Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 77 çул çитрĕ пулсан та вăрçăра вилнĕ, хыпарсăр çухалнă салтаксен вил тăприсене тăванĕсем шырама чарăнмаççĕ. Юрать, юлашки вăхăтра вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене шыракан организацисем нумайланчĕç.

Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»

Çак майпа чылай фронт çыннин тăванĕсем унăн вил тăприйĕ ăçта упраннине пĕлеççĕ. 2022 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче – Асăнупа хурлану кунĕнче – Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтакăн ÿтне илсе килсе масар çине пытарчĕç.
Иван Иванович Илларионов 1907 çулта Пушкăрт АССРĕн Ермеккей районĕн Янăшма ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăрçă пуçлансан 1941 çулхи июль уйăхĕн 24-мĕшĕнче фронта ăсаннă. Унăн килĕнче мăшăрĕпе тăватă ачи тăрса юлнă. Чи аслă Александр ывăлĕ 13, Ольга хĕрĕ 10, Лидия 4, кĕçĕн Василий 2 çулта пулнă. Иван Иванович Ленинград çывăхĕнче çапăçнă. 1943 çулхи март уйăхĕн 28-мĕшĕнче асăннă хулана хÿтĕленĕ чух пуçне хунă. Вилнĕ хыççăн ăна «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Иван Илларионовăн мăшăрĕ Анастасия Федоровна ачисене пĕчченех ура çине тăратнă, урăх качча тухман. 1985 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă.
Иван Ивановичăн ÿтне кашни салтака парăнакан медальон-капсула тăрăх Евгений Ковалев ячĕллĕ шыравçăсен ушкăнĕ Ленинград облаçĕн Тосненск районĕнчи Хĕрлĕ Çыр (Красный Бор) çывăхĕнче 2021 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнче тупнă. Маларах тăванĕсем унăн ÿчĕ Ленинградри тăванла вил тăпринче канлĕх тупнă тесе шутланă. Шел пулин те, Иван Ивановичăн пĕр ачи те халĕ çут тĕнчере çук. Вилнĕ çын юлашкине Алиса Викторовна кинĕ тата мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем йышăнчĕç. Иван Ивановича пытарассине халалланă митинг Çĕнтерÿ паркĕнче иртрĕ. Сумлă хăнасен шутĕнче Ермеккей районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Равиль Арсланов, Суккул ял Канаш пуçлăхĕ Фаниль Галимов, Пелепей тата Ермеккей районĕсен çар комиссарĕ Рустам Сахабов, ветерансен канашĕн председателĕ Шамиль Галимов, социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен администраци пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Головина, аналитикăпа информаци секторĕн заведующийĕ, «Пурне те ячĕсемпе аса илĕпĕр» проектăн авторĕ Энже Шафикова пулчĕç. Вĕсем паянхи Асăнупа хурлăх кунĕ, вăрçăри çухатусем çинчен каларĕç, истори пĕлтерĕшлĕ цифрăсене аса илтерчĕç. Вăрçăра вилнисене шырассипе ĕçсем чарăнманнине пĕлтерчĕç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче вилнĕ паттăрсене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.
Хăнасем хыççăн вăрçă паттăрĕн мăнукĕсем Анатолий Васильевичпа Лирия Александровна, Алиса Викторовна кинĕ сăмах илчĕç. Мероприятие Пелепейри педагогика училищинче вĕренекен Анастасия Алексеевапа (асăннă салтакăн кĕçĕн мăнукĕ) 9 класс пĕтернĕ Кирилл Сидоров ертсе пычĕç.
– Атте сывă чух асаттен вил тăприне шыраса тупас тесе тем пекех ĕмĕтленетчĕ. Çапла Иван шăллăм Ленинградри тăванла вил тăпри çине кайса килчĕ, анчах вăл унта асаттен ячĕпе хушаматне тупайман. Шел пулин те, атте хăйĕн ашшĕн ÿтне тупни çинчен пĕлеймерĕ. Вăл иртнĕ çул август уйăхĕн 3-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Тĕлĕнмелле пулса тухрĕ, Евгений Ковалев ячĕллĕ шыравçăсен ушкăнĕ асаттен, Иван Иванович Илларионов, ÿтне медальонĕ тăрăх 2021 çулхи август уйăхĕн 29-мĕшĕнче тупрĕ. Аттен сывă чух пурнăçа кĕмен ĕмĕчĕ вилсен пурнăçланчĕ темелле. Çак хыпара пуçласа илтсен эпир пурте савăнтăмăр. Пулăмĕ савăнăçлă пулмасан та халĕ асаттен вил тăпри çине килсе пуç тайма, асăнма, чечек çыххи хума май пур. Çавăнпа та Евгений Ковалев ячĕллĕ ушкăна, уйрăмах Роман Панова, документсене хатĕрлеме пулăшнă Олег Юрьевич Алексеевпа Екатерина Сергеевна Васильевана пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Район, ял Канаш администрацине, шкул, клуб, библиотека ĕçченĕсене, ял çыннисене мероприятие йĕркелеме пулăшнăшăн, çак самантра пирĕнпе пĕрле пулнăшăн пысăк тав, - терĕ Ĕпхÿ хулинчен аслашшĕн ÿтне илсе килнĕ Анатолий Васильевич мăнукĕ.
Малалла масар çинче Верхнетроицк ялĕнчен килнĕ Сергей пачăшкă вилнĕ салтака кĕлĕ вуларĕ. Пелепейри çар комиссариатĕнчен килнĕ çар çыннисем виçĕ хутчен автоматпа сывлăша персе салтака çĕре пани çинчен пĕлтерчĕç.
Иван Иванович вилнĕ хыççăн 79 çул иртсен тăван ял масарĕ çинче, хăйĕн мăшăрĕн Анастасия Федоровнан вил тăприпе юнашар канлĕх тупрĕ. Паллă полководец Александр Васильевич Суворов хăй вăхăтĕнче: «Юлашки салтака çĕре пытарсан çеç вăрçă вĕçленчĕ тесе çирĕплетсе каласа пулать», – тенĕ. Мĕнле тĕрĕс сăмахсем. Чылай вĕсем, пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем, аппа-пиччесем, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсене тупасса кĕтсе выртакансем. Иван Ивановичăн Тăван çĕршывне таврăнас ĕмĕчĕ пысăк пулнипе-ши, кĕçĕн Василий ывăлĕ ашшĕне питĕ тупас килнипе-ши, анчах та сывă пулмасан та салтак тăван кĕтесе таврăннă-таврăннах. Иван Иванович çамрăклах вăрçа тухса кайнă пулсан та чи кирлĕ тивĕçне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ: 4 ачана кун çути кăтартнă, унăн 21 мăнук, 47 кĕçĕн мăнукĕ, 47 мăнукĕн ачисем тата мăнукĕн мăнукĕ пур. Пурĕ 120 çын. Пурнăçра тĕлĕнмелле пулăмсем пулса иртеççĕ. Çын тупăнтăр тесен ăна шыракансем, кĕтекенсем çеç пулччăр. Шанчăка çухатмалла мар çеç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей тăрăхĕ,
Янăшма ялĕ.

Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Вăрçă вĕçленни 77 çул иртсен салтак тăван ялне «таврăннă»
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: