Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем

1942 çулхи июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Сталинград фронтне йĕркеленĕ. Ăна ертсе пыма Совет Союзĕн маршалне С.К. Тимошенкăна çирĕплетнĕ. Çав вăхăтра фронт умĕнче тăракан тĕп тĕллев фашистсене мĕнле те пулсан чарса тăрасси, Сталинград патне ирттермесси пулнă.

Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем

1942 çулхи июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Паульс генерал-полковник ертсе пыракан тăшманăн улттăмĕш çарĕн малти чаçĕсем Чир юханшывĕ патне тухса Совет Çарĕн 62-мĕш армийĕн чаçĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Çапăçу хирĕ 90 çухрăм тăршшĕ, Клетская станцинчен пуçласа Суровикин таран, тăсăлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп çапăçăвĕ, Сталинград çапăçăвĕ, пуçланнă. Дон çĕрĕ Сталинград фрончĕн пуçламăш чикки шутланать.
Ф.Ф. Сажин полковник ертсе пыракан 229-мĕш тата М.М. Бирюков полковникăн 214-мĕш стрелоксен дивизийĕсем Калиновский тăвĕ çинче тăшмана хирĕç тан мар çапăçăва кĕнĕ. Дон юханшывĕн пысăк кукринчи çапăçусем 40 куна пынă. Паллах, пирĕн салтаксем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр нимĕç çарне самаях пысăк çухатусем кÿнĕ.
Манăн асаттен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн Анисим Федорович Миньковăн пиччĕшĕ, Виталий Федорович Миньков та Сталинград фронтне лекнĕ. 1942 çулхи июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче 19 çулхи чăваш каччи, 214 стрелоксен дивизийĕн 776-мĕш стрелоксен полкĕн салтакĕ, çак çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Ăна Сталинград облаçне (халĕ Волгоград облаçĕ) кĕрекен Суровикин районĕнчи Анат Чир (Нижний Чир) поселокĕнчи Тăванла вил тăприне пытарнă. Кăçал аппапа унăн мăшăрĕ çак историлле вырăнсенче пулнă, Тăванла вил тăприне çитсе курнă. Масар территорине кĕрсенех вĕсене хирĕç кушак çури чупса пынă. Чĕрчун палăк патне ертсе кайса асăну плити çине выртнă, урипе Виталий Федорович Миньковăн хушамачĕ çине пусса тăнă. Çапла тĕл пулнă тăванла чунсем. Надеждăпа Олег Анат Чир хулинчи масар çинчен Чăваш Хурамалне пĕр ывăç тăпра илсе килсе Виталий Федоровичăн амăшĕн вил тăпри çине хунă. Ефимия мĕн виличчен ывăлĕн çырăвĕсене кăкăрĕ тĕлĕнчи кĕсйинче чиксе çÿренĕ, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ килне таврăнасса шаннă. Виталий вара вилнĕ хыççăн 80 çул иртсен çеç тăван çĕрĕ çине таврăнма пултарнă.
Çак Тăванла вил тăпри çинче пирĕн ентешсем, Челаткан ялĕнчи Зуфар Гафурович Абзалиловпа Чăваш Хурамал ялĕнчи Александр Васильевич Журавлев та, ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Вĕсем виççĕшĕ те 1923 çулхисем, виççĕшĕ те ĕмĕрлĕхех 19 çулта тăрса юлнă.
Çапла хумхануллă самант пулса иртрĕ пирĕн çемьере. Ĕпхÿ хулинче Анисим Федоровичăн Николай ывăлĕ, пирĕн Куля мучей, пурăнать. Шел пулин те, Анисим асаттепе унăн ытти ывăлĕсем çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Çав шутра манăн атте те. Атте Виталий ятлăччĕ. Çак ята ăна Виталий тетĕшне асăнса хунă пулнă.
Оксана МАТВЕЕВА,
библиотека ĕçченĕ.
Авăркас районĕ,
Наумьел ялĕ.

Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Ĕмĕрлĕхе 19 çулта юлнисем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: