Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç

Çтерлĕ хулинчи общество хастарĕсем, канăçсăр чĕреллĕ çынсемпе А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен пĕрлĕхĕн пайташĕсем Пĕтĕм Раççейри çут çанталăка сыхлакан общество йĕркеленсе кайнăранпа 100 çул çитнине тата Çĕнтерÿ кунне халалласа Строительсен урамĕнче чăрăшсем лартрĕç.

Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç

Акцие хулари 3№ пушкăрт гимназийĕн вĕренекенĕсем хăйсен вĕрентекенĕпе хастар хутшăнчĕç. Çавăн пекех йывăçсем лартма кивĕ хулара пурăнакан çемье виçĕ ачипе килсе çитрĕ. Чи кĕçĕнни хавхалануллă кăмăлпа тăрăшрĕ, вăл кĕреçе тытнă ашшĕне питĕ хастар пулăшрĕ. Хĕр ача виçĕ çулта анчах. Аслисем ачисене ĕçе хутшăнтарса ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла. Тăрăшуллă пĕчĕк хĕр ача акцийĕн чи кĕçĕн участникĕ пулчĕ.
Мероприятие хутшăннисенчен чи асли – ветерансен Канашĕн пайташĕ, отставкăри милици майорĕ Маркиян Максимович Трофимов. Вăл 85 çулта. Пархатарлă ĕçе нумай çемье – ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕ е хĕрĕ – хутшăнма кăмăл турĕç. Хăшĕсем автобуспа килсе çитрĕç. Килнисем транспортран аннă хыççăнах ĕçе пуçăнчĕç. Ĕç вĕçленичченех таврара хаваслă лару-тăру хуçаланчĕ. Хăйсен опычĕпе тата пĕлĕвĕсемпе паллаштаракансем те пулчĕç.
Юлашкинчен пархатарлă ĕçĕн паттăрĕсене те палăртрĕç. Сăмахран, малтанхи каç Николай Петровпа Александр Петров юлашки шăтăксене тĕттĕмре, 23.30 сехетре, чавса пĕтернĕ. Пĕри хăйĕн виçĕ çулхи Артем ывăлĕпе пулнă. Йывăç лартма вĕсем мăшăрĕсемпе килнĕ. Маттур ачасем. Пирĕн çамрăксем питĕ пултаруллă. Вĕсен хушшинче яваплисемпе шанчăклисем те нумай. Шел, пурин ятне те ыйтса ĕлкĕреймерĕм. Апла пулин те пысăк тав вĕсене пурне те.
Çак пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшнă хула администрацине тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем пире йывăç лартма çĕр уйăрса пачĕç, хура çĕр илсе килчĕç тата вăхăтлă шăварассине йĕркелерĕç. Халĕ ĕнтĕ йывăç тĕмĕсене шăварса тăрасси тата кăпкалатасси, им-çамласси тăрса юлчĕ.
Маларахри кун питĕ йывăр пулчĕ – хунавсене чавса кăлартăмăр тата шăтăксем чаврăмăр. Ултă çын анчах пулнăран бульвар тăрăх уçăлса çÿрекенсене пулăшма чĕнтĕмĕр, вĕсем нумайăн пулсан та пирĕн сĕнĕве йышăнасшăнах пулмарĕç, анчах та тепĕр чух хутшăнасса шанатпăр.
Виталий МИХАЙЛОВ.
Çтерлĕ хули.

Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Лартнă чăрăшсем хула урамне илем кÿрĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: