Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Çĕнтерÿçĕсем

Манăçман иртнин асапĕ. Пĕтĕмпех, пурте асра. Эс те, Пушкăртстан чăвашĕ, Паттăр пултăн вăрçăра.

Çĕнтерÿçĕсем
Çĕнтерÿçĕсем

Çапăçрăн эс алла-аллăн
Йышлă пушкăрт хушшинче,
Шаймуратов генералăн
Утлă-вутлă çарĕнче.

Курнă, илтнĕ эс хăрушшăн
Бомба, мина аннине,
Улт-çич залп парсан «Катюша»
Çиçĕмлĕ «çухалнине».

Чарăнмасть вăл вăрçă маршĕ
Танк çинче пырать десант.
Кун пек чух, камах тавлашĕ,
Пуç хума та пит ансат.

Иртме çук. Тултарнă мина.
Тытăнсам, сапер, ĕçе.
Ан пулсамччĕ анкă-минкĕ –
Халь санран килет веçех.

Минометчик-и, танкист-и,
Çуран çар çынни – йăлтах
Пĕр сăмах пурне валли те,
Кашниех вĕсем – салтак.

Кам-ха вăрçăра шутланă
Эс мĕн-мĕн тунисене?
Кирлĕ тĕк, ÿтпе хупланă
Пулемет кĕпçисене.

Кашниех çĕре шăварнă
Юнпала та тарпала,
Çапăçу хирне хăварнă
«Çĕнтерÿçĕ» ятпала.

Çав ятпа эс çитнĕ, килнĕ
Аçупа аннÿ çуртне.
Ху вилсен те çав ят вилмĕ,
Çĕклĕ шав ЧĂВАШ ятне.
Александр САВЕЛЬЕВ-САС.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: