Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă

Манăн анне, Любовь Дмитриевна Федотова, 1913 çулхи июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕпуç ялĕнчи вăтам хресчен çемйинче çуралнă.

Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă
Вĕсем Çĕнтерĕве çывхартнă

Кукамайпа кукаçи пĕр хĕрпе виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Анне çемьере чи асли пулнă. Кукаçи хутла лайăх пĕлмен. Çавăнпа та аннене вĕрентме тăрăшнă. Анне ÿссе çитсен лаша кÿлнĕ лобогрейкăпа тырă вырнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче колхоз йĕркелесен кукаçей çемйипе колхоза кĕнĕ. Хушăлка ялĕнче машинăпа трактор станцине (МТС) йĕркелесен хутла пĕлекен виçĕ çамрăк хĕре тракторпа ĕçлеме вĕренме янă. Анне те çавсен шутне лекнĕ. Пĕлÿ илнĕ хыççăн ялта тракторпа ака-суха ĕçне тунă.
Аттепе анне тĕл пулса 1936 çулта пĕрлешнĕ. Фашистла Германи хĕтĕртнипе 1939 çулхи кĕркунне Финлянди пирĕн çĕршыв çине тапăннă. Аттене вăрçа илсе кайнă. Вăл унтан аманса таврăннă, сывалсан колхозра ĕçлеме пуçланă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан атте вăрçа ăсаннă. Ун чух вĕсен çемйинче икĕ ывăл пулнă. Анне вăрçă çулĕсенче тракторпа ĕçленĕ. Колхоза комбайн илсе килсен тырă вырнă. Çанталăк мĕнле пулнине, ывăннине пăхмасăр тăрăшнă. Хăйĕн ĕçĕпе Çĕнтерĕве çывхартнă. Анне тракторпа тата комбайнпа 1947 çул вĕçлениччен ĕçленĕ, унтан тивĕçлĕ канăва тухиччен тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан пулса тăрăшнă. Атте 1943 çул пуçламăшĕнче йывăр аманса киле таврăннă, сусăр çын пулсан та вăй çитнĕ таран колхозра ĕçленĕ. Аттепе анне ултă ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Аннене Ача амăшĕн медале парса чысланă.
Анне
«Анне» – пурнăçри пĕрремĕш сăмах.
Вăл çумра пулсан пурнăçăм çăтмах.
Кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ пире.
Ачисемшĕн тăрăшнă кунĕн-çĕрĕпе.
Анне – кил ăшши, аттен канашçи,
Çемье сыхлакан ачаш пирĕшти.
Пире ырă тĕслĕх парса ÿстернĕ.
Çĕршывшăн усăллă пулма вĕрентнĕ.
Хĕвел пек анне, сана тав туса
Ачаш сăмахсем калап пуç тайса.
Михаил ФЕДОТОВ, ĕç ветеранĕ.
Пишпÿлек ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: