Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Фронт çырăвĕсем – çĕршыв историйĕн пĕр пайĕ

Çак çырусене В.А. Кондратьев, З.Н. Политов «Вилнĕ паттăрсем калаçаççĕ» («Говорят погибшие герои») кĕнекерен илнĕ. Вĕсене нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешсе 1941-1945 çулсенче вилнĕ салтаксем çырнă. Çырусемпе документсене пурнăçăн юлашки минучĕсенче гестапо тĕрмисенче, концлагерьсенче, йывăр çапăçу умĕн çырнă. Вĕсем фашизма çĕнтерме чĕнеççĕ. Çырусем паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. 2022 çулхи февраль уйăхĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа Раççей салтакĕсем фашизмăн çĕнĕ паллисемпе кĕрешеççĕ. Çырусенче иртнĕ ĕмĕр паттăрĕсем çынсене пурнăçа хаклама, фашизма хирĕç кĕрешме чĕнсе калани тарăн шухăша ярать.

Фронт çырăвĕсем – çĕршыв историйĕн пĕр пайĕ
Фронт çырăвĕсем – çĕршыв историйĕн пĕр пайĕ

Олег Нечитовский хĕрлĕармеец-связистăн çырăвĕсем

Амăшне çырнă çыру:
Сывă юл, хаклă аннемĕр! Ку манăн вилĕм умĕнхи çыру, ăна илнĕ хушăра çут тĕнчере ывăлу çуккине пĕл. Эпĕ санăн тата Тăван çĕршывăн ывăлĕ пулса пуçа хуратăп. Хамăн пурнăçа çĕр çинчи çынсен телейĕшĕн, сирĕн лăпкă ватлăхăршăн, ачасен телейлĕ пурнăçĕшĕн панăшăн шеллеместĕп. Маншăн макăрма кирлĕ мар! Мана аса ил, мăнаçлан. Йăмăксемпе шăллăмсене ман çинчен, хамăн пурнăçа вĕсен телейĕшĕн хĕрхенменнине каласа пар. Çак çырăва çырнă чух питĕ пăлханатăп. Пурнăçра нумай ĕçе туса хăвараймарăм, вĕсене юлташсем маншăн пурнăçлĕç. Фашистсене çĕр çинчен тĕп тăвĕç, пусмăрçăсемшĕн леш тĕнчере те лăпкă пулмĕ. Эпĕ - украин çынни, анчах та Беларусси çĕрĕ мана хăй ывăлĕ пек йышăнĕ. Юлашки хут сана ыталаса чуп тăватăп. Санăн Олег ывăлу. Çырăва тупас пулсан çак адреспа ăсатма ыйтатăп: Киев хули, Прозоровская урамĕ, 144-мĕш çурт, 6 хваттер. Нечитовский Евгения Митрофановнăна.

Юратнă хĕрне çырнă çыру:
Сывă юл, хаклă Лидушка! Çакă юлашки, вилĕм умĕнхи çыру пулнишĕн ан тĕлĕн. Çырăва илнĕ чух эпĕ сыввисен хушшинче пулмăп ĕнтĕ. Хам пурнăçа хĕрÿ çапăçура тÿрĕ кăмăлпа, хаклă хакпа патăм. Беларусси çĕрĕ мана, Украина ывăлне, хăйĕн пек йышăнĕ. Маншăн куççуль тăкма ан та уйла. Пурнăçна çыхăнтарма палăртнă юратнă çынну Тăван çĕршывшăн, çынсен телейĕшĕн пуçне хунине час-часах аса ил. Тĕрĕссипе, пĕрре те вилес килмест, анчах та Тăван çĕршыв чĕнĕвĕ – вăл саккун, манăн тивĕç. Санпа нумай япала çинчен ĕмĕтленеттĕмĕр, анчах та... Çулсем иртĕç, санăн ывăл çуралĕ. Вăл ÿсеспе эпĕ унăн ашшĕ пулассишĕн ĕмĕтленни çинчен кăштах та пулин каласа пама сана ыйтатăп! Сывă юл! Юлашки хут хытă-хытă чуп тăватăп! Санăн савнă тусу Олег. Çак çырăва алла илекене Харьков хули, Энгельс урамĕ, 25 çурт, 6 хваттер, Лапидус (Лида Абалышникова валли) адреспа ăсатма ыйтатăп.
1944 çулхи май уйăхĕнче Белоруссин кăнтăр-хĕвел тухăç енчи Гомель облаçĕнчи Большие тата Малые Калинковичи хуласемшĕн çапăçу пынă чух тапăну батальонĕ ротăпа çыхăну çухатнă. Хăрушă лару-тăру пулса кайнă. Ниме пăхмасăр 244-мĕш лини çыхăнăвне юсамалла пулнă. Çак хăрушă ĕçе пурнăçлама Олег Нечитовский килĕшнĕ. Хĕç-пăшал вут-çулăмĕ витĕр кабель сиенленнĕ вырăна çитмелле пулнă. Вăл амансан та çыхăнăва юсама чарăнман. Фашистсен хĕç-пăшал вут-çулăмĕ витĕр хăйĕн чаçне çитеймессине пĕлсе Олег амăшĕпе юратнă хĕрĕ патне çыру çырса хăварнă.Тăшмансем каялла чаксан пирĕн салтаксем ун патне çитейнĕ, анчах та вăл сывă пулман. Унăн кĕсйинче икĕ çыру тупнă. Вĕсене «Комсомольская правда» хаçатра 1944 çулхи август уйăхĕн 6-мĕшĕнче пичетлесе кăларнă.

Петр Глухов лейтенант çураçнă хĕрне çырнă çыру (1943 çул)
«Юратнă Ная! Эпĕ сана сайра хутра çыратăп. Çакă çырас килменнипе мар, май çуккипе çыхăннă. Манăн пурнăç яланах хăрушлăхра пулнине эсĕ пĕлетĕн. Эпĕ сана усăсăр шанчăкпа йăпатасшăн мар. Сана ялан çапăçу хыççăн çыратăп. Енчен те эсĕ çак çырăва илсен эпĕ сывă мар, вăрçă хирĕнче аякри тата çывăхри хĕр тусăм çинчен шухăшласа выртса юлнă. Çак çырăва маларах çырма лартăм, вăл эпĕ сана юратнине, эсĕ маншăн чи хаклă çын пулнине çирĕплетсе парĕ. Хаклă та чипер Ная, яланах пĕр маншăн тунсăхласа, хуйхăрса пурăн тесе çырмастăп. Çук! Мĕн виличчен эпĕ сана юратнине асра тыт. Çак туйăм мана 222 çапăçăва хутшăнма вăй-хал панине, хăрушă вăхăтра хастарлăх кăтартма пулăшнине пĕл. Тата çакна каласшăн, эсĕ питĕ лайăх тата кăмăллă хĕр, санăн юратăву – ывăнса çитнĕ салтакшăн парне тата оазис. Ман умра санăн сăн ÿкерчĕкÿ выртать. Ман çине санăн чĕрĕ куçусем пăхаççĕ. Вĕсенче салхулăх сисĕнет. Пĕлетĕп, эсĕ маншăн тунсăхлатăн. Санăн çырăвусенче чăтăмсăрлăх палăрать, эсĕ нимĕçсемпе вăйлăрах çапăçма ыйтатăн. Эпĕ сан пата хăвăртрах таврăнасса кĕтетĕн. Шансам мана – эсĕ ыйтнине чыслăн пурнăçлăп. Эпĕ те сан пата ырă-сывă таврăнас, санпа тĕл пулас ĕмĕтпе пурăнатăп. Хĕвел анăç еннеле ытларах кайсан пирĕн тĕлпулу хăвăртрах пулса иртĕ. Асăннă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе вăрçă хирĕнче хама шеллемесĕр тăшманпа çапăçатăп, саншăн епле кĕрешнине хаçатра вулама пултарнă пулсан эсĕ тĕлĕннĕ пулăттăн. Енчен те çак çырăва ыттисем вуланă пулсан вĕсем мана эпĕ саншăн çеç çапăçнăшăн ÿпкеленĕ пулĕччĕç. Эпĕ вара пĕлместĕп, уйăрса тухма пултараймастăп. Ăçта эсĕ пĕтетĕн, çавăнта Тăван çĕршыв пуçланать. Тăван çĕршыв тата эсĕ пĕр тĕвве пĕрлешрĕр. Маншăн санăн куçусем Тăван çĕршыв куçĕсем. Санăн куçусем манпа юнашар, эсĕ манăн кашни утăма хак панă пекех туйăнать. Санăн куçусем… Эпĕ вĕсем çине пăхнă чух ăнланмалла мар хавхалану тата савăнăç туяттăм. Эпĕ эсĕ мĕнле пăхнине астăватăп. Куçусенче санăн юратăву палăрнине халĕ тин ăнланса илтĕм. Эсĕ – манăн пуласлăх. Мĕншĕн-ха эпĕ пуласлăх çинчен çыратăп? Çак çыру санăн аллуна лексен эпĕ сывă мар пулăп. Вăл сан пата ан çиттĕрччĕ, конверт çинче адресна та çырмăп. Енчен те эсĕ ăна илсен – ан кÿрен. Урăхла пулма пултарайман. Сывă пул. Мансăр телейлĕ пул. Хăвна юлташ тупма пултаратăн, вăл та сан çумăнта манран кая мар телейлĕ пулĕ. Пирĕн халăх çĕнтернĕ кунсенче ыттисемпе пĕрле савăн. Хавхалану тата телей кунĕсенче маншăн та хурланса илсем, санăн куçусем сăн ÿкерчĕкрен ман çине пăхнă пек пĕр минутлăха пулсан та пăхса илччĕр. Каçарсам çакна ыйтма пултарнăшăн. Хыттăн ыталатăп».
Петр тăшман пункчĕшĕн пыракан хаяр çапăçăва хутшăннă. Совет салтакĕсене тăшман дзочĕ пуçĕсене çĕклеме те май паман. Петр Глухов лейтенант алла граната тытса дзотăн амбразури патне шунă. Çав вăхăтра тăшман пульли унăн пурнăçне татнă та. Çапăçу пĕтсен юлташĕсем çар йăли-йĕркине пăхăнса Петĕре пытарнă. Унăн япалисем хушшинче савнийĕ патне яман çырăвне тата унăн сăн ÿкерчĕкне тупнă. Сăн ÿкерчĕкĕ хыçĕнче çапла çырнă пулнă: «Хаклă çыннăм! Эсĕ аякра, апла пулин те эсĕ манăн чĕрере. Асăннă сăн ÿкерчĕк мана аса илтертĕр тесе ярса паратăп. Санăн Ная. 1943 çул, май. Ĕпхÿ хули».

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: