Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Афган вăрçин ахрăмĕ

Паян, февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Совет Çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 35 çул çитрĕ. Паллă та хурлăхлă дата. Вунă çул хушшинче (1979-1989 çç.) Афганистан çĕрĕ çинче 620 пин çар çыннипе ахаль граждансем çар служби иртнĕ, вун тăватă пин салтакпа офицерăн пурнăçĕ татăлнă.

Афган вăрçин ахрăмĕ
Афган вăрçин ахрăмĕ

Чикĕ леш енче служба тивĕçне пурнăçланисене асра тытса февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Чуртан шкулĕнче Афган вăрçин паттăрĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. Мероприятие Чуртан тата Усăллă ялĕсен библиотекарĕсем (Л.В. Михайловапа О.С. Патраева), Чуртан шкул директорĕн советникĕ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ (А.Н. Укрюковапа Л.П. Андреевапа) пĕрле йĕркелерĕç.
Тĕлпулăва «Боевое братство» Пĕтĕм Раççейри обществăлла пĕрлĕхĕн Çтерлĕ районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Алексей Макарович Осиповпа çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕ Михаил Сергеевич Трифонов аслă прапорщик килсе çитрĕç. Салам сăмахĕсемпе шкул директорĕ Г.Г. Биктимеров тухса калаçрĕ. Çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем çар служби, юлташĕсемпе пĕрле Афганистанра интернационализмла тивĕçĕсене пурнăçлани çинчен каласа, салтаксен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ пирки хăйсен шухăшĕсене уçса пачĕç. Тĕлпулу вăхăтĕнче «Афган вăрçин хроники» видеохроника, «Боевое братство» пĕрлĕхне йĕркеленин тĕллевĕсем» видеоролик кăтартрĕç. Библиотека ĕçченĕсем вара Афган вăрçин историйĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вулавăш ĕçченĕсем Афган вăрçи пуçланнин сăлтавĕ, вăл мĕн чухлĕ пыни, совет салтакĕсен çухатăвĕсем, хамăр тăрăхри интернационалист салтаксем пирки каласа пачĕç.
Мероприяти тĕлне «Афганистан – вăхăт пире суйласа илчĕ» кĕнеке выставки те хатĕрленĕччĕ.
Тĕлпулу вĕçĕнче шкул ачисем вăрçăра пуç хунă салтаксене шăплăх минучĕпе тата çуртасем çутса асăнчĕç.
Ольга ПАТРАЕВА, Усăллăри вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ.

Афган вăрçин ахрăмĕ
Афган вăрçин ахрăмĕ
Афган вăрçин ахрăмĕ
Афган вăрçин ахрăмĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: