Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пирĕн енчи партизансем

Фашистсен çарĕсем пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ хыççăн тăшман оккупациленĕ территорисенче пысăк мар партизан отрячĕсем йĕркеленнĕ. Унта хупăрлава лекнĕ, хăйсен çар чаçĕсене çухатнă, тыткăнран тарнă салтаксем, çаплах тăшманпа çапăçма ăнтăлнă вырăнти халăх кĕнĕ. Вĕсем тăшман çарĕпе çапăçнă çеç мар, диверсисем те ирттернĕ: кĕперсене, çулсене сирпĕтнĕ, телефон çыхăнăвĕсене татнă, вăрçă хатĕрĕсемпе апат-çимĕç склачĕсене вут чĕртсе çунтарнă.

Пирĕн енчи партизансем
Пирĕн енчи партизансем

Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн ялĕнчи Денис Федорова 1941 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнӗ. Килĕнче унăн арăмĕ тата икĕ хĕрĕ юлнă. Каярахпа, 1942 çулта, ывăлĕ Вениамин çуралнă. Йĕркеллĕ çапăçса та ĕлкĕреймесĕр, Федоров ротăпа пĕрле хупăрлава лекнĕ. Кĕркунне. Украинăри лăпкă каç. Сивĕ йĕпхÿ çăвать. Тăшман ункинчен тухма пултарнă совет салтакĕсен ушкăнĕ çапла шут тытать: малалла çапăçмалла, тăшмана аркатмалла. Командир суйланă. Хĕç-пăшал пулман. Темиçе хутчен тапăнса тĕпченĕ. Çапла майпа вĕсен винтовкăсем тата нимĕçсен автомачĕсем пулса кайнă. Çирĕп çар дисциплинине палăртнă. Тин çеç йӗркеленнĕ партизан отрядне кĕрекенсем пурте присяга йышăннă. Часах уйрăм вак ушкăнсем пĕр пысăк çара пĕрлешме тытăннă. Денис Федоров çапăçакан отряд Украинăри Сумы облаçĕнчи Сидор Ковпак ертсе пыракан çар ушкăнне кĕнĕ. Унăн пӗрлешӗвӗ 1941-1942 çулсенче Сумы, Курск, Орел облаçĕсенче тăшман тылĕнче рейдсем ирттернĕ.
Вăрçă пуçламăшĕнче Гитлер хăйĕн салтакĕсен умне çакăн пек тĕллевсем лартнă: «пĕрремĕшĕнчен СССРа çĕнсе илмелле, иккĕмĕшĕнчен, ăна тытса пымалла, виççĕмĕшĕнчен, эксплуатацилемелле». Çавăн чухне «хирĕç тăракансене пурне те персе вĕлермелле, хăваласа кăлармалла, тĕп тумалла, вермахт салтакĕ çине чалăшшăн пăхакан кирек епле çынна та пемелле» тесе хушса хунă. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех пирĕн салтаксем тата партизансем «килте кам хуçа пулнине» кăтартнă. Оккупантсен ĕмĕчĕ пурнăçланайман. 1942-1943 çулсенче Брянск вăрманĕсенчен тухса Украинăн Гомель, Минск, Волынск, Ровеньки, Житомир, Киев облаçĕсенче рейдсем ирттернĕ. 1943 çулта – паттăр партизансен паллă Карпат рейдне.
1943 çулхи июнĕн 13-мĕшĕ, Хĕвеланăç Украина. Будки. Нимĕçсем яла тĕпĕ-йĕрĕпех çунтарнă. Унта поляксем çеç пурăннă. 670 çынран 22-шĕ кăна чĕрĕ юлнă, вĕсем пурте аманнă. Чĕрĕ юлнисем аса илнĕ тăрăх, нимĕçсем çынсене шкула хăваласа кĕртнĕ, алăкĕсене питĕрсе илнĕ те пулеметран пеме пуçланă, унтан гранатăсем ывăтнă, чĕртсе янă. Будки ялĕн пĕтĕм халăхĕ çунса вилнĕ. Çав тискер чĕр чунсен хăрушă ĕçĕсене этемлĕх нивушлĕ манма та каçарма пултарĕ?! Çук, асап курнисемшĕн тавăрнă тата малалла та тавăрĕç. Вырăнти халăх партизансене пысăк савăнăçпа кĕтсе илнĕ. Вĕсене чечексем парнеленĕ. Арçынсем табак илсе тухса панă, хĕрарăмсем – сĕт тата çăкăр.
Тăшман партизансене хĕрхенмен. Гитлеровецсем хăйсен аллине лекнĕ подпольщиксене хаяр асаплантарнă тата вĕлернĕ. Пирĕннисем те тыткăна илнĕ фашистсене шеллемен.
Денис Федоровăн арăмĕ, Клавдия Андреевна, упăшкинчен тăватă çул хушшинче пӗр хыпар та илмен. Ветеран 1945 çулхи август уйăхĕнче килне таврăннă. Амăшĕсенчен, арăмĕсемпе ачисенчен нумайăшĕ хăйсен хÿтĕлевçисене яланлăха çухатнă тесе шутланă. Вĕсем чĕрĕ пулса тухсан мĕн чухлĕ савăнăç пулнă. Федоров партизан икĕ хут аманнă, контузиленнĕ. 1946 çулта ăна тăшман тылĕнчи хăюлăхшăн тата хастарлăхшăн наградăласси çинчен документсем килнĕ. Денис Трофимовича тăшман тылĕнче партизансен заданийĕсене ăнăçлă пурнăçланăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Хастарлăхшăн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин партизанне» II степень, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернĕшĕн» медальсемпе наградăлани çинчен калакан приказсем тухнă. 1946 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче ял-йыш ăна уяв президиумне суйланă. Ковпак тăшман тылĕнче ирттернĕ партизан рейчĕсем çинчен каласа пама ыйтнă. Вăл хăйĕн хисепе тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен калакан докуменчĕсене Пишкайăн ял Канашне панă. Докуменчĕсене ăна тавăрса паман. Тата вăл наградăсем илеймен. Вăрçă хыççăн Денис Трофимович çулталăк çурă çеç пурăннă. Вăрçă участникĕсен списокĕнче унăн ячĕ пулман. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен çĕнĕ списокне 2022 çулта çеç кĕртнĕ. Халĕ Пишкайăнта унăн аслă хĕрĕ Ефросинья Денисовна упăшкипе тата ывăлĕпе пурăнать. Вăл 87 çулта. Ĕç ветеранĕ, малта пынă доярка.
Денис Федоров – тăшман тылĕнче çапăçнă эпĕ пĕлекен ветерансенчен пӗри çеç мар. Кузьма Назарович Алексеев, 1910 çулта Пишкайăнта çуралса ÿснĕ, рядовой, 1943 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче вилнĕ. Финн вăрçин участникĕ, ăна Хĕрлĕ Çара 1941 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче илнĕ. Алексеев Брянск облаçĕнчи вăрмансенче партизан отрядĕнче çапăçнă. Нимĕç оккупанчĕсене хирĕç пынă çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă. 1948 çулта чавса шыранă чухне унăн ятне çырнă медальонпа ÿчĕн юлашкине тупнă. Докуменчĕсене пурне те Пишкайăн ял Канашне ярса панă. Кузьма Назаровича тăванла масарта пытарнă. Икĕ ывăлĕ – Николай тата Виталий – тăлăха юлнă.
Тимофей Григорьевич Иванов, 1908 çулта çуралнă, Пишкайăн çынни, хĕрлĕ армеец. Брянск облаçĕнчи Навлин вăрманĕсенче партизан отрядĕнче çапăçнă. Иванов партизан тăшманпа çапăçнă чух аманса вилнĕ. Унăн тăватă пĕчĕк хĕр ачи хăр-тăлăха юлнă.
Ковпакăн партизан ушкăнӗ 26 уйăх хушшинче çапăçусемпе Раççейĕн, Белоруссин тата Украинăн 18 облаçĕн территорийĕпе 10 пин çухрăм ытла иртнĕ, 39 хулапа ялта тăшман горнизонĕсене аркатнă, 62 чугун çул эшелонне çул хысакне сиктернĕ, 256 кĕпер сирпĕтнĕ, 96 склад, темиçе пин нимĕç оккупантне тата вĕсене пулăшакансене тĕп тунă. Партизан рейчĕсем пăлхавçăсен юхăмне сарса ярассинче пысăк вырăн йышăннă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче Сумы партизан ушкăнне Ковпак ячĕллĕ 1-мĕш Украина партизан дивизийĕ ят панă.
Александр ИВАНОВ.
Авăркас районĕ, Пишкайăн ялĕ.

Пирĕн енчи партизансем
Пирĕн енчи партизансем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: