Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа

Сакӑр теҫетке ҫул каялла, шӑпах 1944 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче (вилӗмсӗр Константин Иванов ҫырнӑ пекех «пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче») манӑн аттене – Николай Спиридонович Павлова СССР Аслă Канашĕн Президиумӗн Указӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршывӑн чи пысӑк наградине – Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ.

Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа
Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа

Паллах, ку награда 21 ҫулхи чӑваш ачишӗн пысӑк чыс та, яваплӑх та. Хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи декабрь пуҫламăшӗнче Старая Русса (Новгород облаçĕ) патӗнче хаяр ҫапӑҫӑва кӗнӗ Слакпуҫ каччи, хӑюлӑхпа палӑрнӑ, йывӑр аманнӑ. Пӗрремӗш «Хастарлăхшăн» медале ҫак ҫапӑҫусемшӗн тивӗҫнӗ. Госпитальтен тухсан ӑна артиллеристсен шкулне вӗренме янӑ. Ун хыҫҫӑн сержант пакунӗсемлӗ чӑваш каччине интернационаллӑ артиллери расчечӗн командирӗ пулма шанаҫҫӗ.
Вӑрҫӑ ҫулӗпе ӑҫта кӑна ҫитме тивмен-ши ӑна? Ял хыҫҫӑн ял, хуласене ирӗке кӑларассишӗн, фашизма совет ҫӗрӗнчен хӑваласа ярассишӗн ҫӗрӗн-кунӗн ҫапӑҫнӑ, юн тӑкнӑ, темиҫе хутчен аманнӑ (пурӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче 6 хутчен), сипленсен каллех малти рете, фронта талпӑннӑ, хӑйӗн полкне таврӑннӑ...
1943 ҫулхи кӗркунне Беларуç ҫӗрне ирӗке кӑларассишӗн ҫав тери хаяр ҫапӑҫусем пуҫланаҫҫӗ. Гомель облаҫӗнчи Далмановичи (халӗ Светлогорск) районӗнчи Дуброва ялне ирӗке кӑларассишӗн 143,3 тӳпемре ҫӗр ҫунса тӑрать тейӗн. Фашистсен танк колонни совет артиллери расчечӗсем еннелле ыткӑнать. Николай Павлов хӑйӗн расчечӗпе ҫак ҫапӑҫура 5 танк ҫапса аркатать, тӗлӗнмелле майпа (йывӑр аманнӑскер тӑнне ҫухатать) сывӑ юлать. Шел пулин те, ҫак хаяр ҫапӑҫура 1800 совет салтакӗпе офицертан 62 ҫеҫ сывă юлнӑ. Шӑпа манӑн аттене пурнӑҫ парнелет. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн тӗттӗм пулсан вӑл тӑна кӗрет, фашистсем ӑна вилнисен шутне кӗртнӗ пулас... Юнашарах – тимӗр-тăмăра ҫаврӑннӑ арканнӑ пушка, ӗмӗрлӗхех куҫĕсене хупнӑ юлташӗсем... Пӗтӗм вӑйне пухса 8 талӑкран тин хӑйӗн полкне ҫитет. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл вӑрманта мӗн-тӗр тупса чӑмланӑ, каҫпа утнӑ, кӑнтӑрла малалла шунӑ... Дуброва ялне (вӑл темиҫе хутчен те фашистсен аллинче пулнӑ) пӗтӗмӗшле 1944 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче тӑшманран тасатнӑ. Паллах, атте ку ҫапӑҫӑва манма пултарайман темелле, ытла та хӑрушӑ ӳкерчӗксем, ҫӗрпе пӗлӗт тӗтӗмпе, ҫулӑмпа хупланнӑ. Чӗрӗ юлнисене каярах пурне те тивӗҫлӗ наградӑсемпе чысланӑ. Аттене ҫеҫ «маннӑ» тейӗн. Вӑл хӑйне хӑй лӑплантарнӑ: «Наградӑшӑн ҫапӑҫмастпӑр, тӑшмана хӑвӑртрах хӑваласа ярасчӗ».
Ӑна, хӑюллӑ артиллериста, ҫӗршывӑн пысӑк наградине илме тӑратнӑ. Унтанпа шӑп та лӑп 80 ҫул ҫитрӗ. Тӑван яла, Слакпуҫне, атте Ылтӑн Ҫӑлтӑрпа таврӑннӑ.Ачалăхĕ иртнĕ ялтан пуҫласа Берлина ҫити ҫуран утса тухнӑ. Сывă чухне унăн кӑкӑрне Ылтӑн Ҫӑлтӑрсӑр пуҫне темиҫе орденпа медаль илем кÿнĕ.
Аттен, Николай Спиридонович Павловӑн, паттӑрлӑх ҫулӗпе эпир темиҫе хутчен те Беларуç ҫӗрне ҫитсе куртӑмӑр. Кашни тӑваткал километршӑн пынӑ ҫапӑҫу ҫӗрĕсем чӑннипех те сӑваплӑ. Кашни ялтах, хулара палӑксем, совет салтакӗсене пытарнӑ тӑванла вил тӑприсем. Белоруссем вӗсене тирпейлесе, упраса тӑраҫҫӗ.
Иртнӗ ҫул Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне эпир каллех Дубровӑри савӑнӑҫлӑ уявра кӗтсе илтӗмӗр. Пире кунта чи ҫывӑх тӑвансем вырӑнне хурса ăшшăн йышăнаççĕ. Ял ҫумӗнче Бобруйск – Минск ҫул ҫинчен аттене тата унӑн расчетӗнчи Д.Тураев наводчика (вӑл та ҫак ҫапӑҫура пуҫран йывӑр аманнӑскер чӗрӗ юлнӑ) халалласа уҫнӑ палӑк-стела пур. Унта яланах чечек кӑшӑлӗсем курма пулать. Аттен пушки тӑнӑ вырӑна, 143.3 тӳпеме, ҫитсе паттӑрла пуҫ хунӑ салтаксене пуҫ таясси – пирӗншӗн сӑваплӑ пулăм. Кунти хирсенче халӗ тухӑҫлӑ тыр-пул акаҫҫӗ, ҫӑкӑр туса илеҫҫӗ...Юнпа шӑварӑннӑ Беларуҫ ҫӗрӗ ҫинче пурнӑҫ тикӗс те тулӑххӑн малалла шӑвать, аталанать. Кунта уй-хирсем сип-симӗс те тикӗс...
Ҫӗнтерӳ уявӗ хыҫҫӑн тепӗр кунне Минск хулине ҫул тытрӑмӑр. Тӗлӗнмелле илемлӗ те таса хулан чи чаплӑ проспектӗнче Тăван çĕршывăн Аслӑ вӑрҫин историйӗн музейӗ вырнаçнă. Кунта Мухтав залӗ пур. Икĕ пин ытла салтакпа офицера Беларуҫ ҫӗрне ирӗке кӑларнӑшӑн, хаяр ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн Ылтӑн Ҫӑлтӑрпа наградӑланӑ. Вӗсен хушшинче ман аттен ятне те ылтӑн тӗспе ҫырса хунӑ. Паллах, ман чӗрем мӑнаҫлӑхпа тулса тӑрать. Каласа хӑварас килет: икӗ ҫул каялла аттен 100 ҫулхи юбилейне халалласа тӑван ялӑмра уҫнӑ палӑкпа Мухтав паркӗ пулас ӑрусем валли асăнмалăх юлаççех.
Паттӑрсен ячӗ яланах халӑх асӗнче пулмаллах! Ҫамрӑк ӑру вӗсен хӑюлӑхӗпе, паттӑрлӑхӗпе хавхаланса паян аслӑ Раҫҫей ҫӗрне хӳтӗлекенсен йышӗнче харсăрлăх кăтартать. Апла пулсан пирӗн аттесем ахальтен юн тӑкман, Ҫӗнтерӳпе тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Паянхи Раҫҫей салтакӗсем вӗсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ! Эпир вӗсене Ҫӗнтерӳпе кӗтетпӗр!
Анатолий ПАВЛОВ, отставкӑри полковник,
Совет Союзӗн Геройӗн Н.С. Павловăн ывӑлӗ.
Мускав хули.

Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа
Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа
Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа
Сакăр вунă çул – Ылтăн Çăлтăрпа
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: