Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 12:33

Чăвашла видео ÿкеретпĕр

Ачасенче юрă-кĕвĕ культурине‚ фольклора‚ чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене тĕпчес‚ ăша хывас туртăма аталантарасси тÿрремĕнех вулавăш ĕçченĕсем тата вĕрентекенсем вĕсемпе мĕнле ĕç йĕркелесе ирттернинчен килет. Çамрăк ăрăва вĕрентмелли материал пуян та интереслĕ пулсан çеç тăван халăхăн культурине тĕпчекенсен йышĕ ÿссе пырĕ.

Чăвашла видео ÿкеретпĕр
Чăвашла видео ÿкеретпĕр

Çакна тĕпе хурса Пишпÿлек районĕнчи Тĕп библиотека «Чăвашла видео ÿкеретпĕр» çамрăк блогерсен студи проекчĕ шайĕнче «Чăвашла видео ÿкеретпĕр» республика конкурсĕ ирттересси пирки пĕлтерет.
Асăннă конкурса 7-18 çулхи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Ÿсĕмне кура унта хутшăнакансене икĕ ушкăна уйăраççĕ: кĕçĕн (7-12 çулхисем) тата аслă (13-18 çулхисем). Ĕçсене уйрăм çынсенчен‚ хастар та пуçаруллă командăсенчен‚ çемьесенчен е çамрăксен ушкăнĕсенчен йышăнатпăр. Конкурс кăçалхи август уйăхĕн 3-31-мĕшĕсенче иртĕ.
Чăвашла ÿкернĕ видеосене (е видеоролик ссылкисене) йĕркелÿçĕсен электронлă почтипе [email protected] ярса памалла. «Куракансен парни» номинаци çĕнтерÿçине тупса палăртас тĕллевпе http://bizh-bibI.ru/index сайтра сасăлав иртĕ. Унсăр пуçне жюри членĕсем сентябрь уйăхĕнче икĕ ушкăнта 1‚ 2‚ 3-мĕш вырăнсене тивĕçнисене пĕлтерĕç.
Конкурс ĕçĕсене тĕрлĕ жанрпа тата стильпе (документаллă кино‚ юрă-кĕвĕ тĕрленчĕкĕ‚ интервью‚ репортаж тата ыт.те) ÿкерме май пур. Видеороликсен хронометражĕ 1-5 минут пулмалла. Вĕсем çак темăсенчен пĕрне уçса памалла: чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем‚ кулленхи пурнăç‚ наци колоричĕ тата тĕрлĕ халăхсен пурнăç уйрăмлăхĕ‚ культура тата истори объекчĕсен пуянлăхĕ‚ паллă çынсем‚ ял-хуласен паллă вырăнĕсем тата ыт.те.
«Чăвашла видео ÿкеретпĕр» республика шайĕнче иртекен конкурса хутшăннисем тата çĕнтерÿçĕсем дипломсемпе ятарлă парнесене тивĕçĕç.
Конкурс положенийĕпе туллинрех http://bizh-bibI.ru/custom/item/85 сайтра паллашма пулĕ.
Наталья ТАРАСОВА,
ПР чăваш халăхĕпе ĕçлекен уйрăмăн заведующийĕ.
Пишпÿлек районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: