Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Салтак вăрçа суйламасть

2024 çулхи февраль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет çарне Афганистан Республикинчен кăларнăранпа 35 çул çитрĕ. Çак кун вăрçăра пуçĕсене хунă интернационалист-салтаксене аса илмелли, хурланмалли кун. Асăннă дата символ пĕлтерĕшлĕ. Унта присягăна парăнни, служба тивĕçĕ, Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлесе хăйсен пурнăçĕсене шеллемен салтаксемпе офицерсен фронтри тăванлăхĕ палăраççĕ.

Салтак вăрçа суйламасть
Салтак вăрçа суйламасть

Февраль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Мияки районĕн Культура керменĕнче «Салтак вăрçа суйламасть» район шайĕнчи çарпа патриотла тата автор юррин конкурсĕнче çĕнтернисен уяв концерчĕ иртнĕ. Салам сăмахĕсене Мияки районĕн пуçлăхĕ Р.Г. Актуганов, Миякипе Çтерлĕпуç районĕсен çар комиссарĕ И.И. Шайгарданов, Афганистан Республикин  çар хутшăнăвĕн ветеранĕсен районти Канашĕн председателĕ О.Ю. Чиваков, Мияки районĕн вăрçă, ĕç ветеранĕсен Канашĕн, Çар вăйĕсен тата право сыхлав органĕсен председателĕ Н.Х. Фархутдинова тухса каланă.

Концерт программинче Афганистан, Раççей, çар çинчен çырнă юрăсем янрарĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене дипломсемпе чысларĕç. Вăл тĕрлĕ номинацисемпе иртрĕ.

«Пĕччен юрлани» номинацире I степень лауреачĕн дипломне Карина Алексеева (Çĕнĕ Хурамал ялĕ); III степень лауреачĕн дипломне Валентина Отставнова (Тимеш ялĕ) çĕнсе илнĕ.

«Аслă вокал ансамблĕсем» номинацире I степень лауреат дипломне «Рябинушка» вокал ушкăнĕ (ертÿçи - З. Ефремова, Тимеш ялĕ); II степень лауреат дипломне  «Сувар» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи - Марина Павлова, Çĕнĕ Хурамал ялĕ) тивĕçнĕ.

Конкурсра ятарлă номинацисем те пулнă. «Кăтартулăхшăн» («За яркость исполнения») номинацире Нэля Тимофеева (Çĕнĕ Хурамал ялĕ) мала тухнă.

Конкурса хутшăнакансене, вĕсен ертÿçисене тивĕçлĕ наградăсемпе саламлатпăр. Хавхаланупа çĕнĕ çĕнтерÿсем сунатпăр!

Салтак вăрçа суйламасть
Салтак вăрçа суйламасть
Салтак вăрçа суйламасть
Салтак вăрçа суйламасть
Салтак вăрçа суйламасть
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: