Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тарçăран шкул директорне çити

Тимофей Тарасович Никитин 1903 çулхи апрель уйăхĕн 30-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Маньел ялĕнче çĕр уйăрса паман чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Мĕн пĕчĕкренех ăна тарçăра çÿреме тивнĕ. Ашшĕпе амăшĕ те Октябрьти Аслă революциччен Çтерлĕ хулинче Сименов капиталист патĕнче е Карташевка ялĕнчи Маркович помещик патĕнче ĕçлесе пурăннă.

Тарçăран шкул директорне çити
Тарçăран шкул директорне çити

1912-1916 çулсенче Тимофей Меселпуçĕнчи тăватă çул вĕренмелли пуçламăш шкултан вĕреннĕ. Ун хыççăн вун виççĕри ача 1918 çулччен Пысăк Аксаккура кулак патĕнче ĕçленĕ. Революци хыççăн хăйсен çĕрĕ çинче те тар тăкма тивнĕ. 1921-1924 çулсенче Тимофей Аксаккура тата Михайловка ялĕсенче тарçăра çÿренĕ, 1924-1928 çулсенче килти хуçалăхпа пурăннă тата икĕ çул арманçă пулса ĕçленĕ. Совет саманинчи коллективизаци вăхăтĕнче, 1929 çулта, Тимофей Тарасович Сталин ячĕпе хисепленекен колхоза йĕркелесе янă çĕре хутшăннă. 1930-1932 çулсенче Меселпуç ял Канашĕн, 1932-1934 çулсенче Пишкайăн ял Канашĕн пуçлăхĕ пулса вăй хунă.
Малалла пултаруллă çамрăка Авăркас районĕнчи «Канаш» пысăк колхоз пуçлăхĕ пулма шанаççĕ. Пĕлÿ кирлине ăнланса Тимофей виçĕ çул Ĕпхÿре вĕренсе ăс-тăн шайне ÿстерет. 1939 çултан пуçласа вăрçă пуçланиччен Ташлăкÿлти çичĕ çул вĕренмелли шкулта директор пулса ĕçлет. 1941 çулта 38 çул тултарнă Тимофей Тарасович Никитин 47-мĕш бригада йышĕнче салтак пулса вăрçă хирне тухса каять. Пулас салтаксене Ĕпхÿри пересыльнăй пунктĕнчен Алкино станцине вăрçă ĕçне вĕренме илсе килнĕ. Çавăн пекех каçсерен пушă вăхăтра бараксем тума пĕренесем сĕтĕрттернĕ, вырăнсем валли улăм йăттарнă.
1941 çулхи декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче салтаксене эшелонпа Мускав еннелле ăсатнă. Çичĕ талăкран вĕсене çунса выртакан Калинин хулине автомашинăсемпе илсе çитернĕ. Унтан Решетниково станцине çуран çитнĕ, присяга панă хыççăн салтак тумĕ тăхăнтартнă.
Бригадăна Старая Русса хулине тăшмансенчен ирĕке кăларма приказ панă. Çак çапăçура пирĕн ентешĕн, Тимофей Тарасовичăн, куçне осколок пырса çапнă та вăл тăнне çухатнă. Тăна кĕрсен 3-4 çухрăм утса çул çине тухcан санитарсене тĕл пулнă, лешсем унăн суранне çыхса хăйсемпе пĕрле илсе кайнă. Санитари батальонĕ аманнисене эшелонпа хĕвел тухăç енне тыла ăсатнă. Горький хулине çитсен Маньел чăвашне 401-мĕш номерлĕ эвакуаци госпитальне сипленме вырттарнă. 1942 çулхи март уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 6-мĕшĕччен госпитальте сывалнă хыççăн хулан пересыльнăй пунктне куçарнă. Каярахпа ăна Пушкăртстан Республикинчи Авăркас районĕнчи çар комиссариатне ăсатнă. Ăçта кăна илсе çитермен шăпа Маньел ачине!
Тăван ялне таврăнсанах Тимофей Тарасович икĕ çул Авăркас районĕнчи «Тирекли» колхозăн председателĕ пулса ĕçленĕ. 1944-1946 çулсенче вара Меселпуçĕнчи, 1946-1947 çулсенче Наумьелти çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче директор пулса тăрăшнă. Маньел ялне таврăнса тепĕр çул пуçламăш шкулта ертÿçĕ пулнă. 1948-1950 çулсенче ăна Андреевкăри тулли мар вăтам шкула вĕрентекен пулса ĕçлеме янă. Ăçта ярсан та, мĕнле должность шанса парсан та Тимофей Тарасович тăрăшса ĕçленĕ, чăваш тата салтак ятне яман.
Иван ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: