Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
11 Августӑн 2021, 11:57

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Пушкăртстанра вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне епле хатĕрленнине тĕрĕслес ĕçсем пыраççĕ. Ведомствăсем хушшинчи комисси йышĕнчи Патшалăх автоинспекци сотрудникĕсем шкулсемпе ача сачĕсем валли хатĕрленĕ çул-йĕр паспорчĕсене (унта ачасемпе транспорт çÿрекен хăрушсăр çул схемисем кĕреççĕ) тĕрĕслеççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?
Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр-и?

Унсăр пуçне кашни вĕрентÿ учрежденийĕнче çул-çул йĕр çинчи инкексенчен асăрхаттарас тĕллевпе Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕпе (ГИБДД) пĕрле ирттермелли ĕçсен планĕ, çул çÿрев правилисене вĕрентекен çынна палăртни çинчен калакан приказ тата занятисем ирттермелли автохуласем пулмалла.
- Çавăн пекех çул-йĕр надзорĕн ĕçченĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсен çывăхĕнчи урамсене тĕрĕслесе тухса çитменлĕхсем çинчен пĕлтерĕç, вĕсене кĕске вăхăтрах тĕп тума хушу парĕç. Ун пек тĕрĕслевсен тĕп сăлтавĕ - вĕрентÿ вăхăтĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, - ăнлантарса панă Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-службинче.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: