Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă

Июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Кăтаймас ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа палăк лартнă.

Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă

Палăка уçассипе çыхăннă мероприятие Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, Авăркас тата Гафури районĕсен çар комиссарĕ Файруз Гимадиев, Треппел ял хутлăх администрацийĕн ертÿçи Ирина Захарова хутшăннă.
Арслан Шагаретдинов мемориала хăпартма пулăшнă пур çынна та тав тунă.
– Асăннă палăк – вăрçăран çĕнтерÿпе таврăннисен тата çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнисен умĕнче пуç тайни. Авăркас районĕнче пурăнакансен ентешлĕх туйăмĕ питĕ вăйлă. Çакă савăнтарать. Сăмахран, Нукасакри «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕн директорĕ Василий Федоров районшăн тата хăйĕн ентешĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсене яланах хастар хутшăнать, уйрăммăн илес пулсассăн, «Атайсал» проекта та сахал мар укçа хывать. Ун пек ырă ĕçсем унăн пĕрре çеç мар, вуншар! Вăл асăннă палăка лартас ĕçе пуçараканĕ те, ун валли укçа хываканĕ те. Шăпах çавăн пек çынсем çинче тытăнса тăрать те тĕнче! – тенĕ Арслан Назирович.
– Ку пирĕн хуçалăх укçипе туса лартнă черетлĕ палăк, – палăртнă Василий Федоров.
Çавăн пекех Василий Иванович палăка хăпартас, ун территорине тирпей-илем кĕртес ĕçе тÿпе хывнă Ĕпхÿ хулинчи скульптор подрядчиксене Галиуллинсене, Игорь Тихоновпа Мухамад Шамсонов уйрăм предпринимательсене, Кăтаймас ялĕн пур çыннине те чунтан тав тунă.
Икĕ çул каялла «Атайсал» проект витĕмĕпе Нукасак ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа палăк лартнăччĕ. Унăн пуçаруçипе спонсорĕ те Василий Федоров.
«Атайсал» пушкăрт чĕлхинчен куçарсан пĕчĕк Тăван çĕршыв тенине пĕлтерет. Проектăн тĕп тĕллевĕ – паллă, ăнăçуллă çынсем ыркăмăллăх программисемпе проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçе хутшăнни, тăван ялĕсемпе хулисене пулăшма хатĕр республикăри пĕр шухăшлă çынсен вăйĕсене пĕр тĕвве пухасси.
«Нумай нациллĕ халăхăн пĕрлĕхĕ, унăн патриотизм туйăмĕпе Çĕнтерĕве ĕненни этемлĕх историйĕнчи чи хăрушă вăрçăра çĕнтерме пулăшнă.
Мăн асаттесен мухтавлă йăлисене малалла тытса пырса Авăркас арĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса тĕнчене нацизмран хÿтĕлеççĕ, çапăçу хирĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Кашнинех ырă-сывă таврăнасса кĕтетпĕр», – çырнă Арслан Шагаретдинов хăйĕн социаллă сетĕнчи страницинче.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ,
Кăтаймас ялĕ.

Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Вăрçă участникĕсене асăнса палăк уçнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: