Урал сасси
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Вăрçă пултаруллă качча та хĕрхенмен

Авăркас районĕнчи Меселпуç тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисенчен 2/3 пайĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Хыпарсăр çухалнă паттăрсен списокне тишкернĕ май çынсен тем тĕрлĕ шăписемпе паллашса тĕлĕнетĕн. Вĕсенчен пĕрин пурнăç çулне илсе пăхар-ха.

Вăрçă пултаруллă качча та хĕрхенмен
Вăрçă пултаруллă качча та хĕрхенмен

Демьян Семенович Федоров 1922 çулта Маньел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тăван ялĕнчи пуçламăш шкула пĕтерсен Меселпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта (çичĕ класлă) вĕренсе тухса колхозра ĕçленĕ. Çак яш пултарулăх енчен тĕлĕнмелле çын пулнă: сăвăсем хайланă, çамрăксемпе ял сцени çинче спектакльсем лартнă. Ялта ăна пурте хисепленĕ.
Вăрçă пуçлансан, 1941 çулхи август уйăхĕнчех, фронта ăсаннă. Демьян Семенович фронтри çырăвĕсене те сăвăласа çырнă. Тĕслĕхрен, (конкурса ямалли сăвă мар пулсан та) Тăван çĕршыва чунтан юратни, çак хаяр вăрçăра совет халăхĕ çĕнтерессе çирĕппĕн шанса тăни янăрать çамрăкăн сăввинче:
Çирĕм икĕ çул
Пурăнчĕ çĕршыв
Ирĕк халăхпа
Туслă пурнăçпа.
Пирĕн çĕршыв çине
Усал фашистсем
Нумай шăл хăйрарĕç
Тискер кайăксем.
Июнь числинче,
Лăпкă каçхине,
Ячĕ хăйĕн çарне
Çовет çĕршывне.
Çĕрлехи кунта
Фашистсен çарĕ
Совет çĕрĕн чиккине
Пăсрĕ тискеррĕн.
Совет çарĕсем –
Паттăр йĕкĕтсем
Пуçĕсене хучĕç
Тăван çĕршывшăн.
Совет Союзĕ
Çĕр çинче пĕрре:
Ирĕклĕ халăх,
Пурлăхлă çĕршыв.
Пурлăхлă çĕршыв
Тĕнчере пулнă:
Ирĕклĕ халăх
Уншăн тăрăшнă.
Совет çĕршывне
Ирĕк халăха
Гитлер пусмăрласшăн,
Чура тăвасшăн.
Фашист самани –
Вилĕм кун-çулĕ,
Ниме хĕрхенмен
Йĕрĕнчĕк арслан.
Ан хăйра шăлна
Пирĕн çинелле
Сана пулас çук
Пĕрлĕхлĕ халăх.
Совет çарĕсем,
Паттăр боецсем
Хырăмне çурĕç,
Шăммуна ватĕç.
Ан çапăç, Гитлер,
Совет çарĕпе,
Ан юхтар çĕре
Паттăрсен юнне.
Сана пулас çук
Совет çĕршывĕ,
Пĕрлĕхлĕ халăха
Эс çĕнтерес çук.
Пирĕн тăвансем,
Пирĕн юлташсем
Санпа çапăçса
Пуçĕсене хучĕç.
Çеçке пек çамрăклăх
Пĕтет вăрçăра
Тискер фашистпа
Хĕрÿ тытăçса.
Пĕтĕ-ха çĕр çинче
Хаяр фашизм,
Пулĕ-ха çĕр çинче
Ирĕклĕ пурнăç.
Эпир те кайăпăр
Çак усал вăрçа
Пÿтсĕр тăшмана
Хирĕç çапăçма.
1942 çулхи январь уйăхĕнче аманнă хыççăн Демьян Семеновича сипленме тăван килне янă. Хĕрÿ чун-чĕреллĕ çамрăкăн сывлăхĕ çирĕпленсе çитсен вăл 1943 çулхи март уйăхĕнче иккĕмĕш хут вăрçа тухса кайнă.
Юлашки çырăвĕнче Смоленск облаçĕнчи хĕрÿ çапăçусем пыни тата тăшман ункинчен тухни çинчен кĕскен çырса пĕлтернĕ. Çав çулхи декабрь уйăхĕнче Маньел каччи хыпарсăр çухалнă.
Анатолий ЕФИМОВ, Меселпуç шкулĕн истори вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: