Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:48

Икĕ хĕр пĕр-пĕрне шыраса тупнă

2001 çулта Лора Бакстон киленмĕш (развлечение) шыраса пĕлĕте шар вĕçтерсе янă. Ун ăшĕнче ятне, адресне палăртнă, тупакана хурав çырма ыйтнă записка пулнă.

Икĕ хĕр пĕр-пĕрне  шыраса тупнă
Икĕ хĕр пĕр-пĕрне шыраса тупнă

Вунă кунтан (шар 225 çухрăм вĕçсе кайнă) «посылка» тепĕр хĕр патне лекнĕ. Вăл та Лора ятлă пулнă. Икĕ Лора çыру çÿретме тытăннă, унтан пĕр-пĕринпе тĕл пулса паллашма шутланă. Тĕлĕнмелле пулин те хĕр ачасен ячĕсем те, ÿсĕмĕсем те, çÿллĕшĕ те, çÿç вăрăмăшĕпе тĕсĕ те, тĕлпулу валли суйласа илнĕ тумĕ те пĕр пек пулнă. Унсăр пуçне килĕсенче чĕрчунсенчен иккĕшĕн те виçĕ çулхи лобрадор-ретривер, кролик тата тинĕс сысни пулнă. Лора-1 тата Лора-2 пĕр-пĕрне питĕ килĕштереççĕ, паянхи кун та туслă.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: