнĕ, танка хирĕç кĕрешекен виçĕ орудие, пехотăпа çар хатĕрĕсем тиенĕ 12 автомашинăна, çар хатĕрĕсемлĕ 12 кÿмене пĕтернĕ. Паллах, паттăр йывăр аманнă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе килĕшÿллĕн 1945 çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕнче командованийĕн çар заданийĕсене тĕплĕ пурнăçланăшăн, паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Константин Иванович Степанова Совет Союзĕн Геройĕ ята парса чыланă, унпа пĕрлех Ленин орденĕпе тата «Ылтăн çăлтăр» медальпе наградăланă. Нимĕç фашисчĕсене капитуляциленĕ хыççăн вăл Япони вăрçине хутшăннă.
– 1945 çулхи август уйăхĕн 6-мĕшĕнче пичче икĕ сехете киле килсе кайрĕ. Ун чухне вăл Япони вăрçине кайма тухнă пулнă. Совет салтакĕсене тиенĕ поезд ялтан 12 çухрăмра вырнаçнă Аксаково чугун çул станцийĕ урлă иртнĕ. Пиччене машинăпа леçсе хăварчĕç. Японире виçĕ уйăх çапăçрĕ, татах аманчĕ. Çавăнпа та вăрçă хыççăнхи пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтараймарĕ, 1946 çулта ăна запаса ячĕç. Вăрçăра туяннă суранĕсене пула мăйĕ пĕр еннелле чалăшса юлчĕ, – аса илет Владимир шăллĕ.
Мирлĕ вăхăтра К.И. Степанов Пишпÿлек районĕнчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче вăй хунă, заготконторăн директорĕ, чĕр тавар пуçтаракан, Пишпÿлекри вăтам шкулта учитель, районти граждан оборонин начальникĕ пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе, Анна Осиповнăпа пĕр хĕр те икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Анна Осиповна та вăрçă участникĕ пулнă. Хĕр çар машинипе танксем патне боеприпассем турттарнă. Тен, пĕр-пĕринпе вăрçă хирĕнчех тĕл пулнă пуль. Анчах шăпа вĕсене вăрçă хыççăн çеç паллаштарнă. К.И. Степанов пурнăçран 1999 çулхи март уйăхĕн 13-мĕшĕнче уйрăлса кайнă.
Константин Ивановичăн паттăрла ĕçĕсем ĕмĕрех ентешĕсен чĕринче упранĕç. Упранаççĕ те. Вăл вĕреннĕ Хушăлка вăтам шкулĕнчи музейра ăна халалланă кĕтес пур. Паттăр çуралса ÿснĕ çурт кивелсе юхăннă хыççăн Владимир шăллĕ ун вырăнне çĕннине лартнă. Çурт умĕнче сад ешерет.
– Атте-анне лартнă çурт вырăнĕнче хыт-хура ÿстерсе лартни вĕсене тата хамăн тăвансене хисеплеменнипе пĕрех, – тет Владимир шăллĕ.
Палăк лартас шухăша сĕнекенĕ тата ăна пурнăçа кĕртекенĕ те вăлах. Владимир Иванович ытти ялсенче вăрçă тата тыл ĕçченĕсен ячĕпе асăну паркĕсем уçнине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа палăк лартнине пĕрре мар илтнĕ, курнă. Хăй шухăшне пурнăçа кĕртес тĕллевпе вăл темиçе çул каяллах вырăнти ял Канаш, район администрацийĕн пуçлăхĕсем патне пĕр хутчен çеç мар çитнĕ. Анчах та пĕрремĕшĕнчен те, иккĕмĕшĕнчен те пулăшу кĕтсе илеймесĕр парк тума палăртнă вырăна ял-йышпа пĕрле тикĕслесе хăй укçипе тимĕр карта тутарнă, вăрçă паттăрĕсемпе тыл ĕçченĕсен ячĕсене çырнă асăну хăмисене вырнаçтарнă. Ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 54 çын хутшăннă, тыл ĕçченĕсем те çавăн чухлех. Икĕ асăну хăминчи списокри çынсенчен паян кун пĕри çеç, Владимир Иванович Степанов, сывă тăрса юлнă. Вăл та тăххăрмĕш теçеткене çитсе пырать.
– 1941 çулхи июнь уйăхĕнчен пуçласа кĕркуннеччен ялта пĕр арçын та тăрса юлмарĕ. Эпир, ачасем, анасем çинче ĕçлерĕмĕр, фермăна та чуптаратчĕç, лашасене те пăхаттăмăр. Пирĕн килтен вăрçа улттăн, атте, Иван Степанович Герасимов, тата пилĕк пичче – Константин (аслашшĕ ятĕнчен çĕнĕ хушамат тунă, – авт.), Василий, Григорий, Федор, Кузьма – тухса кайрĕç. Вĕсенчен виççĕшĕ сывă таврăнчĕç. Асли, Константин Иванович Степанов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин геройĕ пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть икĕ пиччен, Василийпе Григорийĕн вилнĕ вырăнĕсене тупса медальонĕсене илсе килсе пачĕç, вĕсене тăван ялăн масарĕ çине пытартăмăр.
Хамăн çывăх çынсемпе вăрçăра çапăçнă, çĕнтерĕве ĕçпе туптанă ял çыннисене асăнса палăк лартасси манăн тÿрĕ тивĕç тесе шутлатăп. Çитĕнекен ăрăвăн пултаруллă ентешĕсен ячĕсене пĕлмелле, асра тытмалла, вĕсем пек пулма тăрăшмалла. Çавăнпа та çак ĕçе пуçăнтăм.
Халĕ ялта Олег Тихонов староста пур. Вăл питĕ нумай пулăшрĕ. Унăн аллинчен тем те килет. Асăну стенчĕсене, йĕри-тавра карталанă хÿмене унпа пĕрле тытса çавăртăмăр. Лапама (площадка) хатĕрленĕ çĕре, кунта малтан магазин пулнă, Николайпа Людмила Кузнецовсем, Олегпа Елена Даниловсем, Власпа Елена Дутовсем, Федор Марков тата ыттисем, ялĕпех, хастар хутшăнчĕç, – тет Владимир Иванович. – Кăçалхи çулла пиччен палăкне лартма вăй çитертĕмĕр (паллах, палăка Владимир Иванович хăй укçипе тутарнă, – авт.), çырма енне боярышникпа слива тĕмĕсем, икĕ рет хĕрлĕ пилеш лартрăмăр, – малалла сăмахлать вăрçă участникĕ.
Кĕркуннехи сивĕсене пăхмасăр палăк умĕнче нумай çул ÿсекен пион, петуни тата ытти йышши чечексем ÿсеççĕ.
– Вĕсене шăваратпăр, пăхса тăратпăр, – тет ял хастарĕ, К.И. Степановăн Елис йăмăкĕн Людмила хĕрĕ, çум-курăка асăрхаса туртнă май.
Мемориал варринче ларакан палăк çинчи сăн ÿкерчĕкрен пирĕн çине 22 çулхи вăрçă паттăрĕ кăмăллăн пăхать. Ырă, çав вăхăтрах çирĕп кăмăллă та тÿрĕ чунлă çын куçĕсем.
Тимлерех пăхсан Владимир Иванович та пиччĕшшĕ сăнлах иккенне асăрхарăм. Вăл медицина институтне пĕтернĕ. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех, 85 çула çитичченех, тухтăр пулса ĕçленĕ. Пелепей хулинче пурăнать. Вăл та вăрçă участникĕ шутланать. Çар çынни пулас ĕмĕтпе пурăнаканскер 1958 çулта вунă çул ытла иртсен те капитуляци йышăнман, тинĕс айĕнче ишсе çÿрекен нимĕç карапĕсене тĕп тăвас операцие хутшăннă.
– Паллах, çапăçусăр, вилĕмсĕр пулман, эпир те переттĕмĕр, вĕсем те шăп тăмастчĕç. Амантăм. Малалла çар службине юрăхлă пулайманран тухтăр профессине алла илме шутларăм, – тет Пелепей хулинчи пултаруллă врачсенчен пĕри.
Çар çыннисен йăхне Константин Ивановичăн Людмила хĕрĕн икĕ ывăлĕ тăсаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те генералсем, Федераллă хăрушсăрлăх службинче хĕсметре тăраççĕ.
Çитес çул Çирĕклĕтамак ялĕ пуçланса кайнăранпа 100 çул çитет. Пĕр ĕмĕр хушшинче темле улшăнусем те пулса иртнĕ. Халĕ ял урлă асфальт çул иртсе каять, килĕренех çут çанталăк газĕ çунать. Апла пулин те ытти нумай çĕртри пекех ялта ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Нумай çурта дача вырăнне усă кураççĕ. Ĕлĕкрех ĕçленĕ пуçламăш шкул та, лавкка та çук.
– Пуçаруллă, хастар çынсем пулсан ял нихăçан та пĕтмест, – тет Владимир Иванович.
Сăмах май каласан, 90 çула çитсе пыракан ватăран нумай çын тĕслĕх илмелле. Вăл халĕ те çĕкленÿллĕ кăмăллă, ăслă-тăнлă, вăр-вар. Машинăпа та хăех çÿрет. Паттăрсен йăхĕнчен-çке.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ,
Çирĕклĕтамак паççулкки.

Паттăра влаçрисем тимлĕх уйăрмасан та, тăван шăллĕ ăна асра тытать...
Паттăра влаçрисем тимлĕх уйăрмасан та, тăван шăллĕ ăна асра тытать...
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: