Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:41

Кăшкăракан ула курак

Петрозаводск хулин лăпкă урамĕсенчен пĕринче тĕлĕнтермĕш ула курак пурăнать. Вăл йытăлла вĕрме те, машина пек кăшкăрма та пĕлет.

Кăшкăракан ула курак
Кăшкăракан ула курак

Кранклатакан кайăкпа пĕр урамра пурăнакансем халĕ канлĕ çывăраймаççĕ. Çĕрле чÿречесем айĕнче пĕрехмай сигнализаци юрлать. Хыпаланса урама чупса тухни кăлăхах - вăрăсен шăрши те çук.
- Юлашки вăхăтра килекен суя шăнкăравсенчен йăлăхса çитрĕмĕр, - каласа панă вырăнти шалти ĕçсен управленийĕн дежурнăйĕ.
Курак сигнализаци сасси кăларнипе кăна çырлахмасть. Вăл хăй тăранса пурăнакан çÿп-çап савăчĕсем çывăхĕнчен йытăсене хытă вĕрсе хăвалама та ăсталăх çитерет. Орнитологсен шухăшĕпе, ула курак хăй кăларакан сассен пĕлтерĕшне чăннипех те ăнланать. Мĕнле те пулин машина çине пырса ларсанах сирена евĕр сас кăларма хăтланать.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: