Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Унтан никама та каялла ямаççĕ

Вăрçă вăл вилĕмсĕр пулмасть. Çухату икĕ енчен те пулассине малтанах çырса хунă. Анчах та хамăрăннисене çухатма ытла та йывăр-çке – куçсем шывланаççĕ, пырта темĕскер капланса килнĕ пек, вăй-хал пĕтсе килет…

Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ

Украинăри ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Пушкăртстан та хăйĕн чылай паттăрĕсене юлашки çула ăсатрĕ. Салтак тупăкĕсем кашни районпа хуланах килеççĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Иртнĕ эрнере, акă, Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта çуралса ÿснĕ Валентин Филиппов рядовой ÿтне çĕре патăмăр. Хĕрĕхри арçынпа, юратнă мăшăрпа, аттепе, хаклă пиччепе тата тăванпа уйрăлма ял-йыша та, унăн çывăх çыннисемпе пĕлĕшĕсене те çăмăл пулмарĕ.
Валентин Филиппов асăннă ялта 1983 çулхи март уйăхĕн 2-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ялти шкула пĕтерсен Акçунри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, ун хыççăн 2003-2005 çулсенче çарта хĕсметре тăнă, пулеметчик-разведчик пулнă. Çартан таврăнсан хăйĕн пурнăçне Тольятти хулипе çыхăнтарнă, кунта «АвтоВАЗ» заводра ĕçле пуçланă. Çемье çавăрнă, Екатерина мăшăрĕпе хĕр ача çитĕнтернĕ. 2022 çулхи октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ăна çара мобилизациленĕ, çĕршыва Запорожье тăрăхĕнче малтанхи пекех разведка ротинче хÿтĕленĕ. Кăçалхи май уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл çапăçу хирĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн тата хăйне хĕрхенменшĕн ăна РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн Хăюлăх орденĕпе чысланă.
Паттăрпа сывпуллашмалли хурлăхлă митинг Çĕнĕ Хурамалăн культура çурчĕ çывăхĕнчи лапамра иртрĕ. Ăна Мияки тата Çтерлĕпуç çар комиссариачĕн комиссарĕ Ринат Латыпов подполковник ертсе пычĕ. Пухăннă халăх умĕнче малтан ПР Патшалăх Пухăвĕн депутачĕ Марат Шафиков сăмах каларĕ. Вăл Валентин Филипповăн тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерчĕ, унăн ашшĕпе амăшне, Георгий Алексеевичпа Мария Андреевнăна, çакăн пек паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.
Сăмах район администраци пуçлăхĕ Ришат Актуганов илчĕ, çар операцийĕ пуçланнăранпа Мияки çĕрĕ çинче çухатусен шучĕ ÿснине палăртрĕ. Валентин Филиппов вуннăмĕш салтак иккен.
– Эпир вĕсене манас çук, яланах асра пулĕç. Çывăх вăхăтра Валентин вĕреннĕ шкул стени çинче асăну хăми уçăпăр. Унсăр пуçне çĕнĕ урамсенчен пĕрне унăн ятне парăпăр. Çав вăхăтрах унăн ашшĕ-амăшне çакна каласшăн, пирĕн район администрацин алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă. Мĕнпе пулăшма пултаратпăр, çапла май тупма тăрăшăпăр. Сире йывăрлăхра пĕччен хăварас çук, – терĕ Ришат Габдрашитович пухăннисен умĕнче.
Çавăн пекех хурлăхлă митингра паттăрăн тăванĕ Юлия Филиппова, Мияки районĕнчи Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертÿçи Владимир Тыщенков, Валентин Филипповăн класс ертÿçи Неля Тимофеева сăмах каларĕç.
Çакăн хыççăн пытару кортежĕ ялти масар енне çул тытрĕ. Кунта паттăра çарти йĕркепе чысласа виçĕ хутчен автоматсенчен пĕр харăс пенĕ хыççăн пухăннă халăх унпа сывпуллашрĕç. Йывăр тупăк çĕр айне аннă май чылайăшĕн çак пулăма ĕненес килмерĕ, анчах та пурнăç чăнлăхĕ хăйĕннех çирĕплетет. Унтан вара никама та каялла ямаççĕ. Паянтан Валентин Филиппов рядовой разведчик та пирĕнпе юнашар çук. Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Валентин Георгиевич, çăтмахра çÿре. Çутă сăнару ял-йыш, тус-тăванусен асĕнче яланах упранĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Унтан никама та каялла ямаççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: