Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:29

Хĕллеччен упранĕ-ши?

Арпуса хĕллеччен упрама май пур-ши? Сĕтеклĕ те тутлă çырлапа Çĕнĕ çул сĕтелне илемлетес килет.

Хĕллеччен упранĕ-ши?
Хĕллеччен упранĕ-ши?

Арпус - пысăк та тутлă, пурте юратакан çуллахи çырла. Ăна упрамашкăн ятарлă услови кирлĕ: тĕттĕм те типĕ вырăн, вентиляци. Çимĕç 5-8 градус температурăра, 60-80% сывлăш нÿрĕкĕнче аван сыхланать. Упрамашкăн 4-5 килограмлисене суйламалла. Вĕсем лапчăк, шăйрăк, çурăк ан пулччăр. Кайран пулакан сортсем хытă хупăллă. Шăпах çавсене суйламалла та.
Арпуса харпăр çуртра та, хваттерте те упрама май пур. Çак темиçе меслетпе усă курма пултаратăр:
Çакса хурса. Çимĕçе çирĕп пусмапа чĕркемелле, кайран стенана е çÿлĕке лекмелле мар çекĕлпе çакса хумалла.
Улăмпа. Ещĕк тĕпне 10 сантиметр хулăнăш улăм сармалла, хÿрипе çÿлелле арпус хурса тухмалла. Çимĕç хушшине улăм хурса тухăр, çиелтен лайăх витĕр.
Хăйăрпа. Ещĕке çурри таран типĕ хăйăр тултарăр, ун çине хÿрипе аялалла пĕр-пĕрне лекмелле мар арпус хурăр. Хăйăр вырăнне типĕ тырă та юрать.
Кĕлпе. Вăл ытлашши нÿрĕке туртса илет. Арпуса ещĕке хумалла, çиелтен типĕ кĕл сапмалла.
Парафинпа сĕрнĕ арпус вăрах упранать. Ăна ирĕлтермелле, çиелтен темиçе сийпе сĕрмелле, кайран тĕттĕм вырăна хумалла.
Тăмпа нумай çимĕçе упраççĕ. Арпуса та мĕншĕн унпа сĕрсе пăхас мар?
Татьяна ИВАНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: