Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Палăксем астăвăма упраççĕ

Аса илÿпе хурлăх кунĕнче Пишпÿлек районĕнчи Калинин ял Канашне кĕрекен Юманлăх (Александровка) ялĕнче 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксене халалласа палăк уçнă.

Палăксем астăвăма упраççĕ
Палăксем астăвăма упраççĕ

Пархатарлă ĕçе пуçличчен Юманлăх çыннисем пысăк йĕркелÿ ĕçĕсем туса ирттернĕ. Темиçе çул каялла ял çыннисем мессенждерта хăйсен ушкăнне йĕркеленĕ, укçа-тенкĕ пухассишĕн яваплă çынсене суйланă, субботниксем ирттернĕ, çапăçу хирĕсенче, тыткăнра вилнисен, Çĕнтерÿпе таврăннисен списокне тунă. Асăну палăкĕ çине 59 ентеш ятне касса çырнă. Палăка июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа хурлăх кунĕнче, уçма калаçса татăлнă.
Çумăр çунине, йĕпе-сапана пула çулсем начар пулнине пăхмасăр тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем хăйсем автомобилĕсемпе палăртнă вырăна пухăннă. Ытларах пайĕ Юманлăх ялĕнчен тухнисем, вĕсем Пелепей, Ĕпхÿ, Октябрьский, Анат Чаллă, Волгоград, Сургут хулисенчен, Челябинск облаçĕнчен тата ытти ял-хуласенчен килсе çитнĕ. Вырăнти халăх та хутшăннă. Тахçан кунта пурнăç вĕресе тăнă. Шел пулин те, паянхи кун тĕлне Юманлăхра икĕ çын çеç пурăнаççĕ: 1933 çулта çуралнă Клементий Семенович Туймуков хурт-хăмăрçă тата вăрах вăхăт почтальон пулса ĕçленĕ, 1941 çулта çут тĕнчене килнĕ Галина Викторовна Юлкина. Чаплă мероприятие Пишпÿлек район администрацин пуçлăхĕ Артур Зарипов хăйĕнпе пĕрле гвоздика чечекĕсен пысăк çыххине илсе килнĕ. Çавăн пекех мероприятире Калинин ял Канашĕн ертÿçи Дарвин Юмангулов та пулнă.
Палăртнă çĕрте ирех вăрçă вăхăтĕнчи патриотла юрă-кĕвĕ янранă, патшалăх ялавĕсем ялкăшнă. Хăй вăхăтĕнче асăннă вырăнтан юманлăхсем хăйсен ентешĕсене вăрçа ăсатнă. Тĕлĕнмелле пулсан та çак самант тĕлне çанталăк уяртса янă, çумăр пĕлĕчĕсене сирсе хĕвел пăхма пуçланă, çынсен кăмăлĕсем савăкланнă.
Раççей Федерацин гимнĕ янранă хыççăн митинга Вера Николаевна Иванова, яла пуçараканĕн мăнукĕ уçнă. Шăплăх минучĕ хыççăн Калинин ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Дарвин Юмангулов сăмах илнĕ. Дарвин Габдулназипович палăка лартас ĕçе хастар хутшăннă çынсене Тав çырăвĕсемпе чысланă. Салам сăмахĕсемпе çынсен умне район администрацин пуçлăхĕ Артур Зарипов тухнă. Вăл çитес çул Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитессине, ял-хуласенче çак дата тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрлĕхе асра хăварас тесе пысăк ĕç пынине палăртнă.
– Пĕчĕк Юманлăх ялĕнчен вăрçа 57 арçын ăсаннă. Вĕсенчен 28-шĕ вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Палăка уçни хальхи çынсем хăйсен ашшĕ-аслашшĕсем умĕнче тивĕçлĕ парăмне парса татни шутланать. Пишÿлек районĕнчен нимĕç хапсăнчăкĕсемпе кĕрешме 11 пин çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ каялла таврăнман. Нумай пулмасть юлашки вăрçă ветеранĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ тĕнчере лăпкă мар. Виççĕмĕш çул Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Унта 200 ытла Пишпÿлек район çыннисем аслашшĕсем, мăн аслашшĕсем пекех Тăван çĕршывăн интересĕсене хÿтĕлеççĕ, – тенĕ вăл.
Артур Мухлисович район администрацин Тав хучĕпе палăка уçас ĕçре пысăк тÿпе хывнă Сергей Николаевич Иванова, Владимир Михайлович Кириллова, Вера Николаевнăпа Геннадий Леонидович Ивановсене, Борис Клементьевичпа Сергей Клементьевич Туймуковсене, Владимир Валерьевичпа Галина Витальевна Исаевсене чысланă. Артур Зарипов ялти шурсухала Клементий Семенович Туймукова хаклă парнепе чысланă чух: «Эсир – çак ялăн оборонипе кун-çулне тытакан чăн-чăн паттăр. Çулăрсем чылай пулнине пăхмасăр хуçалăхра çулталăкри Тимоша вăкăра çитĕнтеретĕр, чăх чĕп ĕрчететĕр, 50 вĕлле хурт-хăмăр тытатăр. Çакă чăн граждан паттăрлăхĕ, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланать. Малалла та çаплах пулăр! Вăрăм ĕмĕр сунатăп сире!» - тесе саламланă.
Сцена çине сăмах тухса калакансен хушшинче Юманлăхран тухнă çынсем те пулнă. Челябинск облаçĕнчи Сатка хулинчен ашшĕ-амăшĕпе тата Светлана Григорьева кукамăшĕпе килнĕ тăхăр çулхи, сарă кăтра çÿçлĕ Артем Сакунов «Манăн мăн асатте» сăввипе пухăннисене тарăн шухăша янă, куççуль кăларттарнă. Палăка уçма, хĕрлĕ хăйăва касма Клементий Семеновичпа Артур Мухлисовича чыс уйăрнă. Палăкăн виттине хывнă хыççăн çынсем тăвăллăн алă çупса ун умне чĕрĕ чечексем хунă.
Ярмулкки ялĕнчи культура çурчĕн «Калинушка» вокал ансамблĕ (аккомпаниаторĕ – Владимир Петров) мероприятине хăйсен кĕвĕ-юрă номерĕсемпе илемлетнĕ. Вĕсем вăрçă çинчен чăваш тата вырăс чĕлхипе юрăсем юрланă. Хăнасемпе уява хутшăннă çынсене маларах сельпо лавкки пулнă çурт çумĕнчи, уяв сĕтелĕ хушшине чĕннĕ. Çак кун Çимĕк кунĕпе пĕр килнĕ май мероприяти вĕçленсен те яла çынсем килме чарăнман. Юманлăх çав вăхăтра ĕлĕкхи Совет Союзĕ вăхăтĕнчи яла аса илтернĕ.
Владимир СМОЛОВ. Пишпÿлек районĕ, Юманлăх ялĕ.

Палăксем астăвăма упраççĕ
Палăксем астăвăма упраççĕ
Палăксем астăвăма упраççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: