Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çитмĕл çул иртсен вил тăприне тупрăмăр

Манăн мăн асатте Латви çĕршывĕнче пынă çапăçура пуçне хунă. Пирĕн çемье ăна ăçта пытарнине пĕлмен.

Çитмĕл çул иртсен  вил тăприне тупрăмăр
Çитмĕл çул иртсен вил тăприне тупрăмăр

Темиçе çул каярах эпир çулçÿреве тухнăччĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пынă çав вырăнсенче, пысăках мар хула çывăхĕнчен иртеттĕмĕр. Мăн асаттене асăнса илес тесе вырăнти çынсенчен тăванла вил тăпри çывăхра пур-ши тесе ыйтрăмăр. Пире вырăнти масар çине кăтартса ячĕç. Тĕлĕнмелле пулсан та мăн асаттен вил тăприне тупрăмăр. Ячĕ, хушамачĕ, ашшĕ ячĕ те унăн. Çитмĕл çул иртсен! Совет салтакĕсен вил тăприсене тирпейлесе тасатса тăнăшăн вырăнта пурăнакан çынсене пысăк тав. Çавăн чух пуçласа тата юлашки хут аттепе асатте макăрнине куртăм.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: