Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Нукасак ялĕн паттăрĕсене ĕмĕрех асра тытатпăр

Вăрçă хăрушлăхĕсемпе йывăрлăхĕсем аслă çĕршывăмăрăн пĕр кĕтесне те, çав шутра пирĕн Нукасак ялне те, пăрăнса иртмен.

Нукасак ялĕн паттăрĕсене ĕмĕрех асра тытатпăр
Нукасак ялĕн паттăрĕсене ĕмĕрех асра тытатпăр

Вăл вăхăтра «Нукасак» колхозĕнче председательсем пулса Павел Печников (Семенов), Татьяна Фомина (Семенова), Герасим Осипов, Никита Петров, Павел Кузьмин, вăрçăран аманса таврăннă Иосиф Осипов ĕçленĕ. Йывăрлăхсене тÿсеймесĕр председательсем пĕрмаях улшăннă, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра влаçрисем питĕ çирĕп ыйтнă. Пĕррехинче председательсенчен пĕри, Никита Петров, халăх выçăпа шыçăннăран çынсене пĕршер ывăç тырă валеçсе панă. Çавна влаçрисем пĕлнĕ те ăна тÿрех ĕçрен хăтарнă.
Вăрçă вăхăтĕнче хĕрарăмсем пĕр сухапуçне 7-8-рăн кÿлĕннĕ те уй-хирсене алнă. Колхозăн тырă акмалли çĕрĕсене алă вĕççĕн чавни те пулнă. Кашни çынна 0,25 гектар валеçсе панă. Çĕнĕ ял хуçалăх техники илсе килмен. Лайăх лашасене фронта ăсатнă. Колхозсем хăйсем умне лартнă плана тултарайман. Хĕллехи вăхăтра ачасăр хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсене инçетри вăрмансене фронт валли вутă хатĕрлеме янă. Унта вĕсен сывлăхĕсем питĕ хавшанă.
Çынсем çурма выçă пурăннă. Çуркунне анасем çинче юлнă çĕр улми, пултăран, апата юрăхлă тĕрлĕ курăксем çинĕ. Аслисем каласа панă тăрăх, вăрлăхлăх çĕр улми пулманран хупписене акма тÿр килнĕ, апла пулин те начар мар тухăç илнĕ. Тĕлĕнмелле! Колхоз анисем çинче ÿстернĕ тыр-пула «Пурте фронтшăн, пурте çĕнтерÿшĕн!» лозунгпа патшалăха панă. Бригадирсем пулса хĕрарăмсем ĕçленĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче почтальон тивĕçĕсене Сергей Павлов пурнăçланă. Кашни кун, кирек епле çанталăкра та, темиçе çухрăмра вырнаçнă Мустафа ялне почта илме çÿренĕ. Çырусем çухалман. Кирлĕ çынни патне вăхăтлă çитнĕ. Нумай чух фронтран вилĕм хучĕсем килнĕ.
Колхоз анисене алă вĕççĕн çумланă. Унта ытларах ачасемпе хĕрарăмсем тăрăшнă. Çынсем уй-хирте талăкĕпех вăй хунă, сменăпа ĕçленĕ. Кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче дежурнăй полеводсене çирĕплетнĕ. Полевод тивĕçĕсене çулĕ çитмен ачасемпе фронтран аманса таврăннă арçынсем пурнăçланă. В.П. Печникова каласа панă тăрăх, вĕсенчен пĕри А.В. Кузьмин пулнă. Çавăн пекех çак ĕçре Сергей Павлов та вăй хунă. Пухса илнĕ тухăçа Белое Озеро станцирен мотовозпа элеватора ăсатнă. Тырă тултарнă михĕсене те арçын ачасемпе хĕрарăмсем – Дарья Григорьева, Валентина Карташова, Александр Семенов, Лидия Максимова тата ыттисем – тиенĕ. Вĕсем михĕсене алă вĕççĕн элеватора сĕтĕрсе хăпартса пушатнă. Ĕçлесе ывăннă хыççăн яла çити 10-12 çухрăм çуран утнă. Çапла халăх çĕнтерÿшĕн пĕтĕм вăйне хурса кунран-кун ĕçленĕ.
Нукасак ялĕн варринче колхоз пасарĕ пулнă. Унта тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, апат-çимĕç сутнă. Пĕр пăт (16 кг) çăнăх 3000 тенкĕпе танлашнă, пĕр пăт çĕр улми – 900 тенкĕпе. Пасара таврари çывăх ялсенчен те, хуласенчен те килнĕ. Хуласем тумтир, атă-пушмак, тĕрлĕ япаласемпе вак-тĕвек сутнă, аш-какай, сĕт, пахча çимĕç туяннă. Анчах тăвар, супăнь, краççын, шăрпăк тупса илесси хĕн пулнă. Мануфактурăсем (пусма тавраш) лавккасенче сутман. Ял çыннисем хăйсем тĕртсе тунă пир япаласемпе çÿренĕ. Йĕркеллĕ тумтирпе атă-пушмак пулман. Хĕллесенче çăпатасем сырса çÿренĕ. Ытларах хăйсем туса илнĕ çĕр улмипе пахча çимĕç çисе пурăннă. Вĕсене пасарта сутса кăштах та пулин укçа тума тăрăшнă. Çавна пула хăйсем çурма выçă пурăннă.
1954-1956 çулсенче тин пурнăç лайăхлана пуçланă, халăх кăштах çăмăллăн сывласа янă.
Чăваш Нукасак ялĕнчен фронта пĕр çемьерен тÿрех темиçе çын тухса кайнисем те пулнă. Вĕсен шутне Самковсен нумай ачаллă çемйи кĕрет. Çемье пуçĕ Федор Григорьевич (1899-1942 çç.) вăрçă пуçламăшĕнчех Алкино поселокĕнче çар ĕçне вĕренсе вăрçăра пулеметчик пулнă, 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Аслă ывăлĕ Леонид Федорович (1924-2003 çç.) аслă классенче вĕреннĕ чухнех вĕçев аппарачĕсемпе интересленнĕ, вĕçев çинчен çырнă журналсем çырăнса илнĕ, пĕчĕк йышши самолетсем пуçтарса пăхнă. Çавăнпа та шкул пĕтернĕ хыççăнах Çтерлĕ хулинчи аэроклубра тата Давлеканово хулинче дешифровальщиксене хатĕрлекен курссем иртсе вăрçа кайнă. Çар службине авиацире иртнĕ. Тăван килне 1946 çулхи хĕлле тин таврăннă. Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Шкулта завуч пулса ĕçленĕ, пĕр хушă район хаçатĕнче тăрăшнă, каярах районти парти комитетĕнче инструктор пулса ĕçленĕ.
Анна Федоровна Смирнова (Самкова)(1918-2000 çç.) вăрçă пуçланнă тĕле Федоровка районĕнчи шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1942 çулхи май уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Вăрçă вĕçленичченех радистка пулса служба иртнĕ. Килне 1945 çулта таврăннă. Вăрах вăхăт хушши Нукасакри сакăр класлă шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ. Эпир, унăн вĕренекенĕсем (1956-1960 çç.), пĕрремĕш вĕрентекен вăрçă çинчен каласа панисене (бомба тăкакан нимĕç самолечĕсене, «мессершмидсене» сассинченех паллани, служба тата ыт.те) тимлĕн итлеттĕмĕр. Анна Федоровнăна «ПР халăх çут ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят панă, 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин медалĕсемпе тата орденĕсемпе наградăланă.
Тĕрлĕ сăлтава пула хуçи патне çитеймен, Патшалăх архивĕнче упранакан Хĕрлĕ Çăлтăр орденне вăрçă хыççăн 70 ытла çул иртсен тин (2016 ç.) ывăлĕсене, Нукасакри вăтам шкулта вĕрентекен, директор пулса ĕçленĕ Валерий Васильевич Смирновпа Рудольф Васильевич Смирнова панă. Вăл вăхăт тĕлне педагогика ĕçĕн ветеранĕ çулĕсем çитнипе пурнăçран уйрăлса кайма ĕлкĕрнĕ пулнă. Мăшăрĕпе, Василий Михайловичпа, иккĕшне те Нукасак масарĕ çине пытарнă.
Василий Михайлович Смирнов (1919-1993 çç.) Пишкайăн вулăсĕнчи Чăваш Нукасак ялĕнче çуралнă. 1964 çулта Эрĕнпурти патшалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1939 çулта Пелепей районне кĕрекен Этĕл ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта учитель пулса ĕçленĕ. 1939 çулта Пелепей районĕнчи çар комиссариачĕ хĕсмете чĕнсе илнĕ, унтан Забайкальене ăсатнă. Иркутскри çарпа политика шкулĕн курсанчĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче Гварди пиллĕкмĕш çарпа десант бригадин аслă сержанчĕ шутланнă, темиçе хутчен аманнă. Ултă уйăх хушши Мускаври госпитальте сипленнĕ. 1946-1976 çулсенче Нукасак шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, историпе обществоведени предмечĕсене вĕрентнĕ. Вăл тăрăшнипе 1975 çулта çĕнĕ икĕ хутлă шкул хăпартнă. Шкулта ĕçленисĕр пуçне Салават ячĕллĕ колхозăн парти организацийĕн секретарĕ те пулнă. «Çут ĕç отличникĕ» хисеплĕ ята (1974 ç.) тивĕçнĕ. ПАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн указĕпе килĕшÿллĕн ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Вăл Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степень орденĕсене, «Хастарлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» тата юбилейлă медальсене тивĕçнĕ.
1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара Василий Федорович Самкова (1926-2016 çç.) чĕнсе илнĕ. Ăна Хĕвел тухăçне ăсатнă. Связист, минометчик пулнă. Пĕтĕм Монголие иртнĕ. Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн та блиндаж условийĕсенче служба иртнĕ, хамăр çĕршыв чиккисене Япони захватчикĕсенчен хÿтĕленĕ. Демобилизаци хыççăн Самара хулинче пурăннă, самолетсем тăвакан заводра ĕçленĕ. Каярах Гусь-Хрустальный хулине пурăнма куçнă.
Самковсен чи кĕçĕн ывăлĕ, Вадим Федорович (1935-2015 çç.), çемйипе Салават хулинче пурăннă.
Мария Федоровна Самкова 1931 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралнă. 1951 çулта Çтерлĕ хулинчи учительсен институтĕнче физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1951-1962 çулсенче асăннă специальноçпа тĕрлĕ шкулсенче вĕрентнĕ, 1962-1988 çулсенче Нукасак шкулĕнче математикăпа физика учителĕ пулса ĕçленĕ, шкулти вăрăмлатнă кунсен ушкăнĕсене ертсе пынă. Ялти пултарулăх ушкăнĕн хастарĕ пулнă. Парторганизаци секретарĕ, сĕтпе çу туса илекен тата сысна фермисенче агитатор пулнă, темиçе хутчен те ял Канаш депутатне суйланнă.
Каникулсем вăхăтĕнче ачасемпе Красноусольск салине, Çтерлĕ, Салават, Кумертау, Ĕпхÿ, Белорецк хулисене, Мускавпа Киев таранах, экскурсисене тухса çÿренĕ. ПАССР Аслă Канашĕн Указĕпе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. «Чăваш Нукасакĕ» кĕнекен авторĕсенчен пĕри шутланать.
Çавăн пекех Чăваш Нукасакĕнчен Хĕвел тухăç фронтне сывлăхĕ вăрçăра хавшанине пăхмасăрах колхозра ветеринар пулса ĕçлекен Сергей Кузьмич Иванова, Сергей Георгиевич Казанцева, Василий Митрофанович Евдокимова, Сергей Егорович Медведева ăсатнă. Николай Петрович Филиппов вăрах çул хушши чугун çул çинче рабочи пулса ĕçленĕ.
Мударис Сафин академик, таврапĕлÿçĕ-çыравçă, 30 ытла кĕнеке авторĕ тата çум авторĕ (çав шутра «Чăваш Нукасакĕ» кĕнеке те) тăрăшнипе тата Авăркас район администрацийĕн пуçлăхĕ А.И. Шагаретдинов, «Салават» хресченпе фермер хуçалăх ертÿçи Василий Федоров (спонсор) пулăшнипе 2021 çулта Чăваш тата Тутар Нукасак ялĕсем хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Финпа Япони вăрçисен паттăрĕсене халалласа асăну комплексĕ (сăн ÿкерчĕкре) вырнаçтарнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Чăваш Нукасак ялĕнче 217 çынна мобилизациленĕ, вĕсенчен 98-шĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Çĕнтерÿпе 117 çын таврăннă.
1967 çулта Чăваш Нукасак ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 40 ветеранĕ пурăннă. 2016 çулта юлашки икĕ ветеран, Василий Федорович Самков тата Николай Петрович Филиппов, пурнăçран уйрăлса кайнă.
Вера ФОМИНА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: